Шупашкарти техникумсенчен пӗринче пушар тухнӑ.
Вут-ҫулӑм Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен «ТрансСтройТех» техникумӗнче алхасма тытӑннӑ. Вӑл Магницкий урамӗнче вырнаҫнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 6 сехет те 30 минутра тухнӑ пушара ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитиччен сӳнтерме пултарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче кухньӑри электричество оборудованийӗ сиенленнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче хӑна ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Чӑрӑшкасси ялӗнчи «Заимка» кану базинчи икӗ хутлӑ пура ҫурт вут-ҫулӑмра тӗпрен кӗлленнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑм юнашарти ытти ҫурт ҫине куҫасран сыхласа хӑварма пултарнӑ.Пушар пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫынсем шар курман.
Специалистсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑмакан мӑрйине тӗрӗс мар тунипе пушар тухма пултарнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ 10-мӗш хутлӑ ҫуртран сикме шухӑшланӑ. Юрать, пӑтӑрмаха асӑрхакансем тата ҫамрӑка усал ӗс тӑвассинчен тытса чаракансем тупӑннӑ.
Каччӑ хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчен сикме шухӑшланӑ.
Усал шухӑш тытнӑ каччӑ пирки ятарлӑ службӑсене систерекен тупӑннӑ. Каччӑпа психолог калаҫнӑ, ӑна лӑплантарнӑ хыҫҫӑн яш усал шухӑшне пӑрахӑҫланӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин кивӗ ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку ӗҫе 2025 ҫул тӗлне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн строительство министрӗ Павел Данилов «Правде ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫав ҫурт 10 ҫул пушӑ ларать. Ҫуркунне юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Асӑннӑ ҫурт, сӑмах май калсан, федераци пӗлтерӗшӗллӗ культура эткерлӗхӗ шуитланать.
Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ӗҫсене 430 миллион тенкӗлӗх туса ирттернӗ. Чӳк уйӑхӗнче шалти ӗҫсене кӳлӗнмелле. Реконструкцие 2025 ҫулта вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Енре 100 ҫулхи ҫурта Росреестрӑн управленийӗнче регистрациленӗ. Асӑннӑ ҫурт Сӗнтӗрвӑрринче вырнаҫнӑ иккен.
Ҫурта регистрацилеме унӑн хуҫи ыйтнӑ. Вӑл ӑна эткерлӗхе 30 ҫул каяллах илнӗ, анчах паянччен регистрацилеттермен.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, документсене вӑл пӗрре пухма тытӑннӑ иккен, анчах кайран ҫухатнӑ. Халӗ ҫӗнӗрен пухнӑ. Ҫурт вара аванах упранса юлнӑ. Вӑл хитрипех-мӗн.
Шупашкар хулинчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче балкон тӗпренсе тӑрать иккен.
Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн балконӗсем халь-халь ишӗлсе анасла. Бетон катӑкӗсем час-часах ҫӗре ӳкеҫҫӗ. Вӗсем кӗмелли алӑк карлӑкӗ ҫине персе анаҫҫӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, апла пулин те управляющи компани нимӗн те тӑвасшӑн мар имӗш.
ҪУР | 02 |
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта пӗри 11-мӗш хутран персе аннӑ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 16 сехетре пулса иртнӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫын 11-мӗш хутри балконран персе аннӑ. «Питӗ хӑрушӑ тата шел», — тесе ҫырса хунӑ пӑтӑрмаха курнӑ ҫын.
Кӗске хыпарта пӑтӑрмах хӑш урамра пулнине, ӳкекенни кам иккенне (арҫын-и е хӗрарӑм-и) кӑтартман.
Шупашкар хулинчи Петров урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра ҫын виллине тупнӑ.
Асӑннӑ ҫуртри иккӗмӗш подъездра ҫӗрӗк шӑрши кӗнӗрен ҫынсем ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Унтисем пырса алӑка ватнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем унта арҫын виллине курнӑ.
Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ хваттертен халӗ те ырӑ мар шӑршӑ кӗрет. Алӑка хӑй вырӑнне лартса хумантан унта килсӗр ҫынсем кӗрсе ҫӳреме тытӑннӑ имӗш.
Ҫуртра пурӑнакансем подъездра хлор шӗвекӗ сапаҫҫӗ, анчах ырӑ мар шӑрша пӗрех ҫӗнтереймеҫҫӗ.
Улатӑр арҫынни 5-мӗш хутран ӳксе вилнӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хулари «Стрелка» микрорайонти 30-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ҫав ҫуртра пӗрисем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кӑштахран вӑл балкон ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Кил хуҫи хваттере питӗрсе тухса кайнӑ.
Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ. Кил хуҫине кӗтсе ларас темен курӑнать, балкон ҫинчен кӳршӗсен балконӗ ҫине каҫма шухӑш тытнӑ. Анчах алли вӗҫерӗнсе кайнӑ та персе аннӑ. Ӳксен вӑл вилмеллех аманнӑ.
Чӑваш Енре тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата малашне 23 ҫула ҫитичченех пама тытӑнӗҫ. Ятарлӑ саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ку цифра 21 ҫулпа танлашӗ.
Ҫурт-йӗр сертификатне призывпа ҫар службине тухакансене, I е II ушкӑнри инвалид пулсан, I ушкӑнри инвалида е вата ҫынна пӑхсан парӗҫ.
Ҫурт-йӗр сертификачӗпе тӑлӑх ачасем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта кӑна мар, урӑх ҫӗрте те ҫурт е хваттер туянайӗҫ. Енчен ҫамрӑк ҫын ипотека хваттерӗнче пурӑнать пулсан, ипотека парӑмне вӑл пӗтӗмпех е пӗр пайне ҫав сертификатпа татма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |