Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ.
Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енре икӗ хутлӑ ҫурт тӑвакан нумайланнӑ тесе пӗлтерет Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пурӑнакансем икӗ хутлӑ 763 ҫурта регистрациленӗ.
315 ҫемье пӗр хутлӑ ҫурт лартнӑ. 54 ҫын вара виҫӗ хутлӑ ҫурт ҫӗклеме вӑй ҫитернӗ.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫине йывӑҫ персе аннӑ.
«PROГород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх ҫапларах хыпарланӑ: утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Вокзалҫум урамри 10-мӗш ҫурт ҫине йывӑҫ ӳкнӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурт ишӗлмен, чӳрече кантӑкӗсем те ванман курӑнать. Йывӑҫ ҫурт стени ҫине персе аннӑ, ун ҫине таянса тӑрать.
Чӑваш Енре оборона комплексӗн ӗҫченӗсем валли аренда ҫурт-йӗрӗ тума пуҫлӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ «Комсомольская правда» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.
Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫурт-йӗр хӑпартассипе малта пыракан регионсен шутӗнче. Республика ӳлӗмрен те малтисен шутӗнче пуласшӑн.
«Президент аренда ҫурт-йӗрне тӑвассипе ҫине тӑрса ӗҫлеме хушать. Хальлӗхе — оборонӑпа промышленность комплексӗн ӗҫченӗсем валли. Эпир вӑл программӑна кӗме палӑртатпӑр. Асӑннӑ комплекса кӗрекен предприятисенче тӑрӑшакансене ҫурт-йӗр мӗн чухлӗ кирлине тишкертӗмӗр. Ку программа пурнӑҫа кӗме тытӑнсан ҫурт-йӗр хӑпартассин кӑтартӑвне чакармасӑр тӑрӑшма май килӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Тӑвайра пурӑнакан 6 ҫемье унччен авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ. Халӗ вара вӗсене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине кӗҫех тыттарӗҫ. Документсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене кӑна вӗҫлемелле. Вара вӗсем ҫӗнӗ те ҫутӑ хваттерте пурӑнма пуҫлӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫурта кӗске вӑхӑтра, ҫур ҫулта, туса пӗтернӗ. Римма Погодина ав 80-ран иртнӗ. «Утӑ уйӑхӗнче, хамӑн ҫуралнӑ кунра, ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тума палӑртрӑм. 80-ран иртнӗ пулсан та тата нумай пурӑнас килет. Ҫӗнӗ хваттерте ҫутӑ, хӑтлӑ, ӑшӑ пуласса иккӗленӳ ҫук», - тенӗ вӑл.
Шупашкарта паянтан нумай хваттерлӗ ҫуртене ӑшӑ парса тӑма пӑрахӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ, ҫавӑн ҫинчен калакан ятарлӑ йышӑнӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ пама пӑрахнӑ хыҫҫӑн ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем черетлӗ сезона хатӗрленме тытӑнӗҫ. Ҫавна май вӗри шыва вӑхӑтлӑха сӳнтерӗҫ.
Вӗри шыва хӑш-пӗр ҫуртра ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑнах сӳнтерӗҫ, ятарлӑ графика хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта кивӗ ҫуртсен хакӗ ӳснӗ. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен хакӗ 4,2 процент хӑпарнӑ. Ҫапла Чӑваш Енре кивӗ ҫуртра хваттер туянас тӑк пӗр тӑваткал метрӗшӗн вӑтамаран 79 пин те 235 тенкӗ тӳлемелле. Раҫҫейри вӑтам хак вара 99 пин тенкӗ патне ҫывхарать.
Раҫҫейре хваттер хакӗ вӑтамран 2,9 процент ӳснӗ тӗк Шупашкарта – 3,5 процент. Тольяттире пушшех те нумайрах – 6,3 процент хакланнӑ, Самарта – 6,2 процент.
Хусан «тӑрса» юлнӑ темелле – унта хваттер хакӗ 1 процент кӑна ӳснӗ.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗ ҫывӑхӗнче пурӑнакансем арканса пӗтнӗ ҫулшӑн пӑшӑрханни пирки сайтра ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: М-12 федераци ҫулне тунипе унти ҫула йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӗмӗсе пӗтернӗ. Ҫавна май ачасем шкула, ача пахчине каяймаҫҫӗ.
Кун хыҫҫӑн унта ҫул ҫине вӗтӗ чул сарнӑ. Анчах халӗ вӑл пылчӑк ӑшне путса пӗтнӗ. Водительсем ку ҫулпа ҫӳреме шикленеҫҫӗ. Ҫынсем вӗсем патне кӗҫех лавккана апат-ҫимӗҫ кӳрсе килме пӑрахасран шикленеҫҫӗ.
ЧР транспорт министрӗ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнине пӗтернӗ. Прокуратура ҫул-йӗре тивӗҫлӗ шайра тытса тӑма ыйтать. Анчах усси пур-и? Сӑнӳкерчӗкре йӑлтах паллӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын ЧР Элтеперӗ патне ҫырупа тухнӑ. Вӑл унта Шупашкарти Илпек урамӗнче вырнаҫнӑ ҫар комиссариатне юсаса ҫӗнетме ыйтнӑ.
«Хисеплӗ Олег Алексеевич! Эсир хӑвӑр е сирӗн ҫывӑх пулӑшуҫӑсем республикӑри сар комиссариатӗнче пулнӑ-и? Эпӗ унта ӗҫпе кӗтӗм, темле аван мар пулса кайрӗ. Ҫулталӑк ӗнтӗ ҫар операцийӗ пырать, пирӗн вара РФ Хӳтӗлев министерствин представительстви 30-40 ҫул каяллахи ҫуртрах вырнаҫнӑ. Мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсене йӗркене кӗртме пултарать-и? Донбаса пулӑшатпӑр-ҫке, ахӑртнех, резервсем пур», — тенӗ ҫырура.
ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби хурав панӑ: ҫар комиссариачӗсем РФ Хӳтӗлев министерствин тытӑмне кӗреҫҫӗ.
Чӑваш Ене Донбаспа Херсон тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ 20 ҫемье хваттерлӗ пулнӑ. Пирӗн патра ҫапла майпа 20 ҫемьери 31 ҫын тӗпленнӗ. Патшалӑх вӗсене ҫурт-йӗр сертификачӗсем валеҫсе панӑ. Ҫурт-йӗр сертификатне туянма вӗсем хӑйсем кӑмӑл тунӑ. 20 ҫемьене ҫурт-йӗр сертификачӗ илме хыснаран 63,5 млн тенкӗ уйӑрса панӑ.
Сертификат илме заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Ют регионта 14 миллион тенкӗ сертификат илнисенчен 5 ҫемье пирӗн патра хваттер туянма кӑмӑл тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |