Ыран, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Сачкова прозаикӑн, публицистӑн, драматургӑн, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Автор хӑйӗн икӗ кӗнекепе кун ҫути курнӑ «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» романӗпе паллаштарӗ.
Романӑн пӗрремӗш кӗнекинчи пулӑмсем XI–XIII, XVI тата XIX ӗмӗрсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнче — Граждан вӑрҫин тапхӑрӗнче.
Мероприяти акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн ҫӗнӗ романне пахаланӑ.
Автор Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Унӑн ӗҫӗ Чӑваш кӗнеке издательстви тӑван чӗлхепе ҫырнӑ романсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. «Турхан сӑмахӗ»
— историлле хайлав.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш романӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ хайлавӑн авторӗ Аркадий Русаков — профессипе тухтӑр, Фёдоровка салинчи район сыватмӑшӗнче невролог пулса ӗҫлет. 35 ҫул Стерлитамакри чӑваш ҫыравҫисен «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗнче тӑрать», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Марина Карягина ҫӗнӗ кӗнекисене Мускавра хӑтлани пирки, Шупашкарта та хӑтлав пуоасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче поэт, драматург тата прозаик Наци вулавӑшӗнче кӗнекисемпе паллаштарӗ. Ҫакна вӑл хӑйӗн юбилейне халаллӗ.
Ыран унта «Ҫӗн Кун ачи» тата «Ача ача» кӑларӑмсен хӑтлавӗ иртӗ. «Ачаш ача» ал ҫырӑвӗ республикӑра ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ хайлавсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
«Ҫӗн Кун ачи» кӗнекене сӑвӑсем, пьесӑсем, юлашки ҫулсенчи куҫарусем, кӗнеке ятлах драма /Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ/ кӗнӗ.
Хӑтлав 119-мӗш пӳлӗмре 16 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ Галина Антонова (литературӑри псевдонимӗ — Галина Матвеева) Канаш районӗнчи Ушанарти библиотекӑра тӗлпулу ирттернӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма Ушанарта, Малти Тукайра, Ҫӗнӗ Чалкассинче тата Иккӗмӗш Хурамалта пурӑнакансем пуҫтарӑннӑ. Галина Алексеевна хӑйӗнпе кӗскен паллаштарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ева Лисинӑна саламлама пуҫтарӑннӑ.
Ева Лисина – паллӑ чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, МиттаВаҫлейӗн премийӗнлауреачӗ, педагог.
Вулавӑша ҫыравҫӑн 85 ҫулхине халалласа пуҫтарӑннисем унӑн пур енлӗ пултарулӑхне хакласа ӑшшӑн калаҫнӑ.
Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву
Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич!
Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.
1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ун чухнех ӑслӑ, ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫилҫунатҫӑсем хушшинче танлаштарми таланчӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе палӑрса тӑратчӗ. Ҫак чыса хӑйӗн инҫекурӑмри ӗҫӗсемпе, илемлӗ сӑмахлӑх кӗнекисемпе ҫирӗплетсе пычӗ.
Марина Карягина кандидатурине халиччен кам мӗншӗн сирсе хӑварнине пӗлместӗп. «Ҫилҫунатра» унпа пӗр вӑхӑталла ӳснӗ Раиса Сарпие, Светлана Асамата хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Пултарусӑр, хӑйшӗн виҫесӗр тапаҫланакан Кипеч халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ вӑхӑтра чӑнласа пултаруллӑ, халӑх ӗҫӗнче палӑрнӑ ҫыравҫӑсене сирсе хӑварни пӗлекенсене хытах пӑшӑрхантарать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Альбина Юрату ҫыравҫӑн «Пӗр ывӑҫ канфет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта калавӗсем, прозӑлла сӑввисем, эссесемпе тӗрленчӗкӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшне «Ҫунатлӑ урхамах», «Ылхан», «Шурӑ кӗпе», «Пӗччен чарлан», «Каҫар мана, ҫуралайман ачам», «Саплӑк», «Шӑнкӑрчи», «Ирӗклӗ Илюк», «Юлашки ӳкӗнӳ» тата ытти калавсене кӗртнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Ухсай Яккӑвӗн «Кӗслеҫӗпе упа» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пултаруллӑ ҫыравҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекене виҫӗ хайлав кӗнӗ. Сӑвӑлла ҫав юмахсем малтанхи хут 1954 ҫулта «Кӗслеҫӗпе упа» кӑларӑмра кун ҫути курнӑ. «Вӗсенче автор ӗмӗрхи темӑсене хускатнӑ: пуян пурнӑҫпа чухӑнлӑх, ырӑ кӑмӑллӑхпа чунсӑрлӑх, тавҫӑрулӑхпа айванлӑх... Сӑнарсен ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ ҫыравҫӑ ҫынсенчи ҫитменлӗхсене питлет, ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Кӗнекене Татьяна Бурдина художник илемлетнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑрпнпа 125 ҫул ҫитнине халалласа Крымра тӗлпулу иртнӗ.
Мероприятие Симферопольти крым тутарӗсен Исмаил Гаспринский ячӗллӗ вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ.
Унта пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, литераторсем пухӑннӑ.
Шупашарта литература картлашки пур. Вӑл — хулари юханшыв портӗнче.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх,
кашни 35 картлашкана кӗнекен ятне тата авторне кӑтартакан енӗ евӗрлӗ ӳкерсе илемлетнӗ. Пусмапа утнӑ чухне Ухсай Яккӑвӗ, Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Константин Иванов, Леонид Агаков тата ытти ҫыравҫӑн ятне курма пулать.
Проекта пурнӑҫа кӗртекенӗ – Сергей Петров ӳнерҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |