Шупашкарти А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра Лидия Сарине ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Сарине — хальхи вӑхӑтри чӑваш поэчӗ, прозаикӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хулари Раҫҫей Геройӗн Н.Ф. Гавриловӑн ячӗпе хисепленекен 22-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Лидия Сарине хӑйӗн чӑвашла сӑввисене вуланӑ май чӗлхемӗр епле ҫепӗҫ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Тӑван чӗлхемӗре хисеплемеллине, чӑвашла калаҫмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Хӑна ачалӑхри саманчӗсене аса илнӗ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ.
Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга.
Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Пушкӑртстанра «Халӑх туслӑхӗ – кӗнекере» наци ача-пӑча литературин регионсен хушшинчи кунӗ иртнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Мероприятие Ӗпхӳри А.З. Валиди ячӗпе хисепленекен Наци библиотекинче йӗркеленӗ. Унтан Чӑваш Енрен те ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ. Вӗсене сӑнӳкерчӗкре курма пулать.
Пушкӑртстанра пурӑнакан чӑвашсемпе те тӗлпулу иртнӗ.
Степан Аслан чӑваш писателӗн «Ахрат» романне вырӑсла куҫарнӑ. Тӑлмачи — А. В. Асланина-Павлова.
Роман XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне ҫутатса парать. Кӗнекене Макарӑн биографийӗ евӗр йӗркеленӗ. Ача чухне вӑл выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ҫӑпата ҫыхнӑ, вунӑ ҫула ҫитнӗ ҫӗре тырӑ вырма вӗренсе ҫитет, вун иккӗ валли — сӳрелеме.
Ӗҫе мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхнӑскер кайран та ӳрӗк пулса пурӑнать, таса чунлӑ пулса ӳсет.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ муниципаллӑ Михайловкӑри А.А. Александров ячӗллӗ шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Унта Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн пайташӗсем Лариса Петрова, Владимир Степанов тата Анатолий Хмыт пулнӑ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе паллаштарнӑ.
Владимир Степановпа Анатолий Хмыт хайлавӗсем шкул программине те кӗнӗ. Лариса Петрова шкул ҫулӗсенче ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» темӑпа Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тавра семинар иртнӗ.
Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку иккӗмӗш семинар пулнӑ. «Малтанхи Хв. Уяр пултарулӑхӗпе иртнӗччӗ. Хальхинче те И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе хутшӑнтӑмӑр семинара. Улькка Эльмен, Арсений Тарасов, Людмила Сачкова, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Ю.М. Артемьев, В.В. Никифорова тӗпчевҫӗсем Ю. Скворцовӑн илемлӗ тӗнчине тӗрлӗ енлӗ ҫутатса пама тӑрӑшрӗҫ. Пирӗн студент, ҫамрӑк ҫыравҫӑ Елена Кириллова хӑй ҫырнӑ юптарӑва ӑста вуларӗ», – хыпарланӑ аслӑ шкулӑн вӗрентекенӗ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Современная чувашская литература: связь поколений» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа черетлӗ литература семинарӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
Семинара чӑваш писателӗсем, литературоведсем, критиксем литература ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса парӗҫ.
Ҫитес семинара чӑваш прозаикӗн, поэчӗн, тӑлмачӗн Юрий Скворцовӑн пултарулӑхне халаллӗҫ. Аса илтерер: унӑн паллӑ хайлавӗсен шутӗнче «Сурӑм хӗрӗ», «Уках хурӑнӗ», «Ҫын ӑшши», «Сӑваплӑ вут», «Хӗрлӗ мӑкӑнь»ата ыттисем.
Семинар конференц-залра иртӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352)230217, хушма номер — 147.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшнче Чӑваш Енӗн нци вулавӑшӗнче Владимир Левуков ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ май унӑн «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекине хӑтлӗҫ.
Владимир Леонтьевич — журналист, прозаик, Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ. Физик пӗлӗвӗллӗскер чӑвашла сӑвӑсем, калавсем, повеҫсем ҫырать.
Ҫыравҫӑ Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫултанпа вӑл Самар облаҫӗнчи Тольятти хулинче пурӑнать. Вырӑнти «Истоки» вулавӑшра чӑваш чӗлхипе культурин клубне ертсе пырать.
Чӑваш Республикин ача-ача ҫамрӑксен библиотекинче Ача-пӑча кӗнекин эрнине уҫнӑ. Уяв Чӑваш пукане театрӗнче иртнӗ. Ача-пӑча кӗнекин эрнине уҫма культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
Ачасен умӗнче Мускаври Андрей Усачев писатель, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Улькка Эльмен, Альбина Юрату тухса калаҫнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи страницӑра Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Лариса Петрова, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Фёдор Козлов тата Ольга Фёдорова ҫамрӑк ҫыравҫӑсенчен автографсем илнӗ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче иртнӗ эрнере Алексей Талвире халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ тата «Кивелми кӗнекесен авторӗ» курав уҫӑлнӑ.
Алексей Филиппович 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи Аслӑ Патӑрьел вулӑсӗнчи Аслӑ Патӑрьелте (халӗ Патӑрьел муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ. Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл взвод командирӗ, рота политрукӗ, «Комсомольская правда» хаҫат корреспонденчӗ пулнӑ. Кайран СССР халӑхӗсен тӗп издательствин чӑваш секцйӗнче, ВЛКСМ Теп комитетӗнче пропагандӑпа агитаци пайӗнче пичет инструкторӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн корреспондентӗнче, Чӑваш АССР Писательсен союзӗн правленийӗн писателӗнче ӗҫленӗ.
Алексей Талвир пултарулӑхӗнче Чӑваш Енри индустриализаци тӗп вырӑн йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫӗ халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ, ӑна темиҫе чӗлхепе куҫарса пичетленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |