Лаврентий Таллеров паллӑ публицист, куҫаруҫӑ, чӑваш халӑх писателӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти Литература музейӗнче «Калав ӑсти те, сумлӑ романист та» ятпа литература каҫӗ иртнӗ.
«Лаврентий Таллеров Комсомольски тӑрӑхӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул, библиотека техникумне пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Урал патшалӑх университетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ. Район хаҫатӗнче яваплӑ секретарь тата редактор пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш радио корреспондентӗнче тӑрӑшнӑ. 1969-мӗш ҫулта «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине куҫнӑ, ҫавӑн пекех 10 ҫул «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ. Лаврентий Таллеров тӑван литературӑра прозаик тата публицист пек палӑрнӑ», — тесе пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Лавентий Таллеров (1929-2013) чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 95 ҫитнӗ.
Вӑл Комсомольски районӗнчи Нӗркеч ялӗнче ҫуралнӑ. Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ, Чӑвашрадио корреспонденчӗ пулнӑ.
Лаврентий Таллеров — паллӑ прозаик, очеркист, публицист, куҫаруҫӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенчи поэзине вӑл истори темине халалланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи тата Тур Ульвен пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене хӑтлӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑмсем Питӗр хулинче 2023 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем Александр Житеневӑн «Геннадий Айги: поэтика черновика» тата Норвеги поэчӗн тата прозаикӗн Тур Ульвенӑн «Исчезание равно образованию. Стихотворения и эссе» (ӑна вырӑсла Дмитрий Воробьевпа Нина Ставрогина куҫарнӑ) кӑларӑмӗсене хаклӗҫ.
Воронежри А. Житенев литературовед, критик, филологи наукисен докторӗ хӑйӗн монографине Чӑваш халӑх поэчӗн темиҫе сӑввине халалланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Николай Максимов ҫыравҫӑн тата журналистӑн 80 ҫулхине уявлама пултарулӑх каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Николай Николаевич – паллӑ прозаик, журналист, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл – хальхи вӑхӑтри чӑваш литературинчи ятлӑ-сумлӑ авторсенчен пӗри. Николай Максимов чӑвашла та, вырӑсла та пӗр пек ӑста калӑплать. Авторӑн уйрӑмах паллӑ кӗнекисем: «Майра патша парни», «Шурӑ акӑш ҫулӗ», «Пӗр хӗрес айӗнче», «Спасение Европы», «Дар императрицы», «Камаево поле» тата ыттисем.
Геннадий Айхин «Стихотворения» кӗнеки Мускаври «Эксмо» издательствӑра 10 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене сӑвӑсем ҫеҫ мар, эссесем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑх юррисем евӗрлӗ «Поклон – пению» тата «Мир Сильвии» сӑвӑсем кӗнӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Арсен Мирзаев кӑларӑма малтанласа «День присутствия всех и всего» ят пама шухӑшланине, анчах кӗнеке кӑларакансем ят ытла та вӑрӑм тесе каланине пӗлтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Унта авторӑн 29 хайлавӗ кӗнӗ. Кӗнекере халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: мунча такмакӗсем («Ачалӑхӑм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сӑввисем («Шуйттан вӑййи»), салтак юррисем («Асатте ҫырӑвӗсем»).
Константин Малышев – Тутарстанра пурӑнакан чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, блогерӗ. Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ, 2023 ҫултанпа – Раҫҫейри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сцена ҫинче те — пурнӑҫ» ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта 10 ҫыравҫӑ пьесине кӗртнӗ. Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Культура министерстви регионсем хушшинче ирттернӗ конкурсран суйласа илнӗ.
Кӗнекене 5 авторӑн (Александр Пӑртан, Николай Сидоровӑн, Рита Артин, Надежда Кириллован, Арсений Тарасовӑн) ҫитӗннисем валли ҫырнӑ пӗрер пьеси кӗнӗ. Ҫавӑн чухлех пьеса — ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисем. Вӗсен авторӗсем — Александр Пӑртта, Марина Карягина, Николай Сидоров, Левтина Марье, Владислав Николаев.
Ӗнер «Варкӑш» литература клубӗнче ҫамрӑк ҫыравҫӑн Ирина Кошкинӑн пӗрремӗш кӗнекине, «Уйӑх юлташне ҫӑлни» ятлӑскере,сӳтсе явнӑ.
Ирина – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн кӑларӑмсемшӗн яваплӑ редакторӗ. Паллах, ӗҫлекен ҫыннӑн пушӑ вӑхӑчӗ сахал. Ҫапах вӑл калавсем ҫырма ӗлкӗрет. «Шупашкартан Патӑрьеле кайнӑ чухне автобусра телефонри блокнота ҫырса пытӑм. Киле ҫитсен те телефонран хӑпмарӑп, малалла ҫыртӑм та ҫыртӑм», - тет ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Унӑн кӗнекинчи калавсем ырӑ туйӑмпа тулнӑ. Сӑнарсем хӑйсем йӑнӑш тунине ӑнланса тӳрӗ ҫул ҫине тӑраҫҫӗ. Ирина Кошкинӑн хайлавӗсем – ӳсекен ӑру валли.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Арҫури» поэмӑпа ҫыхӑннӑ документпа ӳнер куравӗ ӗҫлет. «Параллели: мифы и легенды в поэзии» (чӑв. Параллель: Поэзири мифсемпе легендӑсем) ят панӑскере чӑваш литературин классикӗ, педагог тата этнограф, Михаил Фёдоров ҫуралнӑранпа 175 ҫул, унӑн «Арҫури» поэмине ҫырнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава уҫма ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ҫыннисем, журналистсем хутшӑннӑ.
Филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов Михаил Фёдоровӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вӑл чӑваш литературине епле витӗм кӳни ҫинчен асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн наци библиотекин «Варкӑш» клубӗнче ӗнер «Сухви сехмечӗсем» кӗнекене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, издательствӑра ӑна «Алран алла» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ярӑмпа унччен виҫӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӗсене пурне те Галина Антонова редактор пухса, редакцилесе хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Микиш Павӑлӗн, Петӗр Львовӑн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевӑн, Григорий Лучӑн пысӑках мар сатирӑллӑ хайлавӗсем, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсем — совет саманинче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем.
«Варкӑш» клуба пухӑннисене Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ятсене манӑҫа кӑларас мар тесе ҫӗнӗ кӗнекене кӗртнӗ. «Пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем ҫинчен аса илтерес килет», — тенӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |