Ҫак кунсенче Ӗпхӳре биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртрӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та пулчӗ.
Спортсменка тата унӑн упӑшки Вячеслав Татьяна темле пысӑк ҫитӗнӳ тӑвасса шанманнине пытармарӗҫ.
«Хальлӗхе темле вӑйлӑ кӑтарту пуласса шанмастӑп, ку вӑл пӗрремӗш старт. Старта тухсан вӑй илетӗн. Спорт – манӑн ӗҫӗм. Карьерӑна малалла тӑсасшӑн», — терӗ ентешӗмӗр «МАТЧ ТВ»
эфирӗнче.
Татьяна выртса пенӗ чух 5 мишене те лектерчӗ, тӑрса пенӗ чух пӗр мишень хупӑнмарӗ. Финишра ентешӗмӗр 29-мӗш пулчӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пенисонерсем паян хӗллехи спартакиадӑна пуҫтарӑннӑ. Спорт ӑмӑртӑвне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр йӗркеленӗ.
Ватӑсем виҫӗ командӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Вуншар ҫынтан тӑракан ушкӑн вӑр-варлӑхпа тата хаваслӑхпа палӑрнӑ. Вӗсене курма пынӑ пенсионерсем те хӑйсен тусӗсемшӗн чунтан пӑшӑрханнӑ, ҫӗнтерме ӑнӑҫу сунса хавхалантарнӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн структура подразделенийӗсем хулари Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 21А, Хусанкай урамӗнчи 29А тата Константин Иванов урамӗнчи 79/16 ҫуртсенче вырнаҫнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта хӗллехи спартакиада иртнӗ. Унта центрта тӑрӑшакансен виҫӗ команди хутшӑннӑ. Кашни командӑра — вуншар ҫын.
Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннисен хӑйсен хастарлӑхӗпе вӑр-варлӑхне кӑна мар, кирлӗ вӑхӑтра тавҫӑруллӑ пулма пӗлнине те, пӗр-пӗриншӗн кар тӑма пултарнине те кӑтартса пама тивнӗ. Кашни командӑнах пылак парнепе хавхалантарнӑ.
Спартакиадӑна хутшӑнакансене центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов саламланӑ.
Куславкка тӑрӑхӗнче пӑр шӑтарса пулӑ тытакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хутшӑннӑ.
Пулӑ тытма Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Мари Элти 96 пулӑҫ пухӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ӑмӑртӑвӑн тӗп парнине Мари Республикинчи Волжск хулинчи Сергей Горелик тата Елена Актанаева тивӗҫнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре, Мускав кӗперӗпе «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ хушшинче, Чӑваш Енӗн Пӑрлӑ кубокӗ иртӗ. Ӑна ахалех курма пулать. Ӑмӑрту 12 сехетре пуҫланӗ.
Унта лашасем тупӑшӗҫ. Куракансене хӗрӳ те манӑҫми ӑмӑрту кӗтет. Кунсӑр пуҫне артистсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Лапамра фудкорт ӗҫлӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрсем шашкӑлла выялссипе ӑмӑртнӑ. Турнира респуликӑри хӗрарӑмсен канашӗпе Спорт министерстви йӗркеленӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 парти выляма тивнӗ. Кашни патри 10 минут тӑсӑлнӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «шашкӑсен патша майрин кӑшӑлне икӗ пике тӑхӑннӑ». Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсен чысне хӳтӗленисенчен Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки Анастасия Павлова палӑрнӑ, тӗрлӗ пӗрлешӳ чысне хӳтӗлекенсенчен — Шупашкарти 1-мӗш клиникабольницинчи Марина Еремеева.
Йӗркелӳҫӗсем турнира хутшӑннӑ пур пикене те тав хучӗпе чысланӑ, илемлӗ чечекпе савӑнтарнӑ.
Вӑрмарсем паттӑр ентешне, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Владимир Сергеева асӑнса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пати ялӗн маттур ывӑлӗ – йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗ, Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ, аслӑ лейтенант.
«Вӑл такӑрлатса ӑсталӑхне туптанӑ йӗлтӗр йӗрне хӗл каҫипех Чупай шкулӗнче вӗренекенсем якатаҫҫӗ.
Пухӑннисем малтанах паттӑр ентешне халалланӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ», – пӗлтернӗ хыпарта.
Старта Вӑрмар округӗнчи йӗлтӗрҫӗсемпе пӗрлех Шупашкар, Канаш хулисенчен, Кӳкеҫ поселокӗнчен, Ҫӗрпӳ, Тӑвай тӑрӑхӗнчен килнӗ спортсменсем те тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче Хусанта Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи спортсменсен кикбоксинг енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта вӗсем «фулл-контакт» тата «К-1» дисциплинӑсенче тупӑшнӑ. Хусанта 680 ытла спортсмен чемпион ятне тивӗҫессишӗн кӗрешнӗ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем пилӗк медале ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Михаил Сачков (67 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Самад Дадашов (60 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тата Фёдор Портнов (86 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тухнӑ. Даниил Степанов (54 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тата Арина Педюсева таврӑннӑ (48 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») бронза медальпе таврӑннӑ.
Пирӗн ентеш, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, фристайлҫӑ, 23 ҫулти Лана Прусакова Раҫҫей Кубокӗнче пӗрремӗш тапхӑрта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра хӗрарӑмсен хушшинче финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Раҫҫей Кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ Чӗлепи облаҫӗнчи Миасс хулинче иртнӗ. Лана финалта 81,25 балл пухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑк шахматист Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ. Антон Кудряшовӑн ҫитӗнӗвӗ пирки республикӑн спорт министрӗ Василий Петров тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫамрӑк ентешӗмӗр Раҫҫейре кӑҫал иртнӗ ача-пӑча ӑмӑртӑвӗсенчен пӗринче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартма пултарнӑ.
«Н.И. Мухамедзянов мемориалӗ» ятпа иртнӗ кубока ҫӗршыври спортсемнсем Хусан хулинче пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри ача 13 ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ачасем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |