Никита Данилов Саранскра ишесси енӗпӗ иртнӗ чемпионатра тата первенствинче тӑватӑ медаль илнӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ.
Никита 200 метра ишсе ылтӑн медаль илнӗ, 400 метра ишсе – кӗмӗл. 100 тата 800 метра ирӗклӗ майпа ишсе вара вӑл икӗ пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Ытти спортсмен та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Александр Вотяков – пӗрремӗш, Михаил Пайков – иккӗмӗш, Денис Чебанин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енре велокросс енӗпӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту тата первенство иртнӗ. Пирӗн ентешсем унта тӗрлӗ 17 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Анна Карлова, Елена Парусова, Кирилл Баданин, Элина Семенова тата Полина Иванова ылтӑн медаль илнӗ. Даниил Карпов, Денис Яковлев, Софья Ростовщикова, Эльза Ильина, Иван Кузьмин тата Елизавета Кубонина кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине Алексей Анисимов, Анна Иванова, Дмитрий Салихов, Александра Пинегина, Денис Романов тата Кристина Никитина хӑпарнӑ.
Чӑваш Енри команди Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ентешсем 450 пин ҫын таран пурӑнакан ялсен командисемпе тупӑшса мала тухнӑ.
Палӑртмалла: ӑмӑртусем Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Суходол ялӗнче иртнӗ. Тупӑшсем ӗнер вӗҫленнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачета илес тӗк, пирӗн республика ытти регион хушшинче 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Семен Мареев Краснодар крайӗнче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫсей первенствинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва 500 ытла атлет пухӑннӑ.
Семен 109 килограмм таран таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл икӗ енлӗ кӗрешӳре, штангӑна тертсе тата йӑтса малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Грегори РМ лаша каллех ҫитӗнӳсем тунӑ. Вӑл «Супер-Дерби» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Лаша Раменскри ипподромра 2400 метра чупса рекорд лартнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗ – 3.00,4 минут. Йӗвене опытлӑ маҫтӑр Вадим Кулыгин тытса пынӑ.
Палӑртмалла: Грегори РМ Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ лаша савутӗнче ҫуралнӑ. Ӑна 2021 ҫулта аукционра чи пысӑк хакпа сутнӑ. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те «Дерби» ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.
Спорта юратакан мӑшӑр Лев Петров тата Алевтина Судеркина тӗнче шайӗнчи - 2, Раҫҫей шайӗнчи 13 ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Вӗсем иккӗшӗ 37 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Нумаях пулмасть вӗсем Адлерта ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокне хутшӑннӑ. Алевтина 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен хушшинче сӑнӑ ывӑтса ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне 5 пин метра хӑвӑрт утса пӑхӑр медаль илнӗ. Лев 65 ҫултан аслӑраххисемпе тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри маттур пике Анастасия Лоренц Бишкекра пауэрлифтинг енпе иртнӗ Ази чемпионатӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл 57 килограмчченхи виҫере ӑмӑртакансем хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Выртса Анастасия 150 кг виҫене ҫӗкленӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Анастасийана тата унан тренерне Вячеслав Кострюкова ҫӗнтерӳпе саламланӑ.
Чӑваш спорчӗн ҫӑлтӑрӗ Анна Кулинич-СорокинаПарижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Вӑл сӑнна 38,1 метра ывӑтма пултарнӑ.
Анна Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Элӗк районӗнчи Тури Таташ ялӗнчен. Хӗрача 12 ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ япӑх куракансен тата начар илтекенсен Шупашкарти спорт шкулне вӗренме янӑ. Унта вӑл спорта юратса пӑрахнӑ.
Халӗ Анна 32 ҫулта. Вӑл — Лондонри Паралимпиадӑри кӗмӗл призерӗ тата тӗнче чемпионки, Токиора 200 метра чупассипе бронза медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе вӗсемывӑлпа хӗр ӳстереҫҫӗ.
Чӑваш Енри спорт ветеранӗсем пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Вӗсем дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Тюмень хулинче иртнӗ. Унта 300 ытла дзюдоист хутшӑннӑ. Рустам Шогенов Чӑваш Ен чысне хӳтӗлесе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн тепӗр ентеш Андрей Сушков пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Беларуҫри Могилев хулинче спорт гимнастики енӗпе уҫӑ Кубок иртет. Пирӗн ентеш, 16 ҫулти Екатерина Андреева, унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Вӑл нумай енлӗ кӗрешӳре 59,999 балл пухса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Екатерина ӑсталӑхне Олимп резервӗсен 6-мӗш спорт шкулӗнче Василий тата Маргарита Ивановсем патӗнче туптать. Катя - Раҫҫей спорт мастерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |