Пирӗн ентешсем, «Аквайспорт-Чӑваш Ен» хӗллехи ишев федерацийӗн спортсменӗсем, Санкт-Петербургра иртнӗ Пысӑк Нева Кубокра лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем тӗрлӗ дистанцире 9 медаль ҫӗнсе илнӗ!
Михаил Андронов 2 ылтӑн тата 3 кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ирина Брынцева 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Радмила Биаметова вара 1 кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Атӑл ҫинче хӗлле пулӑ тытма юратакансен чемпионачӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 32 ҫын пухӑннӑ.
Уланкӑ, шӑла тата ҫӑрттан тытнине шута илнӗ. Икӗ кунра пӗтӗмпе 140 килограмм пулӑ тытнӑ. Анчах чылай пайне пулӑҫсем киле илсе кайман, тараса ҫинче виҫнӗ хыҫҫӑн каялла шыва янӑ.
Пӗрремӗш вырӑна «Белуга» команда йышӑннӑ, иккӗмӗшне – «ЛИС», виҫҫӗмӗшне – «АКА-21». Харпӑр зачетра малти вырӑнсене Спартак Чумаков /Шупашкар/, Андрей Костерин /Йошкар-Ола/, Павел Разин /Шупашкар/ йышӑннӑ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче СССР спорт мастерӗн Артур Аветисяна халалласа каратэ енӗпе анлӑ турнир иртнӗ. Унта Раҫҫейри 42 регионти 2200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри спортсменсем те вӑй виҫнӗ. Ку кӑна мар, лайӑх кӑтартусемпе те палӑрнӑ. Владимир Шурманов, Георгий Яковлев тата Кирилл Исайкин хӑйсен ӳсӗмӗнчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Белов тата Руслан Самарин кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Анна Яковлева пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ксения Никитина 18-20 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ.
Чӑваш Ен спортсменки Татьяна Александрова хӗллехи ишев енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тупӑшу Калининград облаҫӗнчи Славск хулинче иртнӗ. Татьяна 25,50, 100 тата 200 метра ирӗклӗ майпа ишсе финиша чи малтан ҫитнӗ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 40 хулари, Латвири тата Беларуҫри 150 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Спортсменсем уҫӑ бассейнра 5 градус ӑшӑ шывра ишнӗ.
Чӑваш Енри спортсменка Дарья Сергеева хӑвӑрт утассипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Вӑл 23 ҫула ҫитмен юниорсемпе тупӑшса 20 ҫухрӑма чи малтан парӑнтарнӑ. Дистанцие 1 сехет те 34 минут та 34,6 ҫеккунтра утса тухнӑ.
ЧР спорт министрӗ Василий Петров спортсменкӑна тата унӑн преподавателӗсене Наталия Кокшинӑна, Дмитрий Лисканюка саламланӑ.
Палӑртса хӑварар: ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑна Чӗлепи облаҫӗнчи Екатерина Ярмульник йышаннӑ, виҫҫӗмӗшне – Удмуртири Юлия Булычева.
Нарӑс уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Республикӑри ял спорчӗн вӑййисем иртӗҫ. Ӑмӑртусем Красноармейски тата Ҫӗрпӳ округӗсенче пулӗҫ.
Унта хутшӑнакансем йӗлтӗрпе чупса, пневматика винтовкинчен персе, шахматла, шашкӑлла выляса тата ыьти ӑмӑртура тупӑшӗҫ. Механизаторсен виҫӗ енлӗ кӗрешӗвӗ те пулӗ.
Чи лайӑх команда Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисене хутшӑнӗ. Вӑл Барнаулта пуш уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче иртӗ.
Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Яна Осипова Владимир облаҫӗнчен пӑхӑр медаль илнӗ. Унта бокс енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ.
Яна 48 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче 17-18 ҫулсенчи спортсменсемпе вӑй виҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Янӑн тренерӗ – Андрей Семенов.
Ирӗклӗ майпа кӗрешекен Кирилл Казаков хӑлха илтменнисен Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тупӑшу Орел хулинче иртнӗ. Кирилл 79 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл 21 ҫул тултарманнисен йышӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Маттур спортсмена ЧР спорт министрӗ Василий Петров телеграм-каналӗнче саламланӑ.
Палӑртса хӑварар: Кирилл Олимп резервӗсен В.Н.Кочков ячӗллӗ спорт шкулӗнче Евгений Думчев тата Александр Ефимов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Беларуҫри Минск хулинче ветерансен хушшинчӗ ҫӑмӑл атлетика енӗпе уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнчи Надежда Лаврентьева мала тухни пирки пӗлтернӗччӗ.
Пирӗн тепӗр ентеш те унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семенов 3 ҫухрӑма 16 минут та 22,60 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ку 70-74 ҫулсенчи спортсменсен зушшинчӗ – тӗнчери ҫӗнӗ рекорд.
Нимӗнле ӳсӗм те ҫынна спортра ҫитӗнӳсем тума чӑрмантармасть. Ҫакна Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан Надежда Лаврентьева ӗнентерсе парать.
Вӑл Беларуҫре ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫп чемпионатра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ку кӑна мар, вӑл 3 ҫухрӑма утса харпӑр рекордне те ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |