Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ пурне те «Чун киленӗҫӗшӗн тӗрлетпӗр» курава чӗнет. Ӑна ятарласа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫнӑ.

Экспозицие хатӗрленӗ ҫӗре «Ал ӑстисем» кружока ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен чи лайӑх ӗҫӗсем куравра вырӑн тупнӑ: чӑваш тӗррипе хатӗрленӗ япаласем те, хӗресле тӗрленисем те. Пӗтемпе — 80 экземпляр ытла.

Кураври япаласене ӗлӗкхи евӗр хатӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем хӑйсен туйӑмӗсене тӗрре куҫарнӑ.

Хӑшӗ-пӗри хӑйсен тӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрне музея парнеленӗ. Вӗсен йышӗнче район пульницинче ӗҫлекен Роза Семенова пур. Людмила Андреевӑн ӗҫӗсем — алшӑлли, сӗтел ҫитти, тутӑр — пӗрремӗш хут курава хутшӑннӑ.

Курав ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Сӑнсем (6)

 

Чӑвашлӑх

Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейне хӗрарӑм ҫыравҫӑсем пухӑннӑ. Кунта яланхи пекех вӗсем ҫуркуннене халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.

Светлана Гордеева поэт ҫуркунне хавхалану кӳнине, туйӑмсене вӑратнине палӑртнӑ. Уяв каҫне Раиса Сарпи хӗрарӑма халалланӑ гимна вуласа уҫнӑ. Ытти поэтсем те — Альбина Юрату, Лидия Сарине, Валентина Маслова, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан — ҫуркуннене, хӗрарӑмсене, юратӑва халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.

«Тарават» ансамбль вара хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ирина Понаморева темиҫе юра юрланӑ. Ҫав шутра Альбина Юрату сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем те пулнӑ.

Ҫав кун «Чечекӗсем — хӗрарӑмсене» курав уҫӑлнӑ. Хӗрарӑм ҫыравҫӑсене Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ятӗнчен Андрей Кузнецов, Алексей Московский, Андрей Думилин чӗрӗ тюльпансем парнеленӗ.

 

Чӑвашлӑх

Нумай пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев делегаципе Крым Республикинче ӗҫпе пулнӑ. Михаил Васильевич ӗҫлӗ ҫулҫӳревре Крымри йӑхташӑмӑрсемпе тӗл пулма май тупнӑ.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев делегаци йышӗнче пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Крымри йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.

Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн чӑваш наципе культура автономине туса хурас ыйту татах ҫивӗчленнӗ. Севастопольте вӑл пур-ха, анчах Крымра чӑваш автономийӗсене пӗрлештерекен организаци ҫук.

Калаҫу чӑваш наципе культура автонмине кӑҫал йӗркелесси пирки пулнӑ. Унта Валерий Клементьев та хутшӑннӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхешӗн питӗ тунсӑхланине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/304.html
 

Чӑвашлӑх Ачасем — мини-музейра
Ачасем — мини-музейра

Ача пахчисенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йали-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр?

Ҫӗрпӳ хулинчи «Хӗвеллӗ хула» (шел те, учреждени ячӗсене вырӑсла параҫҫӗ халӗ — «Солнечный город») ача пахчинчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑнри шӑпӑрлансем «Асамат кӗперӗ» мини-музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ.

Музей ертӳҫисем ачасене питӗ хӗпӗртесе, ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ.

Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, Ҫӗрпӳри мини-музейра, шӑпӑрлансем йӑлтах тытса пӑхнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тутарстанри Рункӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Пӑва районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Ку ларӑва чӑваш литература классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чи малтанах учительсем ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н. Сайкина ирттернӗ уҫӑ урокра пулнӑ. 8-мӗш класра вӗренекенсем «Константин Ивановпа Габдулла Тукай пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи пӗрпеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсем» темӑпа иртнӗ урока тӗплӗн хатӗрленнӗ-мӗн: поэтсем ҫинчен хӑтлавсем хатӗрленӗ, кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр вӗреннӗ. «Уҫӑ урока ирттернӗ чух учителӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ палӑрчӗ», — тесе ӗнентерет «Сувар» хаҫат.

«Туслӑ икӗ халӑхӑн пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ чаплӑ поэчӗсен шӑписем пӗрешкелех пулнӑ: сахал вӗреннӗ, вырӑс поэчӗсен хайлавӗсене куҫарнӑ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, революцие хутшӑннӑ, халӑхӑн асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ, авланман, пӗр чирпех чирленӗ, ҫамрӑкла вилнӗ, каярахпа иккӗшӗ те халӑх хисепне, юратӑвне тивӗҫнӗ...», — хыпарлать хаҫат.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/302.html
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев Чӑваш Ен Элтеперӗ ертсе пынӑ йышпа Крыма кайса килни пирки аса илтернӗ май ЧНК сайчӗ ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Крым Республикинчи йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашасси тесе палӑртать. Раҫҫейпе ҫӗнӗрен пӗрлешнӗренпе унта чӑваш наципе культура автономине туса хурасси тата та ҫивӗчленнӗ имӗш. Севастополь хулинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем автономи пӗрлешӗвӗ туса хунӑ-ха, анчах та Крым Республикинче пур чӑваш автономийӗсене пӗрлештерсе тӑракан организаци ҫук. Симферопольте Валерий Клементьев Крымра пурӑнакан пирӗн ентешсемпе тӗл пулнӑ.

Калаҫу ҫак ҫул унта чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелесе ярасси пирки пынӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхесӗр, тӑван культурӑсӑр тунсӑхланине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/304.html
 

Чӑвашлӑх

Мускаври «Нагаткино» культура ҫуртӗнче Мускаври «Атӑл» чӑваш хорӗн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

Халӑх коллективне Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков саламланӑ. Вӑл «Атӑл» хор Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ ирттерекен нихӑш мероприятирен те юлманнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пултарулӑх ушкӑнне тав тунӑ, малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Леонид Волков хор ертӳҫине Галина Никитинӑна та тав сӑмахӗ каланӑ, юбилей ячӗпе саламланӑ. Вӑл Галина Никитинӑна патшалӑх наградине илме тӑратмашкӑн сӗннине халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырланӑ.

«Атӑл» хора Пушкӑртстан халӑхӗн ентешлӗхӗ юрӑпа саламланӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑн тӗлӗшпе Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫи Лира Смирнова та ырӑ сӑмах каланӑ.

Хора саламласа Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, 2-мӗш музыка шкулӗнче вӗреннӗ Сергей Давыдов юрӑ шӑрантарнӑ. Вӑл малтан ҫар оркестрне ертсе пынӑ, «Атӑл» хорта та юранӑ.

Пултарулӑх каҫӗ вӗҫӗнче «Атӑл» хор пухӑннисене икерчӗпе хӑналанӑ.

Сӑнсем (79)

 

Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан Любовь Петрушкина чӑвашсен тумне хӑй хатӗрлет: хушпу, тухья, масмак… Вӑл вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи, ҫав вӑхӑтрах вокал кружокне ертсе пырать.

Любовь Петрушкина алӗҫӗпе ӗмӗрӗпех кӑсӑкланнӑ. Малтан чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли тумне вӑл пӗлӗшӗсем ыйтнипе тунӑ. Темиҫе ҫул каялла вара ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вокал ансамблӗн сцена ҫине тухмалла, ӑна валли вара тумсем кирлӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Любовь Петрушкинӑн пултарулӑхӗ кирлӗ пулнӑ та.

Вӑл хатӗрленӗ хушпупа масмаксене ытти ансамбльсем те асӑханӑ. Анчах Любовь Пантелеевна чун киленӗҫне услама ҫавӑрасшӑн мар-ха. Паллах, алӗҫ япали хаклӑ. Анчах вӑл хӑйсем валли ҫеҫ хатӗрлет. Хушпӑва вӑл сутлӑх тумасть. Чӑваш эстрада артисчӗсем килсен ҫеҫ унӑн ӗҫне куҫ хываҫҫӗ те илсе каяҫҫӗ, кӑштах укҫа парса хӑвараҫҫӗ.

Ялта хӗрарӑмсем «Кил ӑшши» кружока эрнере икӗ хут пухӑнаҫҫӗ. Кашниех унта алӗҫӗпе аппаланать.

 

Чӑвашлӑх

Ҫак кунсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче пӗлтерӗшлӗ уяв пулнӑ. Унта «Стружские вечера поэзии» фестивалӗн (Македони) пӗтӗм тӗнчери «Золотой венец» премин паллине вулавӑша панӑ. Ӑна Геннадий Айхи 1993 ҫулта тивӗҫнӗ пулнӑ.

Паллӑна вулавӑша Олег Улангин ӳнерҫӗ урлӑ поэтӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ Галина Борисовна Куборская-Айхи хушнипе панӑ. Сумлӑ ҫак мероприятие Айхин ҫывӑх юлташӗсем, тӑванӗсем пухӑннӑ, сӑвӑсем вуланӑ, поэта аса илнӗ, ҫӗнӗ проектсен хӑтлавӗсемпе паллаштарнӑ.

Айхин йӑмӑкӗ Ева Лисина нумай пулмасть Европа куҫаруҫисем «чӑвашла» Айхипе кӑсӑкланма тытӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Швецири Микаэль Нюдаль 2014 ҫулта Айхин чӑвашла сӑввисене куҫарса кӗнеке кӑларнӑ. Чӑвашла оригинала кӗртнӗ кӗнекере акӑлчанла, шведла, норвеги чӗлхипе куҫарнисем те пур.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ, куҫаруҫӑ тата поэт Иосиф Дмитриев Айхи чӑваш культуришӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӑл чӑваш литературине тӗнче шайне кӑларнине палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш халӑх юмахӗсен пуххи вырӑсла тухнӑ.

Ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ кӗнекене халӑх пултарулӑхӗн ӗмӗрсем витӗр тухнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм виҫӗ пайран тӑрать: чӗрчунсем пирки ҫырнӑ юмахсем, килти йӑла юмахӗсем, асамлӑ юмахсем.

Чӗрчунсем пирки ҫырнисенче тарӑн шухӑш пытаннӑ. «Лиса-плясунья», «Сармантей», «Как Собака подружилась с человеком», «Разборчивая невеста» юмахсене вуласан кашниех хӑйӗн валли пӗтӗмлетӳ тума пултарать.

Килти йӑла юмахӗсенче ҫыннӑн айванлӑхне, хыткукарлӑхне, наянлӑхне уҫса кӑтартнӑ. Унти тӗп сӑнар — ахаль ҫын. Ку пая «Барин и Черт», «Смышленый Иван», «Мудрая девочка», «Как ловили луну», «Гордей и Артемий», «Что сильнее всего на свете?» тата ытти юмахсем кӗнӗ.

Асамлӑ юмахсем те хӑйне евӗр кӑсӑклӑ. Вӗсенче — халӑх философийӗ, поэзийӗ. Кӗнекене пӗтӗмпе 41 юмах кӗнӗ. Кӑларӑма Г.А.Матвеева хатӗрленӗ, юмахсене С.И.Шуртаков, С.Г.Григорьев куҫарнӑ. Ӳнерҫи — В.Г.Бритвин. Кӗнеке 2000 экземплярпа тухнӑ.

Кӗнекене «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗ 320 тенкӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, [106], 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, ...128
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем