Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Станислав Говорухин Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар. Вӑл пирӗн пата Шупашкара килнӗччӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри журналистка режиссер ӑна интервью илнӗ чухне савӑшма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Кун пирки сайтра ҫырнӑччӗ.

Шел те, Совет Союзӗн, Раҫҫей режиссерӗ, сценарист тата актер, «Место встречи изменить нельзя», «Десять негритят» сериалсене кун ҫути парнеленӗ Станислав Говорухин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ.

Ӗнер ирхине МИХсем вӑл комӑна кӗрсе ӳкни пирки ҫырнӑ. Анчах ку хыпара, комӑна кӗрсе ӳкнине, режиссерӑн ӗҫтешӗсем, унӑн мӑшӑрӗ ҫирӗплетмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50450
 

Персона

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Иван Петухов «Пятница» телеканалпа кӑтартакан «Орел и Решка» кӑларӑма ертсе пырасшӑн, ҫавна май вӑл ертӳҫӗсен конкурсне хутшӑнать.

Кӑларӑма лекме пӗрре те ҫӑмӑл мар. Ҫапах 22 ҫулти Ваня конкурса хутшӑнакан 800 ҫын йышне лекнӗ.

Палӑртса хӑварар: «Орел и Решка» - ҫулҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм.

Чӑваш Ен каччине кӑларӑма лекме эсир те пулӑшаятӑр. Уншӑн сасӑламашкӑн май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курса хӑвӑрӑн сасса уншӑн пама пултаратӑр: https://www.youtube.com/watch?v=IPTfUmNV-8U. Видео айне «лайк» пусмалла.

 

Персона
Ольга Нестерова
Ольга Нестерова

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗн ятне панӑ. ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна патшалӑх наградине парасси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин хушу алӑ пуснӑ.

Ольга Нестерова – ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ, Чулхулари М.И.Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторине пӗтернӗ, Мускаври П.Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче стажировка тухнӑ. Ольга Сетнеровна Чӑваш патшалӑх оперӑпра балет театрӗнче 1987 ҫултанпа вӑй хурать. 2004 ҫултанпа – симфони оркестрӗн дирижерӗ, 2008 ҫултанпа – театрӑн ӳнер ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ, пӗлтӗртенпе – тӗп дирижер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50261
 

Персона

Паян чӑваш эстрадин мэтрӗ Иван Иванович Христофоров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пултаруллӑ юрӑҫ сцена ҫинчен те анманччӗ-ха, концертсенче юрлатчӗ. Шел, инсульт (малтанлàха пèлтернè тàрàх) унӑн пурнӑҫне тӑрук татнӑ.

Иван Иванович кӑҫал пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1935 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Иван Христофоров Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» ансамбльте ӗҫленӗ, Чӑваш радиопа телекуравӗн хорӗнче юрланӑ. Унӑн репертуарӗнче – 350 ытла чӑваш тата вырӑс юррисем. Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсене те шӑрантарнӑ, баян, гитара, тӑмра каланӑ.

Иван Христофоров – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ. Вӑл икӗ хӗрпе пӗр ывӑла ура ҫине тӑратнӑ.

Иван Ивановичпа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура кермӗнче 11 сехетре сывпуллашӗҫ.

 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан Ксения Глунцова каллех «Давай поженимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӳкерӳ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл хӑҫан эфира тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Ксения унта улттӑмӑш ҫул ӗнтӗ хутшӑнать.

Хальхинче Ксения виҫӗ хӗртен пӗри пулнӑ. Шел те, Феодосирен килнӗ каччӑ ӑна мар, Мускавра пурӑнакан ачаллӑ хӗрарӑма суйланӑ. «Эпӗ пӑшӑрханмастӑп. Хамӑн шӑпана тӗл пуласса ӗненетӗп», - тет Ксения Глунцова.

Ксюша каланӑ тӑрӑх, кӑларӑм ертӳҫи Лариса Гузеева ӑна ҫӗнӗ сӑмса парнелесшӗн. Ксюша вӑрӑм сӑмсаллӑ пулнӑшӑн пӑшӑрханать. «Халӗ эпӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухатӑп, анализсем паратӑп. Ҫурла уйӑхӗччен, «Давай поженимся» кӑларӑм юбилейӗ тӗлне, эпӗ питӗ хитре пуласса шанатӑп», - ҫапла каланӑ Ксюша.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49879
 

Персона
Елена Чернова. Сар.ru cӑнӗ.
Елена Чернова. Сар.ru cӑнӗ.

Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пушӑччӗ. Ун ҫине кам ларасси паян паллӑ пулчӗ. Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ хушу тӑрӑх, ку должноҫе Муркаш район администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Елена Чернова йышӑннӑ.

Палӑртса хӑвармалла, Елена Чернова 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче тата Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗн академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1991 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Муркашри ача-пӑча тӗп библиотекин методисчӗ, районӑн тӗп вулавӑшӗн аслӑ библиографӗ, методикӑпа библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ, районти библиотекӑсен тытӑмӗн директорӗ, район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн эксперт специалисчӗ...

 

Персона

Ӗнер Чӑваш Енен пӗрремӗш президенчӗ, РФ Федераци Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн юбилейне Алтай Республикинче кӗтсе илнӗ. Ӑна унта регион пуҫлӑхӗ Александр Бердников чӗннӗ.

Николай Васильевич Алтайра Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑннӑ: Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне чечексем хунӑ, Ҫӗнтерӳ парадне йышӑнӑ. Вӑл Федераци Канашӗн Председателӗн Валентина Матвиенкӑн саламне те илсе ҫитернӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче экс-президент Чӑваш Ен пирки те аса илнӗ. «Сирӗнпе ҫакӑн пек калаҫатӑп, мӗншӗн тесен нумай ӗмӗр каялла Алтайра чӑваш халӑхӗн историйӗ те пуҫланнӑ. Пирӗн несӗлсем пӗрле ҫапӑҫнӑ, ҫутҫанталӑка парӑнтарнӑ. Тавралӑха тепченӗ тата хӑйсен философине йӗркеленӗ», - тенӗ Николай Федоров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49677
 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти ветерана Ксения Редьковӑна ШӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Ксения Порфирьева пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ пулин те хӑйне чиперех туять, вӑй-халӗ те пур.

Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ветерана саламланӑ. Ксения Редькова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фельдшерта ӗҫленӗ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шалти ӗҫсен органӗнче вӑй хунӑ.

Ксения Редькова вӑрҫӑра «чӗлхе» тытма та кайнӑ. Ку савет салтакӗсене кӑна мар, тӑшмансене те тӗлӗнтернӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр Орденӗпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн», «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49636
 

Персона
Людмила Иванова
Людмила Иванова

Чӑваш журналистикин ветеранӗ Людмила Куприяновна Иванова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Людмила Иванова упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗпе кун кунланӑ. Вӑл ватӑскере пӑхнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пултаруллӑ пичет ӗҫченӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Нумаях пулмасть вӑл 80 ҫул тултарнӑ.

Людмила Куприяновна 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкултан вӗренсе тухсан машинопись курсӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл пурнӑҫне КПСС чӑваш обкомӗн издательствипе (халӗ «Чӑваш Ен» издательство) ҫыхӑнтарнӑ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра малтан ӗҫленӗ, кайран «Ҫамрӑк коммунист» тата «МолодежКа» («МК») хаҫатсене чылай ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан «Ҫилҫунатра» ӗҫленӗ.

Людмила Куприяновнӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

 

Персона
Иван Архипов. Сар.ru сӑнӗ
Иван Архипов. Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Енӗн культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумне Иван Архипова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин йышӑну кӑларнӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Иван Архипов министр ҫумӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра регионти туризм тытӑмне пӑхса-сӑнаса тӑрассине Культура министерствине панӑ. Ҫакна кура Иван Петрович республикӑра туризма аталантарас енӗпе вӑй хунӑ.

Каласа хӑвармалла, «Правда ПФО» журналисчӗ тӳре пуканне пушатнӑ Иван Архиповпа телефонпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайни ҫинчен каланӑ. Малашне вӑл ӑҫта тӑрӑшӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар, хӑй шарламан.

 

Страницӑсем: 1 ... 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, [122], 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, ...181
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть