Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ака уйӑхн 4-мӗшӗнче, 15 сехет те 40 минутра, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнар-Вӑрманкасси-Катӑш-Нурӑс» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ 21120» автомбилӗн 19 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Дэу Матиз» автомбильпе пырса ҫапӑннӑ. «Матиз» машинӑри 5 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне: 38 ҫулти хӗрарӑм-водителе, 11 ҫулти арҫын ача-пассажира тата 51 хӗрарӑм-пассажира — пульницӑна ӑсатнӑ. 18 ҫулти каччӑ-водитель урах пулнӑ. Анчах унӑн водитель прави пулман. Ун тӗлӗшпе административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 47 минутра Йӗпреҫ поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, инкекре ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн пурнӑҫӗ те "хӗрлӗ автана" пула татӑлнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра машина ҫунма пуҫланӑ. Хуҫи ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. "Хӗрлӗ автан" кузова та сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Ӗнер Чантӑрта та пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Элӗк районӗнче веранда ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru/maps сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын патӗнче палламан ҫын пропискӑра тӑни ҫиеле тухнӑ. Вӑл Молдавинчен иккен. Ҫав ҫын хӑйӗн патӗнче пропискӑра тӑнине кил хуҫи те, унӑн тӑванӗсем те пӗлмен иккен. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ. 2021 ҫул вӗҫӗнче пенсионеркӑн килне палламан ҫын ячӗпе ҫыру ҫитнӗ. Ҫакӑ ватта хытах тӗлӗнтернӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫуртӗнче Молдавинчи арҫын 10 ҫул ытла пропискӑра тӑни палӑрнӑ. Пенсионерка ӗнентернӗ тӑрӑх, ют ҫынна пропискӑна тӑратма вӑл никама та ирӗк паман. Ют ҫынна пропискӑна епле тӑне йӗрке хуралҫисем тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски районӗнче, А-151 ҫул, 79 ҫулти ватӑ ҫын машинӑпа инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. «АвтоВАЗ» заводра туса кӑларнӑ «тӑваттӑмӗш» рулӗ умне тытса пыракан водитель ҫул ҫине тухнӑ чухне унпа пыракан машинӑна ирттерсе яман иккен. Ҫавна май вӑл «Датсун» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре 4 ҫын шар курнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра ларса пынӑ 4 ҫулти хӗрача тата 50 ҫулти хӗрарӑм, «Жигулири» водительпе унӑн 14 ҫулхи пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Атӑлта рак тытнӑ. Ӑна Чӑваш Енри транспорт полицийӗ тытса чарнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын Атӑлта пӑр шӑтарса унта 50 метр сарлакӑш тетӗл янӑ. Пулӑҫ аллине ҫапла майпа 15 рак тата темиҫе пулӑ ҫакланса ӗлкӗрнӗ. Транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рака кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсене ҫав арҫын 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Урмаелти ҫурт Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Комсомольски районӗнчи Урмаелте пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, никам та вилмен. Анчах кил хуҫисем шар курнӑ, ӳт-пӗвне ҫулӑмпа пӗҫертсе янӑ. Пушарта суранланнӑ арӑмӗпе упӑшки – 1969 тата 1973 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пушӑн 26-мӗшӗнче Улатӑрта пилӗк хутлӑ ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Пушар ирхи 5 сехетре тухнӑ. Унта 82 ҫулти кил хуҫи аманнӑ. Ӑна тухтӑрсем медпулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 13 сехет ҫурӑра «Энӗш» автоҫулӑн 92-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ районӗнче, авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель вилнӗ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ҫитичченех куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Арҫын Тюмень облаҫӗнчен пулнӑ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗ патӗнче хӑйӑр турттаракан машина кювета чӑмнӑ. Водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи стройкӑсенчен пӗринче кран хыпса илнӗ. Вут-ҫулӑм тухнӑ вӑхӑтра кран кабининче машинист пулман. Пушарпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ. Ҫулӑма вӗсем шыв сапса сӳнтернӗ. Пушар тухнӑ вырӑн – хулари Радужный микрорайонти 6-мӗш ҫурт тӗлӗнчи лапам. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |