Пӑтӑрмахсем
![]() portretist.moy.su сӑнӳкерчӗкӗ Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ. Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре иртнӗ талӑкра икӗ пушар пулнӑ. Вӗсенче икӗ ҫын аманнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Гарин-Михайловский урамӗнче мунча ҫуннӑ. Кил хуҫин 65 ҫулти мӑшӑрӗ тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пашар мунчари кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗнче пушар ҫурта тӗп тунӑ. 62 ҫулти кил хуҫине ҫӑлавҫӑсем урама илсе тухнӑ. Арҫыннӑн пичӗ тата ҫӳлти сывлав органӗсем пиҫсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Иртсе кайнӑ кунсенче, пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче, Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче ӳсӗр 70 водителе тытса чарнӑ. Ӗҫме арҫынсем ҫеҫ мар, хӗрарӑмсем те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме статистика хистет. Ара, ӳсӗр 70 водительтен 6-шӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Ӳсӗрпе тепӗр хутчен ҫакланнисем те пур. Ун пеккисем — улттӑн. Водитель прави ҫуккисем те руль умне ларса тухаҫҫӗ иккен. Канмалли кунсенче ун пеккисем 33-ӗн ҫакланнӑ. Иртсе кайнӑ кунсенче ҫул-йӗр правилине тӗрлӗ майпа пӑснӑ 1668 тӗслӗхе шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 30 ҫулти арҫынна тусне пулӑшнӑшӑн явап тыттарнӑ. Тӗрӗссипе, ырӑ туман-ха вӑл ӑна. Преступление пытарма пулӑшнӑ. 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче посёлокри общежитисенчен пӗринче хайхи этем хӑйӗн пӗлӗшӗ ҫынна йывӑр сиен кӳнине курнӑ. Ҫавна пула лешӗ вилсе кайнӑ. Темиҫе кунтан пӗлӗшӗпе вӑл инкек вырӑнне таврӑннӑ. Лешӗ пӑтӑрмаха пытарас тесе ҫынна вакласа миххе чикнине пӑхса, ӑна ҫывӑхри ҫырмана кайса пенине пӗлсе тӑнӑ. Преступлени тунине пытарнӑшӑн 30 ҫулти арҫынна пуҫиле майпа айӑпласа 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ Юрий Шакеев пӗлтернӗ. Арҫын виллине 15 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. Вӑл Гузовский урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Мӗн пулнӑ-ха? Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forumsamogon.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ районти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисен аллине эрех сутнӑран ҫакланнӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин Куславкка районӗнчи пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Энтри Пасар ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм спирт шӗвекӗ сутнине тупса палӑртнӑ. Муркаш районӗнче те ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. Унти Шетмӗпуҫ ялӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм эрех сутни ҫиеле тухнӑ. Саккуна пӑсса эрех сутакансене явап тыттарӗҫ. Ҫынсене вара алӑран туянма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен суррогатпа наркӑмӑшланса вилме те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсене ӗнерхипе виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ мина хунӑ тесе хӑратаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулари 80 ача пахчине тата 8 шкула ҫавӑн пек хыпарланӑ. Ун пирки спам-ҫырупа пӗлтернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырусене учрежденисен электрон почтипе ярса панӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ачасене тата вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене ҫийӗнчех эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() mychu.ru сайтри сӑн Республикӑра тата тепӗр ҫын ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ пӑртан шар курнӑ. Хальхинче пӑтӑрмах Канаш хулинче пулнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Канашра урамра утса пынӑ чухне 1990 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ҫине ҫурт тӑрринчен пӑр катӑкӗ йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫав ҫурта хӑш компани пахса тӑнине, юртан, пӑртан мӗншӗн тасатманнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти Анисимов урамӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫине пӑр катӑкӗ йӑтӑнса анни пирки хыпарланӑччӗ. Вал пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Юрать, темех пулман, ҫав кунах киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре, пӗр ҫамрӑк хупӑ павильона кӗме пӑхнӑ. Унта вӑл ӑшӑнас тенӗ-мӗн. Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем патне пӗри Мускав проспектӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ тӗлнче такам тем ватать тесе хыпарланӑ. Ҫав вӑхӑтра унтан ҫул-йӗр инспекторӗсен уйрӑм батальонӗн нарячӗ иртсе пынӑ. Вӗсем чарӑнӑва пырса тӗрӗслеме шут тытнӑ. Унта пӗр каччӑ пулнӑ. Пакунлисене курсан вӑл вырӑнтан тапса сикме пӑхнӑ. Анчах тарса инҫе каяйман. Вӑл Канашра пурӑнакан 23 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Ӳсӗрскер йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл шӑнса хытнӑ та чарӑнури пӗчӗк лавккана кӗрсе ӑшӑнас тенӗ. Йӗрке хуралҫисем ӑна хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Урӑлса илсен каччӑ каҫхине хӑй мӗн хӑтланнине та аса илеймен. Пуҫтахланиччен вӑл юлташӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kuban.mk.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне асӑрханмасӑр сиенлетсе ӑна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 21 сехетре ҫак ӳсӗр хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан 61 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл реанимацире 12 кун пурнӑҫпа вилӗм хушшинче выртнӑ. Шел те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне вӑл решетке хыҫӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |