Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @umvd.cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан икӗ ачаллӑ хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Инкек 11 сехет те 30 минут тӗлӗнче Ленин проспектӗнчи 22-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ. Унта светофор ҫук. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Kia Rio» ҫул урлӑ каҫакансене курман имӗш. Икӗ хӗрачапа хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫса кайма автобус чарӑнса ларнӑ, ҫӑмӑл машина вара чарӑнман. Суранланнӑ хӗрарӑмпа икӗ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следовательсем тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче арҫын хулара пӗлӗшне тӗл пулнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те арҫыннӑн хваттерне кайнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Арҫын хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та чикнӗ. Хӑна ҫавӑнтах вилнӗ. Тытса чарсан ҫак арҫын следовательсене акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: вӑл вӗлермен-мӗн, ҫывӑрнӑ чухне вилене ун патне такам килсе пӑрахнӑ. Анчах следстви вӑхӑтӗнче йӑлтах уҫӑмланнӑ, арҫын мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @umvd.cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ Иртсе кайнӑ талӑкра Шупашкар хулинчи виҫӗ ватӑ ултавҫӑсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. «Кӗмӗле» кинемейсем хӑйсен аллипех кӑларса тыттарнӑ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари ватӑсем хӑйсен тӑванӗсене «ҫӑлас» тесе пурӗ ҫур миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ. 66 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи виҫӗ хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем машинӑпа инкеке лекнине ӗнентернӗ. Пенсионерсен укҫа пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсене пуҫиле майпа явап тыттарас темесен укҫа тӳлемелле тесе каланӑ. «Кӗмӗле» курьера парса яма хушнӑ. Карчӑксем 100 пинрен пуҫласа 260 пин тенкӗ таран тыттарса янӑ. Палламан ҫынсене ӗнениччен ватӑсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравласа та пӑхман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар пулнӑ. Ӗнер 13 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Юртукассинче ҫулӑм алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. 55 ҫулти кил хуҫи, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар арҫын пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 81 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Вӑл лаҫра вут чӗртнӗ. Асӑрханманнипе ун ҫинчи тумтирӗ хыпса илнӗ. Шел, ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 1519 пушар пулнӑ. вӗсенчен 81 ҫын вилнӗ, 72-ӗн суранланннӑ. 147 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ. Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑма вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 21 сехетре вӑл тепӗр хӗрарӑмпа пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл унта 56 ҫулти хӗрарӑма ухватпа тата чапельникпа ҫапнӑ. Лешӗ вилнӗ. 56-рискере тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, раштавӑн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра Шупашкарта «Радужный» микрорайонта 16 хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 40 ҫулти пек курӑннӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисем ҫитнӗ. «Хӗрарӑм вилли 2 сехет выртрӗ. Иртен-ҫӳрен умӗнчех. Пӗри машина багажникӗнчен плед кӑларчӗ те хӗрарӑма витме пачӗ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. 18 сехет тӗлнелле ҫав хӗрарӑмӑн тӑванӗ ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм ҫак 16 хутлӑ ҫуртра пурӑннӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() media56.ru сайтри сӑн Арҫын хӗрарӑм вилмеллех хӗненӗ, кайран ӑна сӑн ӳкернӗ те ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Ку тискер ӗҫ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Хӗрлӗ Чутайра ӳсӗр арҫын пӗлӗш хӗрарӑма тискеррӗн хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пичӗ палламалла мар пулнӑ: ӑна питӗ хытӑ хӗненӗ. Арҫын кунпа кӑна ҫырлахман, вилнӗ хӗрарӑма сӑн ӳкернӗ те халӑх тетелӗнчи страницӑна кӑларса хунӑ. Ку сӑнӳкерчӗке курсан ывӑлӗ амӑшне палласа илнӗ. Етӗрне районӗн сучӗ 39 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын ҫакӑ ытлашши ҫирӗп приговор тесе аппеляци панӑ. Анчах ЧР Аслӑ сучӗ приговора ҫавӑн пекех хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян ирхи 5-6 сехетре Шупашкарти пӗр картишре нумай хутлӑ ҫурт умӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку Эгер бульварӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу тата полици чӗннӗ. Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() bryansk.bezformata.com сайтри сӑн Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |