Пӑтӑрмахсем
![]() fotobus.msk.ru сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курнӑ Ҫӗмӗрлери прокуратура транспорт хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче тата районӗнче пассажирсене турттаракан усламҫӑсенчен пӗрин — 8 автомобиль. Автобуссен 5 водителӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман. Апла пулсан вӗсен сывлӑхӗ епли паллӑ мар. Пассажирсен ун пек водитель руле тытса пыракан маршруткӑна ларса ҫула тухма хӑрушӑ. Усламҫӑ хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен водительсем унччен судпа айӑпланнипе айӑпланманнине те пӗлмест — вӑл вӗсенчен ун пек справка ыйтман. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Усламҫӑна административлӑ майпа явап тыттарса 32 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() zabrab75.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Улатӑр районӗнче арҫын арӑмне урӑххи ҫумне кӗвӗҫнипе ҫынна вӗлернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Елчӗкре пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 44-ри пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер арӑмне ун ҫумне кӗвӗҫнипе вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Вӑл пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чикнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ, халӗ ӑна хупса усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ Никита Тӗнчесен велосипедне вӑрланӑ. Кун пирки кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Никита Ютубра пӗлтернӗ. Икӗ урапаллӑ транспортпа Настя Тӗнче ӗҫе кайнӑ. Ӑна вӑл тимӗр решеткеллӗ картана питӗрсе хунӑ. Кайран пӑхать те — велосипед вырӑнта ҫук. Хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех вырӑна пырса ҫитнӗ. Велосипеда вӑрланине куракан та пулнӑ. Анчах веосипед вӑррисене Никита хӑй асӑрханӑ. Ҫулпа пынӑ чух вӑл велосипедпа (хӑйӗн велосипечӗпе!) пыракансене курах кайнӑ. Ҫийӗнчех вӑл Настя патне шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫисене тепре чӗнсе илме каланӑ. Ҫапла вара велосипеда 1 сехет хушшинче тупма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. 23 ҫулти водитель ҫул ҫинчи виҫӗ ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, пӗри вилнӗ. Мӗн тунӑ-ха ҫав виҫӗ ҫын ҫул ҫинче? Унччен кӑшт маларах ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ, унти ҫынсем мӗн пулнине пӑхмашкӑн салонран тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра 23-ри водитель, Шупашкар енне кайма тухнӑскер, вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Ҫул ҫинче тӗттӗм пулнӑ, ҫитменнине, юр ҫунӑ. 63 ҫулти хӗрарӑм, Канашра пурӑннӑскер, вилнӗ. Унӑн упӑшкине тата тепӗр машина водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ӗҫ пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта паян ҫӗрле пушар пулнӑ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ общежитири пӳлӗм ҫуннӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 417-мӗш пӳлӗмре пушар тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрах, ӳсӗр арҫын сӳнтермен пируспа ҫывӑрса кайнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, пушара часах сӳнтернӗ. Пӳлӗмри сӗтел-пукана чӳречерен урамалла ывӑтнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу та ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.dastereo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын хӗрарӑма пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑмпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме ӗмӗтленнӗ, анчах улталаннӑ арҫынсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 29 ҫулти арҫын интимлӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтаракан сайтсенчен пӗринче хӗрарӑмпа паллашма шухӑш тытнӑ. Сайтра кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравласан ӑна страхламалли депозит куҫарса пама ыйтнӑ. Каланине пурнӑҫланӑ арҫын. Унтан тата сӑлтав тупса укҫа куҫарма ыйтнӑ. Ултавҫӑсене ӗненсе арҫын 50 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. 22 ҫулти арҫын патне хӗрарӑм килнех пынӑ. Анчах малтан укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Тупра хӑйӗн картти ҫине куҫсан хӗрарӑм тухса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Пӑрачкав районӗнчи инкекере пӗр ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 43 минутра Раздольное ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Шевроле Круз» автомашина водителӗ хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ-2114» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Вунтӑваттӑмӗшӗн» рулӗ умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пулнӑ. Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 11 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ӗнер Улатӑр хулинчи Чӗмпӗр урамӗнче гараж ҫуннӑ. Пушара сӳнтерсен 1946 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав кунах ирхине Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче апат-ҫимӗҫ лавкки, йывӑҫ ҫурт, ҫуннӑ. Ҫулӑм котельнӑя тата склада тӗп тунӑ. Шупашкарта Пролетари урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Унта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 45 минутра Элӗк районӗнчи Юнтапа ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Ладӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире пӗр ҫын, хӗрарӑм, вилнӗ. Вӑл иномаркӑри пассажир пулнӑ. «Ладӑри» 10-ри тата 15 ҫулти ачасем суранланнӑ. Тепӗр 4 ҫын аманнӑ. Суранланнисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Шупашкарти Максимов композитор урамӗнче 3-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта пурӑннӑ 33 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пичӗ тата аллисем пиҫсе кайнӑ. Унӑн ачисене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. 2014 тата 2018 ҫулсенче ҫуралнӑ пепкесене те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ. Пушарта пӗтӗм пурлӑх ҫунса кайнӑ. Хӗрарӑмпа ачасен ӑшӑ тумтир те юлман. Ачасен тӑхӑнмалли ҫук. Укҫан е тумтирпе пулӑшас килсен ачасен кукамӑшӗпе ҫыхӑнма пулать: 89875764108, Петрова Елена Петровна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |