Политика
![]() Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ. Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ. РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра та, республикӑра тем тӗрлӗ Уполномоченнӑй та пур. Вӗсенчен пӗри этем прависене хӳтӗлекенни шутланать, тепри — ачасене, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсене. Этем правин кунӗ (вӑл куна раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) умӗн Мускав облаҫӗнчи Аносинӑра РФ Президент Администрацийӗ регионсенчи Уполномоченнӑйсемпе виҫӗ кунлӑх семинар-канашлу ирттерни пирки Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Ҫавӑн чухне РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Уполномоченнӑйсен координаци канашлӑвӗсенче тата ларусенче ларса вӑхӑта ирттермелле маррине палӑртнӑ. «Сирӗн пата иртен пуҫласа каҫчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑтра общество ӗҫӗпе аппаланатӑр», — палӑртнӑ шухӑшне Вячеслав Володин. Унсӑр пуҫне вӑл уполномоченнӑйсен суйлавҫӑсен интересӗсене хӳтӗлессипе те ӗҫлеме тытӑнмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗпе Николай Федоровпа, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑх корпорацийӗн сӑнав канашӗн ертӳҫипе Сергей Степашинпа тата Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн пайташӗсемпе тӗлпулнӑ. М. Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та курнӑҫӑва хутшӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Атӑл леш енне ҫутҫанталӑк газне кӗртессине, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ авариллӗ ҫуртсенчен куҫарассине, ҫурт-йӗр фончӗн ыйтӑвӗсем пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра пулса иртекен ӗҫсене пысӑка хакланӑшӑн хӑнасене тав туни пирки влаҫ органӗсен официаллӑ пӗлтерет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче ЧР строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Алӑ пуснӑ документпа килӗшӳллӗн, ку должноҫа 40 ҫулти Сергей Безруков йышӑннӑ. Вӑл унччен те министр ҫумӗ пулнӑ-ха. Халӗ вара — пӗрремӗш. Сӑмах май, ведомство ертӳҫин виҫӗ ҫум. Иртнӗ эрнере ЧР строительство министрӗн тепӗр ҫумне те палӑртнӑ. Ӑна 29 ҫулти Максим Иванов йышӑннӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Шупашкарти управляющи компанийӗсенче ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче ведомствӑра министр ҫумне 46-ри Александр Герасимов должноҫран хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре политикӑри тӗп документа хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, кӗҫех Михаил Игнатьев Элтеперӗн Патшалӑх Канашне Ҫыру ямалла-ҫке-ха. Ҫырӑва хатӗрленӗ ҫӗре республикӑра пурӑнакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мӗн кӗртмелле унта? Мӗн сӗнмелле? Кусем пирки пӗлтерме юрать. Ҫырура 2016 ҫул валли тӗллевсене палӑртӗҫ. Элтепер экономика ҫинче нумай чарӑнса тӑрасшӑн. Экономикӑна ӳстерес тесен мӗн тумалла? Ҫынсен пурнӑҫне мӗнле лайӑхлатмалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене палӑртӗҫ. Ҫыру валли сӗнӳ пур-и? Вӗсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт.«Ҫыру хатӗрленӗ ҫӗре» тесе палӑртмалла. Е электронлӑ почтӑпа ямалла: pres5@cap.ru. Телефонпа шӑнкӑравласа калама та юрать: (8352) 64-20-30 (хуш. 2084), 64-20-30 (хуш. 2085). Михаил Игнатьев Ҫырӑва 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вулама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑвашсен паллӑ ҫыравҫипе Юхма Мишшипе тата Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ: ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Алла Салаева вице-премьер, Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Казакова хутшӑннӑ. Пухӑннисем чӑваш литературине аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет. «Чӑваш Республикинче наци чӗлхипе культурине комплекслӑ аталантарас тӗлӗшпе патшалӑх политики тӗллев лартнӑ, хамӑрӑн йӑх-несӗлӗмӗрсен тарӑн та паха культурине упраса хӑварассишӗн тата ӑна анлӑрах сарассишӗн ӗҫлет. Чӗлхепе культура — пирӗн тупра тата пуянлӑх. Литература ҫулталӑкӗнче регионти культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ. Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкне халалласа сахал мар пысӑк мероприяти йӗркеленӗ, пӗтӗмпех вӗсем халӑхӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Юхма Мишшине тата Николай Угаслова хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тухӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ, чӑваш чӗлхипе литературине малашне те пуянлатса пырассипе активлӑ ӗҫлеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш юмахӗсене турккӑлла куҫарма килнӗ хӑнана тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз — ӑсчах, тюрколог. Ҫамрӑк арҫын «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Ӑсчаха иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ эрнелӗхе арестленӗ. Ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн-мӗн. Хальлӗхе Джамаледдин Явуз ют ҫӗршыв гражданӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатиччен вӑхӑтлӑх тытса усрамалли учрежденире ларать. Ун патне ӗнер «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем кӗрсе курасшӑн пулнӑ. Анчах вӗсене унта кӗртмен. Ҫакна учреждени ӗҫченӗсем «Ирӗклӗх» хастарӗсем Явузӑн тӑванӗсем маррипе сӑлтавланӑ. Ҫапах та хастарсем Явуз валли апат-ҫимӗҫ парса хӑварнӑ, учрежденире ӑна илсе юлнӑ. Явузӑн кӗсье телефонӗпе усӑ курма юранине кура «Ирӗклӗх» хастарӗсем унпа шӑнкӑравласа калаҫни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑсчах хӑйне аванах туять-мӗн, пурне те салам каланӑ. Раштавӑн 3-мӗшӗнче ун патӗнче Турцин Хусанти Тӗп консульствин вице-консулӗ Нуреттин Кая пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Японин Раҫҫейри Посольствинчи официаллӑ йышӑну вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тав туни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Японин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Тикахито Харада йыхравланипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Японин Императорӗ ҫуралнӑ кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Тикахито Харада яппун тата Раҫҫей халӑхӗ туслӑ пурӑннине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Япони Императорӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума йыхравлани ҫав тери пысӑк пархатар пулнине каланӑ. «Эпир Чӑваш Ен илӗртӳллӗ чаплӑ республика пулнине курса ӗнентӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра бизнесӑн ытти енӗсене сирӗн патра аталантарма тӗллев лартнӑ», — тесе каланӑ Хироси Тадзима. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Кузюков ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн халӗ — ҫӗнӗ ҫум. Ӑна ӗнер кӑна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин раштавӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Малашне ку тивӗҫе Владимир Кузюков пурнӑҫлӗ. Владимир Николаев унччен Госохотрыбслужбӑра ертӳҫӗре ӗҫленӗ. Министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗ 54 ҫулта. 2005–2010 ҫулсенче Владимир Кузюков Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вара вӑл Госохотрыбслужбӑна куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Анталья хули Турци Раҫҫейӗн Сиринчен таврӑнакан ҫар самолетне ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывпа Турци хушшинче хура кушак каҫса кайрӗ. Турцирен Чӑваша килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарнине те хӑшӗсем Турципе Раҫҫей ҫӗршывӗсен хушшинчи ҫыхӑну япӑхланнипе сӑлтавлама пӑхрӗҫ. Турци тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв санкци те йышӑнчӗ. Халӗ Шупашкар Турцири Анталья хулипе килӗштерсе, пӗр тӑван пек килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен 2001 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ килӗшӗве пӗр енлӗн пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх russian.rt.com хыпарлать. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗнче йышӑннӑ. Ун пирки Антальӑна ҫыру ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |