Политика
![]() Михаил Бабич (варринчи) Халӑх кӑмӑлӗ социаллӑ ыйтусене епле пурнӑҫланинчен килет шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер республикӑна РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Михаил Бабич килсен ирттернӗ канашлура каланӑ. Канашлама федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсен ертӳҫисем, РФ генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев тата РФ строительство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис таранах пухӑннӑ. Унта ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарасси, тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси епле пулса пынине, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкернӗ. Михаил Бабич ҫак ыйтусене ҫӗршыв шайӗнче ҫивӗч тӗрӗслесе пынине пӗлтернӗ май ку ыйтусемпе регионсен ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн регион ку енӗпе начаррисен йышӗнче мар. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Рудольф Селиванов Ҫитес ҫул РФ Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче улшӑну пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑччӗ. Парти пухӑвӗ Патӑрьел районӗнче те иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн 23-мӗш конференцине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата 75 делегат хутшӑннӑ. Партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарьне суйласси тӗп ыйту пулнӑ. Вӑрттӑн сасӑлавра нумайӑшӗ хӑйсен сассине район администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗшӗн Рудольф Селивановшӑн панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Альбина Алексеева Суйлав хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствине отставкӑна ярса ҫӗнӗрен йӗркелерӗ. Министрсем паллӑ ӗнтӗ. Улшӑнусем пӗтмен-ха. Паян, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Культура министерствинче тахҫантанпах ӗҫленӗ Альбина Алексеевӑна должноҫрен хӑтарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 55 ҫулти Альбина Алексеева министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ӑна должноҫрен мӗншӗн хӑтарни паллӑ: вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Альбина Алексеева ку пукана 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа йышӑннӑ. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Культура министерствинче вӑл 1999 ҫултанпа ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, Екатеринбургра Раҫҫейре пуҫласа президент центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл - Борис Ельцин центрӗ. Ҫк пулӑма ҫӗршывра ҫӗнӗ политика йӑли-йӗркине йӗркеленӗ евӗр хакласа ҫырнӑ асӑннӑ центр сайтӗнче. Борис Ельцин президент центрне уҫма 3ур пин ытла ҫын пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче Б. Ельцина пӗрле ҫӗршыва ертсе пынисем, паллӑ политиксем, культура ӗҫченӗсем. журналистсем пулнӑ. Борис Ельцина ҫывӑх пӗлнисем те ку мероприятие хутшӑннӑ. Вӗсем - Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗпе пӗрле вӗреннисем, Президент командинчи ҫынсем, тӑванӗсем. Ӗнерех Борис Ельцинӑн президент центрне Белоруҫпа Украинӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ Станислав Шушкевичпа Леонид Кучма пырса ҫитнӗ. Паллӑ ытти ҫынсен шутӗнче - Геннадий Бурбулис, Андрей Нечаев, Эдуард Россель, Минтимер Шаймиев, Михаил Швыдкой, Евгений Ройзман, Александр Волошин, Игорь Сечин, Анатолий Чубайс, Ирина Хакамада, Артур Чилингаров, Владимир Познер, Светлана Сорокина, Георгий Франгулян, Андрей Смирнов, Андрей Макаревич, Ирина Ясина тата ыттисем. Центра саванӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Дмитрий Медведев премьер-министр хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче ӗнертенпе улшӑну пулса иртнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» ушкӑн. Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑ-мӗн. Хыпарта ҫакӑ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти муниципалитет шайӗнче хӑйне начар енчен кӑтартнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Георгий Иванович кандидатуринчен парти тепӗр сӑлтава пула хӑтӑлас темен-ши тесе пуҫ ватакансем те пур-мӗн. Ку версие ӗненсен, Георгий Иванович Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчине тунӑ чух тӗрӗс мартарах йышӑнусем тума пултарнӑ. Асӑннӑ ача пахчине хӑпартассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслет имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Александр Герасимов хӑйӗн должноҫӗнчен кайнине пӗлтернӗ. Вӑл министр ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 46 ҫулти Александр Герасимович хӑйӗн пуканне мӗншӗн пушатнине каламаҫҫӗ. Хушӑва ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Иван Моторин алӑ пуснӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен, министр ҫумне лариччен, Александр Герасимов икӗ ҫул «Чӑвашсетьгаз» организацире ӗҫленӗ. Маларах, ҫичӗ ҫул, «Чебоксарыгоргаз» филиалта аварипе диспетчер службинче тӑрӑшнӑ. Унччен вара «Чувашгазра» слесарь тата хуралҫӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паянтан, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпуска кайнӑ. Нумайлӑха мар, икӗ эрнелӗхе кӑна. Вӑл вӑхӑтра Элтепер тивӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Михаил Васильевич отпускра чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пулӗ. Михаил Игнатьев хӑйӗн отпускне ӑҫта ирттересси паллӑ мар. Пӗлтӗр вара Михаил Васильевич Алтай республикинче пулнӑ. Унта вӑл ҫӗнӗ сезона хатӗрленекен чӑваш биатлонисчӗсемпе тӗл пулнӑ. Хальхинче Михаил Игнатьев ӑҫта канасси пирки пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре коррупципе кӗрешекен комисси йӗркеленӗ. Унӑн йышне камсем кӗнине те палӑртнӑ. Документа ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Коррупципе кӗрешекен комиссие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пырӗ. Хушӑва Михаил Васильевич чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Комисси ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫне ЧР Администрацийӗн пуҫлӑхӗ пурнӑҫлӗ. Комисси йышне 27 ҫын кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче администраци пуҫлӑхӗсем, чиновниксен ҫумӗсем тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать. Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Евгений Юшин ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумне Евгений Юшина должноҫрен хӑтарнӑ. Хушӑва ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Евгений Юшкина тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Паян, чӳкӗн 8-мӗшӗнче, Евгений Васильевич 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2004 ҫултанпа ӗҫленӗ. Евгений Васльевич шыв хуҫалӑхӗн, тавралӑха сыхлакан тата экономика пайӗсене ертсе пынӑ. Евгений Юшин ҫутҫанталӑка упрас ӗҫе пурнӑҫӗнчи 20 ытла ҫулне халалланӑ. Ҫапла майпа вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ. Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, Евгений Юшина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» ята панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |