Политика
![]() Николай Фёдоров ларса килнӗ самолёт Нумай пулмасть Николай Фёдоров Президент пуканне йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Аса илме: пӗрремӗш хут ӑна 1993 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра суйланӑ. Хайхи экс-Президент ҫак куна Шупашкарта анлӑ палӑртнӑ тет. Республикӑн тӗп хулине вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӗҫсе килнӗ. «ПроГород» хаҫат ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх Мускавран Шупашкара вӗҫсе килмех пӗр ҫур миллион патнелле тӑкакланӑ. Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх министрӗн вырӑнӗнче ӗҫлекен Николай Фёдорова «Dexter» самолёт Шупашкар аэропортӗнче 3 кун кӗтнӗ тет. Ку ӑна 460–624 пин тенке кайса ларнӑ пулать. Ҫавӑн пекех тӗп хулари чукун ҫул вокзалӗ ҫумӗнчи ресторанта ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнӗ тет — унта Фёдоров ушкӑнӗ пухӑннӑ пулать. Пӗр 30 ҫына яхӑн пулнӑ, кашни ҫын пуҫне апат вӑтамран 6–10 пинлӗх ларнӑ теҫҫӗ. Сӗтел ҫинче чи хаклӑ йышши эрехсем, йӳнӗ мар апат-ҫимӗҫ ларнӑ. Хӑнасен шутӗнче малтан ҫурт тӑвӑм министрӗ пулнӑ Владимир Филатов, социаллӑ хӳтӗлевӗн экс-министрӗ Владимир Мидуков, ҫавӑн пекех ун вӑхӑтӗнче спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов, пӗр хушӑ культура министрӗ пулса ӗҫленӗ Наталья Володина тата ыттисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ». Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Новая газета» илсе кӑтартнӑ скриншот Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн. Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сӑнӳкерчӗксен танлаштарӑвӗ Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, «Новая газета» текен хаҫат Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине кам шучӗпе вӗҫсе кайнине пӗлесшӗн иккен. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Асӑннӑ ведомство сайтӗнче министр Германие йӑлана кӗнӗ «аграри Давосне» хутшӑнма тухса кайни пирки хыпарланӑ-мӗн. Кунта сӑмах «Симӗс эрне» текен курав пирки пырать Анчах вӑл кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑна уҫӑлать. РФ Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче сӑнӳкерчӗке Федоров хыҫӗнчи самолета сӑрласа хурса вырнаҫтарнӑ иккен. «Новая газета» вара федераци министрӗ бизнес-класлӑ самолет умӗнче тӑракан сӑнӳкерчӗке пичетленӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, Раҫҫейӗн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Германие кам шучӗпе кайни тата самолета мӗншӗн пытарни пирки асӑннӑ ведомствӑна ыйтса ҫыру ярассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ РФ Патшалӑх канашӗн тата ҫӗршыв аталанӑвӗн палӑртнӑ кӑтартӑвне сӑнакан комисси ларӑвне хутшӑннӑ. Ларӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ. Унта, тӗпрен илсен, социаллӑ экономика пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗршыв шайӗнчи хушусем епле пурнӑҫланнине тишкернӗ. Палӑртнине, Владимир Путин шухӑшӗпе, федераци влаҫӗсем те, регионсем те пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Президент влаҫ органӗсемпе тӗрӗслев енӗпе ӗҫлекен общество организацийӗсем килӗштерсе ӗҫлени пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Путин указӗсене пирӗн патра епле пурнӑҫлани пирки чарӑнса тӑнӑ. «Ҫул карттипе ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятие — ун пеккисем 9 пулнӑ — эпир пурнӑҫласа пыратпӑр. 37 хушӑва Раҫҫейӗн Тӗрӗслев управленийӗ сӑнаса тӑнӑ, 17-шне пурнӑҫа кӗртнӗ», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн гражданла пуҫарусен комитечӗ республккӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине ятран пӗлесшӗн иккен. Асӑннӑ комитет ҫакна Чӑваш Енӗн парламентне халӑхӑн сахал пайӗ шаннипе сӑлтавланӑ-мӗн. Социологи тӗпчевӗ ҫынсен 29,3 проценчӗ кӑна асӑннӑ органа шанать иккен, шанманнисем вара — 40,1% имӗш. Саккун кӑларакан органа ҫавӑн чухлӗн шанманни Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче пуҫласа палӑрнӑ имӗш. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Гражданла пуҫарусен комитечӗ ҫынсем депутатсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Кашни депутат вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине тӗнче тетелӗнче ятран кӑтартма пуҫлани ку лару-тӑрура аван пулмалла-мӗн. Асӑннӑ комитет сӗнекен мелпе Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Мускав хула думин тата хӑш-пӗр регион парламенчӗсенче те ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Тен, Чӑваш Енри «халӑх тарҫисем» те ку информацие хӑйсен суйлавҫисене пӗлтерме хаваспах килӗшӗҫ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Культура министрӗ ыйтупа килнӗ хӑнана йышӑннӑ кун Шӑматкун Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ — туризма спорт министерствинчен илсе культура министерствине пӑхӑнтарнӑ. Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министрӗ Сергей Мельников хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак улшӑнӑва ырланӑ — ҫурҫӳрев тем тесен те культурӑпа ытларах ҫыхӑннӑ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе культурин эткерлӗхӗ пирӗн пата килекен туристсемшӗн ыттисенчен кӑсӑклӑрах имӗш. Ҫавӑн пекех вӑл «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне туса ҫитерсен ҫулҫӳревҫӗсем пирӗн пата чылайӑн килессе шанать имӗш. Ун валли кӑҫалтанпа федераци хыснинчен те укҫа уйӑрма пуҫланӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Патшалӑх Думи РФ Патшалӑх Канашӗн паянхи ларӑвӗнче Раҫҫейрен уйрӑлма чӗнекенсене явап тыттармалли саккуна ырланӑ. Ӑна нумай пулмасть Коммунистсен партийӗ тӑратнӑччӗ. Ҫак саккун тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексне 280.1 статья хушӑнӗ. Чи нумаййи 5 ҫуллӑха лартма пултарӗҫ — кун чухлӗ МИХсемпе интернет урлӑ тунӑ чӗнӳсемшӗн парайӗҫ. «Ахаль» чӗнӳшӗн вара 300 пинлӗх штрафлама пултарӗҫ, е 3 ҫуллӑха тӗрмене хупса лартӗҫ. Ҫӗнӗ саккун ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑя кӗмелле имӗш. Саккуншӑн ҫавӑн пекех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партисен депутачӗсем сасӑланӑ. Хальлӗхе пӗрремӗш вулавра кӑна ырланӑ пулин те ӑна хӑвӑрт йышӑнма шутлаҫҫӗ имӗш — иккӗмӗш вулав валли улшӑнусем кӗртме пурӗ те пӗр кун кӑна уйӑрнӑ. Саккун вӑя кӗрес умӗн хайхи пирӗн сайтри канашлӑва та тасатса тухма тивӗ пулӗ — унта унашкал калаҫусем сахал мар пулнӑ пек астӑватӑп. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чыслав саманчӗ Ҫак кунсенче, раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар ҫывӑхӗнчи йӗлтӗр ҫулне хӗлле валли уҫнӑ иккен. Унта ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илсе тухакан ачасене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти юпӑнчине (накидкине) тӑхӑнтартнӑ пулнӑ. РФ АПК-ан 5.11 статьи тӑрӑх вара ачасене нимӗнле партишӗн те агитацилес ӗҫе хутшӑнтарма юраманни пирки пӗлтернӗ, яваплисене 2–3 пинлӗх штрафламалла тесе палӑртнӑ. Саккуна пӑснине Чӑваш Республикинчи РПР-ПАРНАС политканашӗн пайташӗ Дмитрий Семёнов асӑрханӑ имӗш. Вӑл прокуратурана ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме ҫӑхав янӑ, саккуна пӑсакансене явап тыттарма каланӑ. Айӑплисене ҫитес вӑхӑтра, тен, тупса палӑртӗҫ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш наци телерадиокомпани хальлӗхе ертӳҫӗсӗр пурӑнать, пуҫлӑх тивӗҫӗсене Стройкова Юлия Викторовна туса пырать. Чӳк уйӑхӗнче пуҫлӑха суйлассине тепӗр хут ирттерес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ — конкурс пуҫарнӑ. Хутсене раштавӑн 7-мӗшӗччен йышӑннӑ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ конкурса хӑйсене кирлӗ ҫынна тупма пултарнӑран йӗркеленӗ имӗш. Информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерствине хӑйсен хучӗсене темиҫе ҫын тӑратнӑ теҫҫӗ. Енчен те малтанхи конкурса ытларах арҫынсем хутшӑннӑ пулсан, хальхинче хӗрарӑмсем нумайрах. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кандидатсем хушшинче Юлия Стройкова (хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене тӑвакан), Марина Карягина (чӑваш поэчӗ, телекуравра нумай ҫул тӑрӑшакан), Александр Магарин (хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Ен» телекомпанин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» передача ертӳҫи, ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи) пур. Марина Карягинӑпа ҫыхӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурса хутшӑнма хутсене вӑл кайса пани пирки пӗлтерчӗ, раштавӑн 7-мӗшӗнче кайнӑ иккен. Татьяна Ильина та кандидатсем хушшинче пуррине хирӗҫлемерӗ. Конкурс комиссийӗ пуҫлӑх ыйтӑвне раштавӑн 24-мӗшӗнче татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |