Вӗренӳ
![]() "На связи" форумри сӑн 2023 ҫулта Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне ҫак шӑпа кӗтет. Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр пек специальноҫсене пӗтерӗҫ. 2030 ҫулччен влаҫ вӗренӳ корпусӗсене тӗпрен юсама, техника базине ҫӗнетме, вӗренӳ пахалӑхне лайӑхлатма палӑртнӑ. 5 ҫултан техникумра 4,5 пин ҫын вӗренмелле. Хальхи вӑхӑтра – 3 пин студент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Кӳкеҫри лицейра ачасем наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсан 5-мӗшӗ тӗлне 7 ача тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ килте сипленет, пӗрине инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене ҫӗнӗ 12 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче хыпарланӑ. Автобуссене округсене те ӑсатӗҫ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне тӑрӑхӗсене. Ҫавӑн пекех Шупашкарти тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрне те автобус парӗҫ. Ҫӗнӗ автобуссенче ГЛОНАСС, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, маяк пур. Палӑртса хӑварар: 9 автобуса – федераци хыснинчи, 3-шне республика хыснинчи укҫапа туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑрлачӑн 23-24-мӗшӗсенче Шупашкарти 37-мӗш шкулта «Тӑван чӗлхепе литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурс иртнӗ. Ӑна хулари шкулсенче ӗҫлекен 14 учитель хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 60-мӗш шкулта ӗҫлекен Н.В. Александрова ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнта — 62-мӗш шкулти Н.И. Егорова тата 56-мӗш шкулти Н.В. Серебрякова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Александр Степанов сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта «Чӑваш чӗлхине чи лайӑх вӗрентекен — 2025» конкурс пуҫланнӑ. Конкурса хула шайӗнче ирттереҫҫӗ. Конкурсӑн жюри членӗ Елена Перепелкина «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтерне тӑрӑх, конкурс нумай ҫул хушши иртет. «Ҫултан ҫул пирӗн питӗ пултаруллӑ учительсем палӑрса пыраҫҫӗ ҫак конкурс хыҫҫӑн. Тӗслӗхрен, Александр Марсович ҫинчен илтнӗ пулӗ. Пӗлтӗр Николаева Людмила ҫӗнтерчӗ. Эпир вӗсемпе савӑнатпӑр. Пирӗн ачасен пуласлӑхӗ чӑваш чӗлхине кам вӗрентнинчен, мӗнле вӗрентнинчен питӗ нумай килет. Ача чӑвашла калаҫса каясси, паллах, вӑл ҫемьерен пуҫланать. Анчах та шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ ачана, ҫавӑнтан вӑл татах хавхаланать, пурнӑҫ ҫулӗпе малалла утнӑ чухне чӑваш чӗлхипе тата ытларах усӑ курма пуҫлать. Учительтен питӗ нумай килет», — тенӗ вӑл Нина Царыгина журналиста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Земство учителӗ пулса яла каяс тесенсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Программӑна хутшӑнас кӑмӑллӑ кандидатӑн 55 ҫултан аслӑ пулмалла мар. Унӑн яла е рабочи посёлока, е 50 пин ҫынран сахалтарах пурӑнакан хула йышши посёлока ӗҫлеме куҫса каймалла. Заякӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Программӑна хутшӑнас ыйтупа Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗпе ҫыхӑнса уҫӑмлатма май пур. Телефон номерӗ: 8 (8352) 58-37-89, хушма номере 126 (Людмила Геннадьевна Иванова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru ҫӑнӳкерчӗкӗ Информатика учителӗсем Яндекс пулӑшнипе пӗлӗвне анлӑлатнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче «Яндекспа» Чӑваш Ен Вӗренӳ министерстви килӗшӳ алӑ пуснӑ. Чӑваш Енри икӗ вӗрентекен Яндекс Учебникӑн предмет хӑнӑхтарӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пуре 20 ҫын палӑрнӑ-ха. Вӗсенчен иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ҫӗнтерӳҫӗсем компанин Мускаври офисӗнче стажировка тухнӑ. Ҫак чыса Улатӑрти 6-мӗш номерлӗ гимназири информатика учителӗ Денис Купцов тата Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири информатика учителӗАлександр Димитриев тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Александр Степанов страницчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи меслетлӗх семинарӗ иртнӗ. Кун пирки Александр Степанов вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ҫав кун республика Элтеперӗн гранчӗпе ҫӗнетнӗ чӑваш чӗлхипе литератури пӳлӗмне уҫнӑ. Унтагн Александр Степанов вӗрентекен 2-мӗш класс ачисемпе «Хӗл мучи патӗнче» уҫӑ урок ирттернӗ, интерактивлӑ доскан вӗрентӳ ирттермелли майӗсене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Контактри" сӑн Республикӑри виҫӗ вӗренӳ организацине Элтеперӗн 200 пин тенкӗлӗх грантне парӗҫ. Ӑна вӗсем финанс пӗлӗвӗ парассипе лайӑх практика пулнӑшӑн тивӗҫнӗ. 200 пин тенкӗлӗх гранта, парасси пирки хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна Патӑрьел округӗнчи «Юмах» ача пахчи, Шупашкарти 204- мӗш ача, пахчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ирина Диарова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 33-мӗш шкулта 9 класра вӗренекен Максим Козлов Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Талпӑнуллӑ ҫак яшӑн ертӳҫи – чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Ирина Диарова. Ирина Алексеевна вӗренекенӗ «Венна пуканӗсем чӑваш ялӗнче» хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗпе жюри членӗсене ҫеҫ мар, итлекенсене те тӗлӗнтернӗ. Сӑмах май каласан, Ирина Диаровӑпа унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, хастар Максим, ытти конкурсра та палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |