Вӗренӳ
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑлӗ? Прокуратура шкулӑн 99 проценчӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ. Ӑна хӑҫан хута ярасси паллӑ мар-ха, кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ, вӗренӳ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, программӑсем вырнаҫтараҫҫӗ. Аса илтерер: шкулта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Унтанпа виҫӗ подрядчик улшӑннӑ. Юлашки – «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() oktregion.ru сайтри сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Энтри Пасар шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн ОСАГО полисӗн срокӗ тухнӑ, вӑл вара ҫаплах ачасене турттарнӑ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна ҫӗнӗ документ тунӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе ачасене кашни кун ОСАГО полисӗсӗр илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн автобус валли ҫӗнӗ ОСАГО хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() smartik.ru сайтри сӑн Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ. Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти 46-мӗш гимназире вӗренекенсем икӗ эрне карантинра пулнӑ. Ачасем шкула таврӑннӑ-ха, анчах пӳлӗмсенче, спортзалта, коридорта сивӗ. Ашшӗ-амӑшӗ «Ҫыхӑнура» портала ҫӑхав ҫырса янӑ. Мӗншӗн сивӗ? Ашшӗ-амӑшӗ директор патне пырса та калаҫнӑ. Анчах ыйту татӑлман. Хӑш-пӗр пӳлӗмре сывлӑш температури 12-16 градус кӑна ӑшӑ, коридорта - 12, спортзалта 10 градус ӑшӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Инновацисене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан фонд «Умник» грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне виҫӗ ҫамрӑк ӑсчах кӗнӗ. Вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫлама 500-шер пин тенкӗ илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Любовь Юманова, Федор Хлебников тата Ефим Воробьев. Вӗсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренеҫҫӗ. Сӑмах май, унччен Федор Хлебников тата Ефим Воробьев ҫак фондӑн «Студентсен стартапӗ» гранта тивӗҫнӗ. Вӗсем 2022 ҫулта тепӗр ҫамрӑк ӑсчахпа пӗрле проекта аталантарма 1 миллион тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел муниципаллӑ оркугӗнчи Ишлӗ ялӗнче ача пахчинчен пуҫламӑш шкул туса хурасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттернӗ. Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчинчен тунӑ пуҫламӑш шкулта шкул умӗнхи ушкӑн тата спортзал пулмалла. Контракт – 118,3 миллион тенкӗлӗх. Аукционра Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Булат» фирма ҫӗнтернӗ. Подрядчикӑн пуҫламӑш шкула кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштавӑн 22-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Вӗренӳ министерствипе «Просвещение» издательство 5-7-мӗш классене Чӑваш Ен историне вӗрентмелли учебник кӑларасси пирки килӗшӳ тунӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнекепе ачасем кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Учебникре - республикӑра пурӑнакан халӑхсен историйӗ, Вӑтам ӗмӗр тапхӑрӗ, Вырӑс патшалӑхӗн йышне кӗни. Сӑмах май, унччен издательствӑра 1-4-мӗш классем валли «Чӑваш чӗлхи» учебникне, вырӑсла вӗренмеллине, кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Прокуратура Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи шкулсене санитарипе эпидемиологи саккунӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Икӗ шкулта санитари нормине пӑснине тупса палӑртнӑ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче шӑна нумай пулни палӑрнӑ. Мӑн Этмен шкулӗнче вара техперсонал валли уборнӑй пулман. Ҫак икӗ шкул тӗлӗшпе прокуратура представлени ҫырнӑ. Пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри 4 ял хуҫалӑх техникуне пӗрлештерме йышӑннӑ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерӗҫ. Ку пӗр пек специальноҫсемпе профессисене вӗрентессинчен хӑтарать. Анчах преподавательсемпе мастерсен йышӗ ҫавӑн пекех юлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chuvsu.ru сайтри сӑн Раштавӑн 20-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ӗҫченӗсен тата вӗренекенӗсен конференцийӗ иртнӗ. Унта университет ертӳҫине суйланӑ. Ректора икӗ ҫынран суйланӑ. Андрей Александров ҫӗнтернӗ. Вӑрттӑн иртне сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, уншӑн 155 сын сасӑланӑ, Владислав Семеновшӑн – 7 ҫын. Пӗр бюллетень вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑннӑ. Андрей Юрьевича должноҫе 5 ҫуллӑха ҫирӗплетме РФ Вӗренӳ министерствине ходатайство тума йышӑннӑ. Андрей Александров 1966 ҫулта Краснодар крайӗнчи Майкоп хулинче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа – ЧПУ ректорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |