Вӗренӳ
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Нумаях пулмасть тӗнче тетелне Шупашкарти 53-мӗш шкулта пӳлӗмре кӑвакӑш пулнине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура унта тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, шкулта кӑвакӑш пур иккен. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, ун пеккине 3-мӗш хутра географи класӗнче асӑрханӑ. Апла пулин те унта уроксем ирттерме чарман. Прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Класри кӑвакӑша ятарлӑ дезинфекци шӗвекӗпе пӗтернӗ. Шкул ертӳлӗхне ҫурт тӑррине ҫӗнетиччен, ытти юсава тӑвиччен пӳлӗмри кӑвакӑша сӑнаса тӑма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
t.me/minobr21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Кадет корпусне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Николай Жуков. Асӑннӑ ҫын унччен республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче, Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Николай Жукова кадет корпусне ертсе пыма паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, шаннӑ. Аса илтерер: вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫемҫе пукан Наталья Тимофеева должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Тимофеева директор пулса 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Республикӑн Вӗренӳ министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Тимофеева ӗҫрен кайма иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех шухӑшланӑ, анчах ҫӳлтисем ыйтнипе финанс ҫулӗ вӗҫлениччен тӑхтама килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
https://chgtrk.ru/novosti/obrazovanie/v-cheboksarah-vybrali-luchshego-uchitelya-rodnogo-yazyka/ Шупашкарта тӑван чӗлхен чи лайӑх вӗрентекенне суйланӑ. Конкурсра педагогсем профессионаллӑхне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ: юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑсем каланӑ. Финалта вара наци чӗлхине вӗрентессинче шухӑшласа кӑларнӑ инноваци ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. 48-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Храмова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 33-мӗш шкулӑн педагогӗ Ирина Диарова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 40-мӗш шкулти Лилиана Романова тата 62-мӗш шкулти Марина Мурзакаева виҫҫӗмӗш вырӑна пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Журналист шухӑшӗ Пушӑ вӑхӑт нумай та пенсире, тепӗр чух Интернета кӗрсе тӗрлӗ хыпарпа паллашатӑп. Ӗлӗкрех алран кӗнеке каймастчӗ, халӗ эрнере пӗрре тытатӑп-и ӑна, ҫук та-и...Хам юратакан кӗнекесене темиҫе хут та вуласа тухнӑ, хальхи нумай ҫыравҫӑн хайлавӗ вара чуна пырсах пӗтмест. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тавралӑха юратма хистекен —хавхалантаракан произведенисем питӗ сахал. Патриотизм теми халӗ «модӑра» мар: чӑн малти вырӑнта—укҫа, укҫа, укҫа... Ас тӑватӑп-ха, журналистсемпе ирттерекен тӗл пулусенче те пире: «Ҫамрӑксене укҫа тума вӗрентекен статьясем ытларах ҫырмалла, паян тӗп вырӑнта предприниматель пулмалла», — тетчӗҫ. Пӗр пысӑк пуҫлӑх вара шавах хӑй ача чух пасарта ҫырла сутса укҫа тунипе мухтанатчӗ. Пуҫларӑмӑр вара ҫырма: районти пӗр предприниматель те хаҫатра вырӑн йышӑнмасӑр юлмарӗ пулмалла. Пӗрремӗш страницӑра— суту-илӳҫӗсен пысӑк портречӗ, иккӗмӗшӗнче — ун ҫинчен мухтаса ҫырнӑ очерк е тӗрленчӗк, виҫҫӗмӗшӗнче — интервью... Капла хирӗҫлесе ним те калас теместӗп-ха эпӗ: хальхи саманара укҫа патша вырӑнӗнче пулни вӑрттӑнлӑх мар. |
Вӗренӳ
cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енре вӗрентӳпе производство центрӗсен (кластерӗсен) ӗҫне сӑнаса тӑракан регионти канаш йӗркеленӗ. Республика ертӳҫин хушӑвне епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑрассишӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ тесе йышӑннӑ. Ларӑва канаш ҫулталӑкра икӗ хутран кая мар пуҫтарӑнӗ. Лару иртнӗ тесе йышӑнма канаш пайташӗсенчен ҫурринчен сахал мар йышӗ пухӑнмалла. Пӗр-пӗр йышӑну тунӑ чухне уҫӑ сасӑлав ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтӗчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти шкулсенчен вӗренекенсемпе вӗрентекенсене паян та эвакуациленӗ. Паян та — 20 ытла шкултан. Ачасемпе учительсене урамра шӑнса тӑрасран ҫывӑхри учрежденисене илсе кайнӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсемпе васкавлӑ службӑсем пырса ҫитнӗ. Яваплисем тӗрӗслесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасем парта хушшине ларнӑ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти 24 шкула эвакуацилеме тивнӗ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе пӗлтернине пула. Анонимлӑ хыпарсем электронлӑ почтӑна килнӗ. 24 шкулти ачасене ирхине урама кӑларнӑ. Вӗсем тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли «Литература вулавӗ» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 4-мӗш класс валли кӑларнӑ вӗренӳ кӗнекине В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева авторсем хатӗрленӗ. Кӗнекене пултарулӑх ӗҫӗсем, илӗртӳллӗ тӗрлӗ хӑнӑхтару кӗртнӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, «литература вулавне пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсене усӑ курма ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта хими класӗ уҫасшӑн. Ӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йӗркелесе ярасшӑн. Кунашкал класра ачасем хими предметне тарӑннӑн вӗренӗҫ. Педагог ятарлӑ квалификациллӗ пулӗ. Хими класне ачасем конкурс витӗр тухсан кӑна лекме пултарӗҫ. Унта вӗреннӗ ача техникума кӗме, виҫӗ ҫултан квалификациллӗ должноҫ илме пултараҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 5-6-мӗш классен хими предмечӗпе база пӗлӗвӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ 2023 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Республикӑри Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗ сӗннипе килес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама тытӑнӗҫ. Ҫав хисеплӗ ят Чӑваш Республикин педагогикинче чи пысӑк патшалӑх награди шутланӗ. «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ учительсене, преподавательсене тата вӗренӳ организацийӗн ытти ӗҫченне парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
vk.com/chrio сӑнӳкерчӗкӗ «Россия-Культура» телеканалпа кӑтартакан «Передача знаний» вӑййа Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем хутшӑнӗҫ. Телекӑларӑм эфира раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10 сехет те 5 минутра тухӗ. Чӑваш педагогӗсем Пушкӑртстанри ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Вӗсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ, кӑсӑклӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, вӑйӑ урлӑ хальхи вӑхӑтри шкул ҫинчен пӗлме май килӗ. Пултаруллӑ учительсен «Лампа» клубӗн хастарӗсем унччен «Ҫулталӑкри учитель» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Вӗсем ҫаксем: Василиса Егорова, 12-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ (вӑл команда капитанӗ); Наталья Семушина, 12-мӗш шкул директорӗн заместителӗ; Татьяна Якунина, 12-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ; Александр Карпов, 6-мӗш гимназири историпе общество пӗлӗвӗн учителӗ; Ирина Корбанова, 18-мӗш лицей директорӗн заместителӗ, географи тата экономика учителӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |