Вӗренӳ
kartinkin.net сайтри сӑн Раҫҫейри шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентме пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтерет Ҫутӗм министерстви. "Истори астӑвӑмӗ юлтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентмелли пирки йышӑну турӑм", - тенӗ Сергей Кравцов министр. Сӑмах май, халӗ ку предмета пӗлӳ ҫурчӗсенче 5-мӗш класран вӗрентеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри харӑсах темиҫе вӗрентӳ учрежденийӗ лицензисӗр юлнӑ. Вӑл документсӑр вӗсен ӗҫлеме юрамасть. Лицензисӗр тӑрса юлнисем: «СТЕЛС» тулли мар яваплӑ общество (ОГРН - 1022100976370; ИНН – 2129030693); «Дошкольная академия» (чӑв. Шкулчченхи академи) ачасене аталантаракан центр-ача пахчи (ОГРН — 1132100000526; ИНН – 2130999690); Канаш районӗнчи «Ачасен пултарулӑхӗн центрӗ» муниципалтетӑн хысна учрежденийӗ (ОГРН — 1092134000573; ИНН – 2123011221); Патӑрьел районӗнчи Еншики П.А. Сидоров ячӗллӗ пуҫламӑш шкул — ача пахчи (ОГРН — 1032132002605; ИНН – 2103005879). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ». Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ. Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енре 1-мӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен заявлени йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал ӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ памалла. Кӑҫал Шупашкарта 9 пине яхӑн ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 16 сехет те 30 минут тӗлне 6461 заявлени панӑ. Сӑмах май, Патшалӑх пулӑшавӗсен порталӗнче заявлени парсанах черете тӑма май ҫук. Малтан документ оригиналӗсене шкула кайса памалла. Вара тин заявление пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтран илнӗ сӑн 2022 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проектне кӗрекен «Культурӑллӑ хутлӑх» федераллӑ проекта пурнӑҫланӑ май 5 миллион тенкӗ ытла илнӗ. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ, музыка инструменчӗсем, вӗренӳ материалӗсем туянӗҫ. Паянхи куна илсен халӑх инструменчӗсем, ноутбук, сӗтел-пуканӑн пӗр пайне илсе ҫитернӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сольфеджио тата музыка литературине вӗрентме 57 ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнеки тата методика пособийӗсем ҫитерсе памалла. — Наци проектне пурнӑҫланӑ май культура сферинчи кадрсене хатӗрлес ӗҫре пӗрремӗш вырӑнта, никӗсре тӑракан музыка тата ӳнер шкулӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрни паха. Вӗрентӳ процесӗнче лайӑх, аван ӗнӗрленӗ инструмент питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пахалӑхӗ мӗнлерех пулассине чылай енчен палӑртать, — палӑртнӑ администраци пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов. Хальхи вӑхӑтра учрежденире 1200 ача вӗренет. Вӗсем музыка, ӳкерчӗк, хореографи, театр ӳнерӗ, декораципе прикладной пултарулӑх тата пуҫламӑш эстетика аталанӑвӗ енӗпе хушма обществӑлла программӑсем тӑрӑх та аппаланаҫҫӗ. — Пирӗн шкулшӑн ҫакӑ — чӑн-чӑн уяв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата Тутар Республикисенчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата 9-мӗш класра вӗренекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ. Вебинар вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене те тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти «Садовый» мирорайонта пурӑнакансем тахҫантанпах шкул туса пӗтерессе кӗтеҫҫӗ. Анчах хӑҫан пулӗ вӑл? Паянхи куна строительство объектӗнче 70 ҫын кӑна ӗҫлет, 4 корпусран 3-шне анчах хӑпартнӑ. Шкулӑн 40 проценчӗ кӑна хатӗр. Нарӑс уйӑхӗн варринче те кӑтарту ҫавнашкалах пулнӑ. Тӳре-шара шкул строительстви мӗнлпе пынипе паллашнӑ. Подрядчике ӗҫе икӗ сменӑна куҫарма, ӗҫлекен ҫынсен йышне ӳстерме сӗннӗ. Ӗҫ мӗнле пынине сӑнасах тӑрӗҫ, эрне тӑршшӗнче лару-тӑру улшӑнмасан подрядичкпе килӗшӗве пӑрахӑҫлас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Аса илтерер: 1650 ача вынаҫмалӑх шкула кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 1-4 классенче вӗренекен ачасен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем хутшӑннӑ. Унта пурӗ 129 номер пулнӑ. Чӑваш Республикинчен 96 ӗҫ тӑратнӑ, республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсенчен (Тутар Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчен) – 33 номер. Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шкулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене кӑҫал ҫуркунне мара, кӗркунне ирттерӗҫ. Ҫапла йышӑну тунӑ Рособрнадзор. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн патра ҫак чирӗн ҫӗнӗ хумӗ пуш тата ака уйӑхӗсенче сарӑлма пултарать. Ҫавна май тӗрӗслев ӗҫӗсене авӑнӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 24-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Ҫӗнӗ расписание авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме шантарнӑ. Электрон версипе ирттерме палӑртнӑ тӗрӗслев ӗҫӗсене те кӗркуннене куҫарнӑ. Маларах ҫырнӑ шкулсен кӗркунне тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ывӑл-хӗрне ҫулла кантарас ыйтӑва халех уҫӑмлатма пултарӗ. Ҫав тӗллевпе ыран, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви вӗсем валли онлайн пуху ирттерет. Ашшӗ-амӑшӗ валли йӗркеленӗ онлайн пухура икӗ ыйтӑва пӑхса тухӗҫ: ачасене пӗрремӗш класа яма заявлени ҫырассине тата ҫуллахи кану кампанине. Пуху пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 17 сехетре пуҫланӗ. Пухӑва хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа https://vk.com/video379683201_456239049 иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |