Вӗренӳ
news1.ru сайтри сӑн Шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма пуҫланӑран ҫапла йышӑннӑччӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Шкул ачисем ҫитес эрнере парта хушшине ларӗҫ-и? Халӗ ку ыйту пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ыран оперштаб ларӑвӗ пулӗ. Шӑпах ҫавӑнта ку ыйтӑва татса парӗҫ. «Унта аслӑ класра вӗренекенсене дистанци мелӗпе вӗрентес ӗҫе тӑсассине сӳтсе явӑпӑр», — палӑртнӑ Олег Алексеевич Инстаграмри страницинче. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
komiinform.ru сайтри сӑн "Ял тухтӑрӗ" программа Чӑваш Енре 2020 ҫултанпа пурнӑҫланать. Унтанпа ялти шкулсене 8 вӗрентекен ӗҫлеме кайнӑ. Кӑҫал 4 ваканси пур, ҫавна май хыснаран 4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Аса илтерер: ялти шкула ӗҫлеме кайнӑ педагогсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. 50 пин таран ҫын пурӑнакан пӗчӗк хуласене те ӗҫлеме кайма юрать. Программӑпа килӗшӳллӗн ялти шкула кайнӑ вӗрентекенсен 5 ҫул ӗҫлемелле. Кӑҫал Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулне вырӑс чӗлхин учителӗ кирлӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулне вара - ют чӗлхесен учителӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗн шкулӗнче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ ҫимест, Тӑвай шкулӗнче математика вӗрентекенне питӗ кӗтеҫҫӗ. Программӑна 55 ҫул тултарман педагогсем хутшӑнаяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа вӗрентекенсемпе вӗренекенсен пултарулӑхӗн «Хусанкай вулавӗсем – 2022» фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Фестивале Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен пӗтӗмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла вуласа ӳкернӗ видеороликсем хатӗрлесе кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтернӗ Вӗренӳ институтӗнче. «Пӑшӑрхантараканни – конкурса хутшӑнакансенчен ҫурри ытла «Таня» поэма сыпӑкӗпе «Тилли юррисем» ярӑмри «Мехел» сӑвва вулани. Малашне фестивале хутшӑнакансен шкул программине кӗртнӗ сӑвӑсене кӑна вуламалла мар, ун картинчен те тухас пулать. Картаран тухма пултарни вӗрентекен чӑваш литературине пӗлнине тата унӑн тавра курӑмӗ анлӑ иккенне кӑтартать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
rybinsk.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш кадет корпусӗнче вӗренекенсене тӳлевсӗр апат ҫитересси пирки каланӑ. Ҫавӑн пекех тумтиршӗн те тӳлеме тивмӗ. Анчах ку ҫӗнӗлӗхе ҫитес вӗренӳ ҫӳлӗнчен пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. «Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти кадет корпусӗсен хушшинче Чӑваш кадет корпусӗн сумне, рейтингне ӳстерес тӗллевпе кадетсене пурне те тӳлевсӗр вӗри апатпа, тумтирпе тивӗҫтерме хушнӑ», - тенӗ Олег Николаев. Халӗ специлистсем кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
vedomostiural.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируса сарӑлма чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта тунтикунран пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисене те дистанци мелӗпе вӗренме ямашкӑн йышӑннӑ. Хальлӗхе ачасене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренме янӑ. Лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрӗҫ. Вӑл мӗнле пулнине кура кайран тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтерер: Шупашкарти шкул ачисем ӗнертенпе дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑри хӑш-пӗр шкулсем те ҫапла вӗренме пултарасси пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cheb.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхатра шкул ачисен хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫавна май вӗсене ырантан дистанци мелӗпе вӗрентме йышӑннӑ. Ку Шупашкарти шкулсене пырса тивет. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренӗҫ. Ҫак хушӑра лару-тӑру мӗнле улшӑннине сӑнӗҫ. Кайран кирлӗ пулсан улшӑнусем кӗртӗҫ. Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 660 шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Вӗсенчен 430-шӗ - Шупашкарта. Шупашкар районӗнче те чирлекенсем сахал мар. Анчах унта хӑш-пӗр шкула ҫеҫ дистанци мелӗпе вӗрентесси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
er-reytov.ru сайтри сӑн Шупашкарти ача пахчисенче тата шкулсенче ачасен апатланӑвӗн хакне ӳстересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пайӗ пӗлтерет. Юлашки хутчен апатлану хакне 2018 ҫулта ӳстернӗ. Халӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗ 17,6 процент ӳснӗ. Ачасем шкулта, ача пахчинче пахалӑхлӑ апат ҫиччӗр тесен хакне ӳстерме тивет. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ашшӗ-амӑшӗн хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ вӗри апат хакне ӳстерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Хальлӗхе хак мӗн чухлӗ ӳсессине каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре шкулсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑрланнӑ. Паян кун пирки оперштаб ларӑвӗнче вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ӗҫлекен 27 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Пӗлӳ илекен 145 ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, шкулсенче чирлесси вунӑ хутчен ӳснӗ. Ун чухне кӑшӑлвируспа чирлекенсем 8-ӑн пулнӑ. Паянхи кун икӗ шкул дистанци мелӗпе вӗренет: Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернат тата Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗ. 31 шкулти 57 класс дистанци мелӗпе вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшнче, Муркаш районенчи Кашмаш шкулне уҫӗҫ. 108 вырӑнлӑх вӗренӳ заведенине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтернӗ. Аса илтерер: шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле пулнӑ. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫав вӑхӑта ӗлкӗреймен. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула хӑпартакансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран сӑмах та лекнӗччӗ. Ун чухне республика ертӳҫи ӗнер асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденине тӑвас ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тата подряд организацийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явнӑччӗ. Халӗ шкулта ачасем вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенине официаллӑ майпа паян 11 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарти 56-мӗш шкул ачисем " Классиксен рецепчӗпе пӗҫеретпӗр" конкурса хутшӑнса мала тухнӑ. Ачасен пӗр-пӗр хайлаври апат-ҫимӗҫе е историре йӗр хӑварнӑ ҫыннӑн ҫимӗҫне хатӗрлемелле пулнӑ. 4-мӗш класс шӑпӑрланӗсем малтанхи тапхӑрта тӑпӑрчӑпа симӗс суханран хуран кукли пӗҫернӗ. Ку ҫимӗҫе Александр Кумма тата Святослав Рунге ҫырнӑ "Ленивый вареник" юмахра асӑннӑ. Ачасем вулавӑша кайса Александр Невский кнеҫ мӗн ҫиме юратни пирки вуласа пӗлнӗ. Вӑл вир пӑтти тата пулӑ юратнӑ-мӗн. Конкурсра вӗсем ҫарӑк, йӳҫ кӑшман пирки те пӗлнӗ. Финалта чӑх какайӗнчен, хӑяртан тата грушӑран мӗн те пулин интересли хатӗрлеме ыйтнӑ. Шупашкар ачисем "Телей чечекне" хатӗрленӗ те жюри пайташӗсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Ҫапла вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |