Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «хисеплӗ вӗрентекенсемпе педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене» Вӗрентекен кунӗпе саламланӑ. «Вӗрентекен — професси кӑна мар, чун туртӑмӗ те. Шӑпах эсир анлӑ тавра курӑмлӑ та тарӑн пӗлӳллӗ ҫамрӑксене, ҫӗршывӑн пулас гражданӗсене ҫитӗнтеретӗр», — тенӗ Элтепер хӑйӗн саламӗнче. Республика вара «малашне те шкулсем тӑвас тата вӗсене ҫӗнетес, вӗрентӳ тытӑмне аталантарас, ӗҫре палӑрнисене пулӑшас тата педагог сумне ӳстерес тӗлӗшпе нумай ӗҫ» тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
gcheb-obraz.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ижевскри шкулсенчен пӗринче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн (унта пӗри пӑшалпа пырса кӗрсе темиҫе ачапа вӗрентекене персе пӑрахнӑччӗ тата амантнӑччӗ) пирӗн республикӑри шкулсенче те хурал ӗҫне вӑйлатма сӗннӗ. Шупашкарти шкулсенче ӗнертен, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, уйрӑм ҫыннӑн хурал организацийӗсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, инкеклӗ лару-тӑрура хӑйсене епле тытмаллине пӗлеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкарти шкулсенче видеосӑнав камерисем тата йӗрке хуралҫисене васкавлӑн чӗнсе илмелли кнопкӑсем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Садовый» микрорайонти хута каякан шкула туса пӗтермешкӗн тепӗр 188 миллион тенкӗ кирлӗ. Чӑваш Енри тӳре-шара РФ ҫутӗҫ министрӗн ҫумӗпе тӗл пулнӑ. Ун чухне РФ Правительствин резерв фондӗнчен хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку юлашки вӑхӑтра строительство материалӗсем хакланнипе ҫыхӑннӑ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, малтан шкул тума 1,2 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку шкула патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута яраҫҫӗ. Микрорайонти шкула 2022 ҫул вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ общежитисем пулӗҫ. Вӗсене 2024 ҫулччен туса пӗтермелле. «Университет» микрорайонта пурӑнакансем ҫакна хирӗҫ пулнӑ. Ҫапах ЧПУ общежитисем 9 тата 12 хутлӑ пулассине пӗлтернӗ. Унтан 13 тата 16 хутлисем пулассине каланӑ. Анчах прокуратура ҫакна хирӗҫленӗ. Халӗ ҫакӑ паллӑ: пӗр общежити 14 хутлӑ пулӗ, иккӗмӗшӗ – 17 хутлӑ. Пӗринче – 445 ҫын, иккӗмӗшӗнче 796 ҫын пурӑнмалла. Проект строительствине ырланӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре пӗтӗм шкул «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» анлӑ проектпа ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ эрни класс сехечӗпе пуҫланать, унта вара ачасене кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗп темӑсем шутӗнче — патриотизм, гражданлӑх, истори тӗрӗслӗхӗ, кӑмӑл-сипет, экологи тата ыт.те. Ҫак мероприятисене чӑвашла ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ заняти сценарийӗсене куҫарса хатӗрлессине хыпарланӑ. 1-2 классенче ирттермелли «Вӗҫме ӗмӗтленетӗп» класс сехечӗн сценарийӗ хатӗр те ӗнтӗ. Ҫав сценарире вӗренекенсене К.Э. Циолковский ӑславҫӑн тата ученӑйӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, Совет тата Раҫҫей ученӑйӗсемпе ӑсчахӗсен тата космонавчӗсен паллаштарас тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар хула администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 11-мӗш ача пахчин психолог-вӗрентекенӗ Анна Данилова «Ҫулталӑк воспитателӗ — 2022» конкурса хутшӑнать. Анна — ҫамрӑк воспитатель. Вӑл ача пахчинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 5 ҫул ҫеҫ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн талпӑнулӑхӗпе, ӑсталӑхӗпе палӑрма пултарнӑ, ҫав енсене тӗрлӗ конкурсра кӑтартса панӑ. Кӑҫал, авӑ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог-педагог» ята тивӗҫнӗ те ҫӗршв шайӗнчи конкурса Ярославль хулине тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Шкул-2025» проектпа килӗшӳллӗн 3 шкул хута ямалла: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫ поселокӗнче. Кӳкеҫри пӗлӳ ҫуртне ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Унта 825 ача валли вырӑн пулӗ. Шкул проектне питӗ хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗрех патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Шкула ҫитес ҫул тума тытӑнса 2024 ҫул вӗҫӗччен хӑпартса пӗтерме палӑртнӑ. Шкула хута яма Чӑваш Ен – 622,2 миллион тенкӗ, «ПроШкола» тулли мар общество 624,6 миллион тенкӗ хывӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
zivil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ача пахчисенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ районӗнчи «Юмах» 6-мӗш ача пахчин 10 ҫулхине уявланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ. Министр воспитательсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне ҫул ҫитменнисен учрежденине уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнипе саламланӑ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме, ачасен пултарулӑхне тата ӑс-хакӑлне аталантарма ача пахчи республика Элтеперӗн грантне – 200 пин тенке – тивӗҫнӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ учрежденире ача-пӑча агролабораторийӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Вӗсенче ачасем пӗчӗкрен тӗрлӗ опыт ирттереҫҫӗ, ӳсентӑран ӳстерме вӗренеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Паянхи кун республикӑри ача пахчисенче 9 агролаборатори уҫнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ – Шупашкарта, пӗри – Ҫӗрпӳри 4-мӗш ача пахчинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти икӗ вӑтам шкулта тата пӗр гимназире директорсем кирлӗ. Конкурс иртесси пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ. Директорсӑр юлнӑ вӗренӳ учрежденийӗсен йышӗнче — 18-мӗш тата 39-мӗш шкулсем, 4-мӗш гимнази. Пуҫлӑх тилхепине тытас кӑмӑллисен заявленийӗсене авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Директор пулас ӗмӗтлӗ кандидатсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персонала ертсе пырасси» енсемпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла, педагог пулса 5 ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ кандидатсемпе ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cheb.ruc.su сайтри сӑн Шупашкарти коопераци институтне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку должноҫе юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Антонова доцент йышӑннӑ. Унччен вӑл ҫак аслӑ шкулта вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен проректор пулнӑ. Елена Ивановна И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран - ют чӗлхесен факультетӗнчен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран юриспруденци факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кайран Шупашкарти коопераци институтӗнче аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Унччен институт ректорӗн пуканне Валерий Андреев йышӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |