Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Саранск хулинче «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑмпа килӗшӳллӗн Топ-100 списока кӗнӗ Раҫҫейри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан чи лайӑх вӗренӳ организацийӗсене чысланӑ.

Топ-100 списока Чӑваш Енри 5 вӗренӳ организацийӗ кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81537
 

Вӗренӳ

Тӗнче тетлӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ|Общество канашӗ) пабликра Шупашкар районӗнчи вӗренӳ заведенийӗсенчи лару-тӑру пирки паян икӗ пост вырнаҫтарнӑ. Пӗри пирки эпир маларах хыпарларӑмӑр-ха. Унта сӑмах Апашри шкул пирки пыратчӗ. Тепринче Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкул пирки каланӑ.

Пост авторне ӗненсен, шкул столовӑйӗ ыран ӗҫлемӗ, ҫавӑнпа уроксем 30 минута ҫеҫ тӑсӑлӗҫ тесе хыпарланӑ-мӗн.

Столовӑй ӗҫлеменнин сӑлтавӗ вара поварсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Шкул автобусӗсем те йӗркелллӗ ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Виҫӗ автобусран пӗри ҫеҫ ҫӳрет.

 

Вӗренӳ
vk.com/kugesionline страницӑран илнӗ скриншот
vk.com/kugesionline страницӑран илнӗ скриншот

Шупашкар районӗнчи Апашри шкулта икӗ автобусран пӗри кӑна ачасене турттарать. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паян пӗлтернӗ.

Пост авторӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ шкул автобусӗнчен пӗри кӑна хутланӑран ачасен транспорт чылай вӑхӑт кӗтме тивет.

Пост авторӗ шкул столовӑйӗнчи апат пахалӑхне те хурласа ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл шкулта укҫа пухаҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.

Поста вуланисенчен пӗри, Ольга Владимировна ятлӑ хӗрарӑм, шкула хӳтӗлесе ҫырнӑ. Вӑл: «Ачӑра машинӑпа турттарӑр е маршруткӑпа ҫӳретӗр», — тесерех касса татнӑ. Ӗҫ тетрачӗсене ывӑл-хӗрне ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те йӗркеллӗ япала тесе хирӗҫленӗ.

 

Вӗренӳ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пулас йӗрке хуралҫисене вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.

«Правӑна сыхлас ӗҫ-хӗл» специальноҫпа икӗ ушкӑн вӗренме тытӑннӑ.

Колледжра пулас полицейскисене хатӗрлеме тытӑнма республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви пулӑшнӑ.

Малтанласа пӗр ушкӑн кӑна йӗркелеме шухӑшланӑ. Анчах 25 ача вырӑнне 50 ҫамрӑк йӗрке хуралҫи пулма вӗренме кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара колледжра икӗ ушкӑн йӗркеленӗ.

 

Вӗренӳ
mobillegends.net сайтри сӑн
mobillegends.net сайтри сӑн

Шупашкарти пӗр шкул юсав ӗҫӗсене пула авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫӑлайман. Вӑл - 4-мӗш лицей.

Унта юсав ӗҫӗсем ҫулла пуҫланнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗлӳ ҫуртӗнче хушма ӗҫсем тупӑннӑ. Ҫавна май вӑл Пӗлӳ кунӗнче ачасене йышӑнайман.

Ҫакна кура авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 331-мӗш маршрута кӗске ҫулпа ҫӳреттерме пуҫлӗҫ. Кӑна ачасем 12-мӗш шкула ӗлкӗрччӗр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81328
 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян - Пӗлӳ кунӗ, ачасемпе вӗрентекенсен уявӗ. Анчах республикӑра педагогсем ҫитмеҫҫӗ. 260 ваканси пур. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви.

Ытларах математика, ют чӗлхе, вырӑс чӗлхипе литературин, физика, физкультура учителӗсем кирлӗ. Тулли мар кун ӗҫленӗшӗн 5889 тенкӗ тӳлеме хатӗр. 15279 тенкӗпе танлашакан шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ нумай.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://forum.na-svyazi
 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисене урокра телефонпа усӑ курма чарӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама вӗсене ирӗк парӗҫ.

Ҫӗнӗ санитари правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, уроксенче карас телефонӗсемпе усӑ курма юраманни пирки ҫӗршывӑн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов палӑртса хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81314
 

Вӗренӳ
ocdod74.ru сайтри сӑн
ocdod74.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре шкул ачисен туризмне аталантарасшӑн. Пирӗн регион ку енӗпе сӑнав проектне хутшӑнать.

Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем республикӑра ҫулҫӳреве тухӗҫ. Унта 5-9-мӗш классем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗтӗмпе 3 пин ытла ачана суйлӗҫ, кашнине 7 пин тенкӗлӗх туризм путевки парӗҫ. Ку укҫана патшалӑх уйӑрӗ, ашшӗ-амӑшӗн нимӗн те тӳлемелле мар.

Проекта олимпиада призерӗсем, ҫӗнтерӳҫисем, нимеҫӗсем, тӗрлӗ конкурсра мала тухнисем, Пушкин тата Географи диктантӗнче, «Сӑр чикки» патриотлӑх проектӗнче палӑрнисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑх енчен хавшак, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансем путевкӑна тивӗҫме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81255
 

Вӗренӳ

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫывхарать, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вара математика учителӗ ҫук. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушано Аликово» (чӑв. Элӗкри сас-хура) ушкӑнра та ҫак специалиста шыраҫҫӗ.

Палӑртмалла: ҫак шкул 2014, 2015, 2016 тата 2017 ҫулсенче Раҫҫейре чи лайӑх пӗлӳ ҫурчӗсен ТОПне кӗнӗ. Вӑл республикӑри чи ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1854 ҫулта уҫнӑ. 1934 ҫултанпа вӑл вӑтам шкул шутланать.

 

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче, республикӑра вӗрентекенсен август конференцийӗ пулнӑ чухне, виҫӗ муниципалитета шкул автобусӗсем панӑ. Телейлисен йышне Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел тата Вӑрмар районӗсем кӗнӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче автобус кивви вырӑнне ҫӳреме пуҫлӗ. Малтанхи 11 ҫул каяллахиех пулнӑ. Ҫӗнӗ автобусра, киввипе танлаштарсан, лармалли вырӑн та нумайрах.

Ҫак транспортсене 16 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 55 шкул автобусӗ килсе ҫитмелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ...133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть