Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсем вӑя кӗрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, шкул ачисем финанс пӗлӗвне ӑса хывӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫакнашкал уроксем пулӗҫ. Уроксем 9-11-мӗш классенче иртӗҫ. Республикӑра пӗтӗмпе 22 пин ача ҫак темӑна итлесе ларӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уроксене Финанс министерствин ӗҫченӗсем ирттерӗҫ. Ытти ҫӗрте вара – вырӑнти администрацисен финанс пайӗн ӗҫченӗсем, централизациленӗ бухгалтерире тӑрӑшакансем. Ҫавӑн пекех ку енӗпе нимеҫӗсемпе экспертсене чӗнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫамрӑксем, ҫав шутра чӑвашсем те, IT-специалиста вӗренсе тухсан Мускавра ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Кашни тӑваттӑмӗш. Ыйтӑма шкул ачисем хушшинче ирттернӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пысӑк тупӑш пирки ӗмӗтленет. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан ӳсекен ӑрӑвӑн ҫав енӗпе ыйтӑмӗ 1,5 хут ӳснӗ. Ачасен шухӑшӗпе «Кейсистемс» компани ҫу уйӑхӗнче кӑсӑкланнӑ. Ыйтӑма вӑл Чӑваш Енри 48 шкулти (ҫав шутра Кӳкеҫри, Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсенче) 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ. Унта 4 пин те 795 шкул ачи хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
psplusworld.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫулсерен вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарать. Нумаях пулмасть 20 пин тенке 3 педагог тивӗҫнӗ. Шупашкар администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хавхаланӑва Шупашкарти 1-мӗш шкулти Анна Егорова, 24-мӗш пӗлӳ ҫуртӗнчи Ирина Орлова, 45-мӗш шкулти Наталия Кадыкова тивӗҫнӗ. Сӑмах май, пултаруллӑ ҫамрӑксем, 35 ҫултан иртменнисем, ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫмешкӗн документсем тӑратма пултараҫҫӗ. Вӗсене авӑнӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Республикӑра кӗҫех «Ҫулталӑкри вӗренекене» суйлӗҫ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 17-мӗшӗнче вӗҫленет. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртет. Пӗрремӗшӗ ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 2-мӗшӗччен пулӗ. Куҫӑн мар майпа иртекенскере вӗренекенсен электронлӑ почтӑна документсене ярса памалла. Авӑнӑн 7-17-мӗшӗсенче чи маттуррисене номинацисенче палӑртӗҫ, лауреатсемпе ҫӗнтерӳҫӗсен ятне калӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ ача республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Республикӑра 5 ҫулта 247 яхӑн шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ. Пӗлтӗр 53 шкула ҫӗнетнӗ. Кӑҫал тата ҫитес ҫул 31 шкула юсама палӑртнӑ. Ҫитес ҫул хушма укҫа пулсан 22 шкула ҫӗнетӗҫ. 2024-2025 ҫулсенче 141 шкулта тӗплӗ юсав ирттермелле. Ҫапла майпа 5 ҫулта республикӑра кивӗ шкулсем юлмалла мар. Хальлӗхе 119 шкул тӗлӗшпе экспертиза хатӗр. Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Комсомольски районӗсенчи 9 шкул документацине ҫеҫ экспертизӑна халӗ те яман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cheb.ru cӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Мускаври цифра технологийӗсен «Академия ТОР» пӗтӗм тӗнчери колледжӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Вӑл пысӑк квалификациллӗ IT-специалистсене уйрӑмах кирлӗ тата малашлӑхлӑ енсемпе вӗрентсе кӑларӗ. Колледжра ҫак направленисемпе вӗренме пулать: программа хатӗрлесси; компьютер графики тата дизайнӗ. Программӑра кирлӗ мар ытлашши программӑсем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫамрӑксем хӑйсене ӗҫре кирлӗ пулакан предметсене ҫеҫ ӑша хывӗҫ. Курссене хатӗрлекенсем ӗҫ рынокне кура актуаллӑ пӗлӳ пама шантараҫҫӗ. Преподавательсем — IT-индустрири профессионалсем. Вӗсем практика задачисене хӑнӑхтарӗҫ. Колледж Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗнче (348-мӗш офис) вырнаҫнӑ. Телефон: 8 (8352) 566–077. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра ҫил-тӑвӑл алхаснӑ чухне шкулсем шар курнӑччӗ. Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсенче пурӑнакансем тӑкак тӳснӗ. Шар курнӑ 7 шкултан 5-шӗ – Комсомольски районӗнче: Хырхӗрри, Урмаел, Хирти Сӗнтӗр, Чӗчкен, Асанкасси шкулӗсем. Вӗсенче юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ, пӗлӳ ҫурчӗсем вӗренӳ ҫулне хатӗр. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче те юсаса пӗтернӗ. Канаш районӗнчи Шелттем шкулӗнче вара хальлӗхе ӗҫсем пӗтмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«На связи» сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хушма пӗлӳ паракан уйрӑмӑн заведующийӗ кӑшӑлвирусран шар курнӑ ҫынсене професси пӗлӗвӗ памалла пулнӑ. Ҫакна федераци хыснинчен уйӑрнӑ грант укҫипе пурнӑҫламалла пулнӑ. Анчах 2020 ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче вӑл ӗҫленӗ пекки ҫеҫ тунӑ. Ун патӗнче вӗренекен ҫынсем чӑннипе унта ӑс пухман та. Ҫапла вӑл Раҫҫей хыснине 147 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧПУ сайтӗнчи сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 студенчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Студентсен стартапӗ" конкурса хутшӑнса 1-ер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ку укҫапа хӑйсен бизнес проекчӗсене аталантарӗҫ. Сӑмах май, конкурсра 650 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ҫав йыша пирӗн ентешсем те лекнӗ. Гранта вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студентки Елена Астраханцева, экономика факультетӗнче вӗренекен Анна Мишина, химипе фармацевтика факультечӗн студенчӗ Александр Новиков, ЧПУн Улатӑрти филиалӗнче вӗренекен Евгения Тюрюшова ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пани тата ачасем. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» тунӑ сӑн Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте Виталий Яковлев кинологпа паян тӗлпулу иртнӗ. Вӑл хӑй пӗччен ҫитмен, пӗрле Пани ятлӑ йытта илсе пынӑ. Кинолог ачасемпе тӗл пулнӑ май вӗсене йытӑсем пирки кӑсӑклӑ япаласем каласа панӑ. Ачасем ҫак чӗрчунсем Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче мӗнпе пулӑшни пирки, паянхи кулленхи пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен пӗлнӗ. Шкул ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсене уйрӑммӑн Пани пирки каласа пани кӑсӑклӑ пулнӑ. Виталий Иванович акӑ мӗн каласа панӑ: Пани сисӗмлӗ те чӑтӑмлӑ, вӑр-вар пулнипе полицейскисем преступленисене уҫса параҫҫӗ, вӗсене тӑвасран вӑхӑтра чараҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансене тытаҫҫӗ. Йытӑ ачасене хӑйӗн хӑш-пӗр ӑсталӑхне те кӑтартса панӑ. Лагере ҫӳрекенсене паянхи тӗлпулу кӑмӑл кайнӑ. «Ҫӗнтерӳ хаҫачӗ» вӑл нумайлӑха асра юлӗ тесе шантарса калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |