Вӗренӳ
![]() Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ. Ҫынсем панӑ ыйтусенчен пӗри – шкулсен строительстви. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул 4 шкул тума пуҫлӗҫ. 2023 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти «Университет» микрорайонта шкул уҫӑлмалла. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул тӗп хулари «Лента», «Акварель» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче пӗлӳ ҫурчӗсем тума тытӑнӗҫ. «Радужный» тата «Солнечный» микрорайонсенче ку тӗлӗшпе йывӑртарах. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Радужный» микрорайонта шкул валли уйӑрнӑ лаптӑк лайӑхах мар. «Солнечный» микрорайонта та ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе ыйтусем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() infourok.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ятне «халӑх асӗнче упраса хӑварас, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас» тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ регионсен шайӗнчи «Хусанкай вулавӗсем − 2022» фестиваль йӗркеленӗ. Йӗрелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль дистанци мелӗпе иртет. Унта вӗрентекенсем тата тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеоматериалсене заявкӑпа пӗрле кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.gle/qisaVTN4DHTRYp6s6. Фестиваль тӳлевлӗ иртет: вӗрентекенсен 305 тенкӗ тӳлемелле, ачасен − 100 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне 2021 ҫулта тытма хатӗрленесси» семинар ирттернӗ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли меслетлӗхпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илнӗ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетнӗ, шкул ачисен экзамента пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекен учительсен ҫӗршыв шайӗнчи XV ӑсталӑх-класӗ иртнӗ. Мероприятин куҫӑн тапхӑрне Чӑваш Енри вӗрентекен те лекнӗ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти В.А. Верендеев ячӗллӗ вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Варюхина. Унччен педагог чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен Раҫҫейри ӑсталӑх-класне 2007 ӳлтанпа ирттереҫҫӗ.Ҫӗршывӑн тӗрлӗ реионӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗрентекенсем унта пӗр-пӗринпе курса калаҫма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cytovir.ru сайтри сӑн Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров шкул ачисем хӗллехи каникула маларах каяссине пӗлтернӗ. Каникул раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра 88 вӗрентекен тата шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Елчӗк районӗнчи пӗр шкул тата 51 класс карантинра. ОРВИпе тата ОРЗпа чирлекенсен йышӗ нумай: 10,5 пин шкул ачине ҫапла диагноз лартнӑ. 90 класс карантинра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Наталья Разгудаева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатинче «Лучшие няни России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх няня (ача пӑхакан) конкурс иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗнчи финала ҫӗршыври 17 няня тухнӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Енри ача пӑхакан хӗрарӑм та пулнӑ. Вӑл — Ҫӗмӗрлери Наталья Разгудаева. Хӗрарӑм асӑннӑ хулари «Рябинушка» (чӑв. Палан) 16-мӗш ача пахчинче воспитательте ӗҫлет. Конкурса ҫӗнтерсе вӑл гран-прие тивӗҫнӗ, ҫӗршыври чи лайӑх няня ята ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Николай Каргин. ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн тилхепине Николай Каргина тыттарнӑ. Коллектива унпа ӗнер паллаштарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансемпе республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулнӑ. Колледж директорӗн пуканӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Виктор Горбунов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне суйланнӑ, унта вице-спикер пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Горбунов колледж директорӗнче икӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫленӗ. Николай Каргин Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. Маларах вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. |
Вӗренӳ
![]() amurnews.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Садовӑй микрорайонти шкула каярах хута ярассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавна строительсем тата хулари тӳре-шара строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Благовещенский тата «Университетский-2» микрорайонсенчи ача пахчисене тӑвассипе те йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Малтан асӑннӑ микрорайонти объекта 60 процент таран хатӗрлесе ҫитернӗ, ӑна подрядчик 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче хута ярасшӑн. «Университетский-2» микрорайонтине кӑҫал ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ, анчах ӑна килес ҫулхи кӑрлачсӑр та хута яраймӗҫ. |
Вӗренӳ
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари Садовӑй микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ шкул строительстви йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавна строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Объект хакӗ, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 500 миллион тенкӗ хаклӑрах кайса ларӗ. Шкула 1650 ача вӗренмелӗх тума тытӑннӑ. Ҫурт 4 блокран тӑрӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗн классем вӗренмелли блока подрядчик раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртать. Вӗренӳ учрежденине килес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. |
Вӗренӳ
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш литературине вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсем пичетленсе тухнӑ. «Литература вулавӗ» кӗнекене 1-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. «Чӑваш литератури» кӑларӑма 5-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӑл 7 темӑран тӑрать. Кӗнеке авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова, редакторӗ – Н.В. Вечеркина. 6-мӗш классем валли пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш литератури» вӗренӳ пособийӗн авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова. 7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» кӗнекене «Тӗрлӗ халӑх литератури чӑвашла янӑрать» пай та кӗнӗ. 10-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» кӑларӑма А.Ф. Мышкина пухса хатӗрленӗ, редакторӗсем – В.Н. Алексеев, А.Г. Майорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |