Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх. Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗнӗ шкулсем хута яма палӑртнӑ. Тӳре-шара хӑш тӑрӑхра шкул тӑвас ыйтӑва татса парас тесе ачасем мӗн чухлӗ ҫуралма пултарнине тишкернӗ. Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче ҫӗнӗ шкул тума тытӑннӑ. Унта 108 ача валли вырӑн пулӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче шкул ҫумӗнче 120 ача валли пристрой тума палӑртнӑ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 вырӑнлӑ шкул уҫӑлмалла. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1600 вырӑнлӑ шкул уҫӑлнӑ. Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайнӑ, ача пахчи валли пристрой тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() сайтри сӑн ЧР Вӗренӳ министерстви тата Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратури рейд ирттернӗ. Ведомство специалисчӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӗрӗслев ирттернӗ. Ку шкулта тӗрӗслев унччен те пулнӑ-ха. Ун чухне апатлану рационӗ Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюпа килӗшсе тӑман. Ку кӑна мар, порцисен йывӑрӑшӗ е пӗчӗкрех пулнӑ, ҫимӗҫсем ҫинче тивӗҫлӗ маркировка лартман. Ун чухне шкул ертӳлӗхне, общество апатланӑвӗн предприятине штрафланӑ. Шкулта татах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене йӑлтах пӗтерменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр ҫинче маркировка пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑххӑрмӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» вӗренӳпе вулав кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл 3700 экземпляр тиражпа пичетленнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ. Редакторӗ – Алина Майорова. «Тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӑвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗренме палӑртнӑ», – тесе пӗлтернӗ умсӑмахра. Пӗтӗмпе кӗнекере сакӑр пысӑк пай. «XXI ӗмӗрти чӑваш литератури» пайра, сӑмахран, вӗренекенсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ. Кӑларӑм вӗҫне литература ӑнлавӗсен сӑмахсарӗ вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑри шкулсенче пулас инженерсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пысӑк предприяти, ИТ-компанисен ертӳҫисемпе, университет ректорӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Электротехника кластрӗ валли ҫулталӑкра 400 яхӑн пысӑк квалификациллӗ специалист кирлӗ. Ҫавна май шкул ачисен хушшинче техника профессисене анлӑ сарас тӗлӗшпе ҫитес ҫултан республикӑри 10 шкулта инженери класӗсем пулӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, профориентацие 7-мӗш класранах вӗрентӗҫ. Тен, инженери класӗсенче ӗҫлекен вӗрентекенсен шалӑвӗ пысӑкрах пулӗ. Хальлӗхе ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() turbo/ural-meridian.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗнче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ шкулта сивӗ пулни пирки тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне шкул котельнӑйӗнче тӑватӑ котелтан иккӗшӗ ӗҫлемен. Ҫавна май шкул ачисем сивӗ классенче вӗреннӗ. Раштавӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗр котелне ӗҫе кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмсенчи сывлӑш температури 17 градуса ҫитнӗ. Анчах ку та требованисемпе килӗшсе тӑмасть. Мӗншӗн капла пулса тухнӑ-ха? Хутса ӑшӑтмалли сезона япӑх хатӗрленнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарасси пирки те шутлаҫҫӗ. Паянхи куна илес тӗк, шкулта пӳлӗмсенче ӑшӑ, батарейсем вӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Земство учителӗ» программа пирки илтсен Ольга Шарикова ӗҫлеме пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса кайма хаваслансах килӗшнӗ. Хӗрарӑм республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программӑпа пирӗн республикӑри тӑватӑ шкулта учительсем кирлӗ пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем. Ольга Шарикова заявка панӑ та Муркаш районӗнчи Юнкӑри шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерте 10 ҫул ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх университечи филологи факультетӗнчен 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑскерӗн опычӗ пур. Шупашкартан ӗҫе ҫӳреме йывӑр тет вӑл. Халӗ ҫул ҫинче унӑн 40 минут иртет. Кӗҫӗн классемпе ӗҫлеме уйрӑмах килӗштерет. Вӗсем чӗрӗ, ют чӗлхене юрӑ-сӑвӑ урлӑ хаваслансах вӗренеҫҫӗ. «Земство учительне» 1 миллион тенкӗ панӑ. Пӗр суйланӑ шкулта ҫав укҫашӑн 5 ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ. Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те. Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем каллех парта хушшине ларнӑччӗ. Кашӑлвирус алхаснӑран вӗсен вӗренӗвне инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗччӗ. Онлайн-мелпе вӗрентме аслӑ классенче ӑс пухакансене тытӑннӑччӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑриоперштаб эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине ӗнентерет. Шкул ачисем кӑшӑлвируспа чирлесси пӗр эрнере икӗ хут чакнӑ-мӗн. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 127 ача ковидпа чирленине шута илнӗ пулсан, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ун пеккисен йышӗ 67-пе танлашнӑ. Ку цифрӑсене республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем парта хушшине раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ларӗҫ. Студентсем тепӗр эрне килтенех вӗренӗҫ. Хушма пӗлӳ паракан организацисем те хальлӗхе ӗҫлеме тытӑнмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() one-school.ru сайтри сӑн 2014 ҫултанпа 11-мӗш класра вӗренекенсем раштав уйӑхӗнче, пӗрремӗш юнкунӗнче, сочинени ҫыраҫҫӗ. Ку вырӑс чӗлхипе ППЭн пӗр пайӗ шутланать. Кӑҫал пандемие пула сочинение каярахпа ҫырӗҫ. Ҫӗнӗ расписание РФ Ҫутӗҫ министерствипе пӗрле Рособрнадзор ҫирӗплетнӗ. Унпа килӗшӳллӗн 11-мӗш класра вӗренекенсем пӗтӗмлетӳ сочиненине 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫырӗҫ. Ҫавӑн пекех хушма кунсене те палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тата ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Ун чухне сочинени ҫырса «зачет» илменнисем тата экзамена тӗрлӗ сӑлтава пула килейменнисем пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |