Вӗренӳ
stihi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӗрентекенсем «Земство учителӗ — 2021» федераци программине кӑҫал та хутшӑнайӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ программа пӗлтӗр вӑя кӗнӗччӗ. Аякри ялсенче вӗрентекенсем ҫитменнине кура ку программӑна кӑҫал та тӑсас тенӗ. «Земство учителӗ» программӑна хутшӑнас текенсем валли zemteacher.apkpro.ru сайт ӗҫлесе кайнӑ. Унта ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче вӗрентекенсем кирли таранах пӗлме пулать. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 16-30-мӗшӗсенче ӗҫе вырнаҫас кӑмӑллисене суйлӗҫ, унтан, ҫу уйӑхӗн 1-15-мӗшӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Вӗсемпе шкулсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшччен килӗшӳ тумалла. Миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен куҫарса парӗҫ. Федераци программине лекес текенсен 55 ҫултан аслӑ пулмалла мар, вӗсен педагог опычӗ кирлӗ тата ӗҫ вырӑнӗнчен 50 километртан кая мар инҫерех пурӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ. Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх. Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗнӗ шкулсем хута яма палӑртнӑ. Тӳре-шара хӑш тӑрӑхра шкул тӑвас ыйтӑва татса парас тесе ачасем мӗн чухлӗ ҫуралма пултарнине тишкернӗ. Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче ҫӗнӗ шкул тума тытӑннӑ. Унта 108 ача валли вырӑн пулӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче шкул ҫумӗнче 120 ача валли пристрой тума палӑртнӑ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 вырӑнлӑ шкул уҫӑлмалла. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1600 вырӑнлӑ шкул уҫӑлнӑ. Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайнӑ, ача пахчи валли пристрой тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
сайтри сӑн ЧР Вӗренӳ министерстви тата Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратури рейд ирттернӗ. Ведомство специалисчӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӗрӗслев ирттернӗ. Ку шкулта тӗрӗслев унччен те пулнӑ-ха. Ун чухне апатлану рационӗ Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюпа килӗшсе тӑман. Ку кӑна мар, порцисен йывӑрӑшӗ е пӗчӗкрех пулнӑ, ҫимӗҫсем ҫинче тивӗҫлӗ маркировка лартман. Ун чухне шкул ертӳлӗхне, общество апатланӑвӗн предприятине штрафланӑ. Шкулта татах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене йӑлтах пӗтерменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр ҫинче маркировка пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑххӑрмӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» вӗренӳпе вулав кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл 3700 экземпляр тиражпа пичетленнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ. Редакторӗ – Алина Майорова. «Тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӑвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗренме палӑртнӑ», – тесе пӗлтернӗ умсӑмахра. Пӗтӗмпе кӗнекере сакӑр пысӑк пай. «XXI ӗмӗрти чӑваш литератури» пайра, сӑмахран, вӗренекенсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ. Кӑларӑм вӗҫне литература ӑнлавӗсен сӑмахсарӗ вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Республикӑри шкулсенче пулас инженерсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пысӑк предприяти, ИТ-компанисен ертӳҫисемпе, университет ректорӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Электротехника кластрӗ валли ҫулталӑкра 400 яхӑн пысӑк квалификациллӗ специалист кирлӗ. Ҫавна май шкул ачисен хушшинче техника профессисене анлӑ сарас тӗлӗшпе ҫитес ҫултан республикӑри 10 шкулта инженери класӗсем пулӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, профориентацие 7-мӗш класранах вӗрентӗҫ. Тен, инженери класӗсенче ӗҫлекен вӗрентекенсен шалӑвӗ пысӑкрах пулӗ. Хальлӗхе ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
turbo/ural-meridian.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗнче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ шкулта сивӗ пулни пирки тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне шкул котельнӑйӗнче тӑватӑ котелтан иккӗшӗ ӗҫлемен. Ҫавна май шкул ачисем сивӗ классенче вӗреннӗ. Раштавӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗр котелне ӗҫе кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмсенчи сывлӑш температури 17 градуса ҫитнӗ. Анчах ку та требованисемпе килӗшсе тӑмасть. Мӗншӗн капла пулса тухнӑ-ха? Хутса ӑшӑтмалли сезона япӑх хатӗрленнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарасси пирки те шутлаҫҫӗ. Паянхи куна илес тӗк, шкулта пӳлӗмсенче ӑшӑ, батарейсем вӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Земство учителӗ» программа пирки илтсен Ольга Шарикова ӗҫлеме пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса кайма хаваслансах килӗшнӗ. Хӗрарӑм республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программӑпа пирӗн республикӑри тӑватӑ шкулта учительсем кирлӗ пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем. Ольга Шарикова заявка панӑ та Муркаш районӗнчи Юнкӑри шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерте 10 ҫул ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх университечи филологи факультетӗнчен 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑскерӗн опычӗ пур. Шупашкартан ӗҫе ҫӳреме йывӑр тет вӑл. Халӗ ҫул ҫинче унӑн 40 минут иртет. Кӗҫӗн классемпе ӗҫлеме уйрӑмах килӗштерет. Вӗсем чӗрӗ, ют чӗлхене юрӑ-сӑвӑ урлӑ хаваслансах вӗренеҫҫӗ. «Земство учительне» 1 миллион тенкӗ панӑ. Пӗр суйланӑ шкулта ҫав укҫашӑн 5 ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ. Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те. Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |