Вӗренӳ
syktsu.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсене студентсене медицина маскисемпе кӗртӗҫ. Кун пирки «Новости» информаци агентстви пӗлтерет. Анчах пурте маскӑпа ҫӳремӗҫ. Организмра антитела пур тӑк маска тӑхӑнмасан та юрать. Ку студентсене те, вӗрентекенсене те пырса тивет. Медицина маскисемпе аслӑ шкулӑн тивӗҫтермелле. Ҫавӑн пекех лекци вуланӑ чухне вӗрентекенӗн медицина маскине хывма юрать. Ют ҫӗршывран, «хӗрлӗ зонӑран» килнӗ студентсене вара уйрӑмах сӑнӗҫ. Вӗсен карантинра 14 кун ларма, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ пама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ. Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
admkrai.krasnodar.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре химипе тата обществознанипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Химипе 805 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 113-шӗ ППЭне «иккӗлӗх» ҫырнӑ. 137 ҫын 81 балран ытларах пухнӑ. 16 ҫын вара ыйтусене пурне те тӗрӗс хуравласа 100 балл илейнӗ. Обществознанипе 2366 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 289-шӗ чи сахал балл та пухайман, 457-шӗ экзамена «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. 7 ҫын ку предметпа 100 балл пухнӑ. Вӗсем Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Канашри 7-мӗш шкултан, Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкултан, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназирен, Шупашкарти 4-мӗш лицейран тата 5-мӗш гимназирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Вӑл район центрӗнчи «Колосок» (чӑв. Пӗчӗк пучах) 2-мӗш ача пахчинче юсав ӗҫӗ епле пынипе паллашнӑ. Паллашнӑ та тӗлӗннӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине юсассипе ҫыхӑннӑ документацие мӗнпур ӗҫе кӗртмен иккен. Ача пахчин ертӳҫи Эльвира Васильева ӗнентернӗ тӑрӑх, планпа палӑртнӑ ӗҫсен 80 процентне вӗҫленӗ. Чӳречесене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ылмаштарнӑ, ҫивиттине юсанӑ. Шыв тата канализаци пӑрӑхне ҫӗнетмелле, сантехникӑна улӑштармалла. Ҫав вӑхӑтрах алӑксене ылмаштарассине, кӗрсе тухмалли ҫула юсассине тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе шута илмен. Олег Николаев кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Ене вӗр ҫӗнӗ шкул автобусӗсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе 15 транспорт ҫитнӗ. Вӗсене республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе туяннӑ, 33,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ автобуссем ҫинче ГЛОНАСС тытӑмӗ, маяк тата тахограф пур. Ҫӗнӗ автобуссемпе киввисене улӑштарӗҫ, хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ маршрутпа ҫула тухӗ. Палӑртмалла: республикӑра 372 шкул автобусӗ, вӗсенчен 28-шӗ ачасене спорт тата массӑллӑ мероприятисене илсе ҫӳрет. Ыттисем 13 пин ытла ачана 1379 ялтан шкулсене турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар хулинче шкул тума килӗшекен строительство организацине шыраҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнас текенсем пур пулӗ-ха, анчах укҫана бюджетран тӳленӗ чух подрядчика конкурс ирттерсе палӑртмалла. Конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лыдыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Сӑмах «Садовӑй» микрорайонти вӗренӳ учрежденийӗ пирки пырать. Шкул 1650 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна тусан асӑннӑ микрорайонта пурӑнакансен шкул ыйтӑвӗ татӑласса шанать сити-менеджер. Контрактӑн малтанхи хакӗ — 1 миллиард та 92 миллион тенкӗ. Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
culture.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем мӗнле вӗренӗҫ? Ара, пандемие пула ҫуркунне дистанци мелӗпе ӑс пухма пуҫларӗҫ-ҫке-ха. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем унчченхи пекех парта хушшине ларӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Малтанах ведомство авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасене йӑлана кӗнӗ линейкӑна пухасшӑн пулман. Паллах, ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ вара урӑхларах палӑртнӑ: эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулсан линейка иртӗ. Ачасем унчченхи пекех вӗренӗҫ, парта хушшине ларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал шкул урати урлӑ ярса пуснисемшӗн халӗ питех те яваплӑ вӑхӑт. Пурнӑҫ ҫулӗ шкул вӗренсе пӗтернӗ чух экзамен епле тытнинчен те килет. Ҫавӑнпа та патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кашниех лайӑх тытма ӑнтӑӑлать. Чӑваш Енре физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 1481 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 4,36 проценчӗ, е 65 ача, чи пӗчӗк бала та пухайман. Шкул пӗтерекен 140 ача (9,45 процент) 81 балран ытларах илнӗ. Истори предмечӗпе кӑҫал 673 ача патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 23-шӗ чи пӗчӗк балл та илеймен. Экзамена хутшӑннисенчен 119-шӗ (17,68%) 80 балл ытла пухнӑ. Физикӑна 100 баллӑх пӗлнине пӗр ача кӑтартнӑ, историе — виҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. 2020 ҫулта математикӑпа (профиль шайӗнче) Чӑваш Енри 3274 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 217-шӗ (6,6 проценчӗ) чи пӗчӗк балл та пухайман. 279 ҫамрӑк (8,5 процент) 80 ытларах балл пухнӑ. Математикӑна пирӗн республикӑри 6 ача питӗ лайӑх пӗлет. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ача экзамена 100 баллӑх тытнӑ. Вӗсем – Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренекенсем. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнисенчен иккӗшӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 2-шӗ – 2-мӗш лицейра вӗреннӗ, тепӗр иккӗшӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |