Вӗренӳ
Ҫӗрпӳ хулинче ача пахчи тӑвассипе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Хула сарӑлса пынӑ май шӑпӑрлансем валли ку учреждени кирлине ӑноанма пулать. Строительсем епле тӑрӑшнипе паллашма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян вырӑна тухса кайнӑ. Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ ача пахчи 240 вырӑнлӑх пулӗ. Халӗ объектра 60-а яхӑн ҫын тӑрӑшать тесе пӗлтернӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗнче. Вӗсем пӗрремӗш хутри ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Плитка хума пуҫӑннӑ. Вентиляци тытӑмне вырнаҫтарассипе ӗҫ пырать. Урамра та тимлесех тар тӑкаҫҫӗ. Ӑшӑ пӑрӑхӗсене хураҫҫӗ, ҫутӑ кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ача пахчине шыв кӗртес, канализаци пӑрӑхӗсене хурас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. 240 вырӑнлӑх ача пахчин строительствине раштавӑн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫитес ҫул республикӑри вӗренӳ аталанӑвӗ валли хыснаран 16,2 миллиард тенке пӑхса хунӑ. Ҫак укҫаран 4 шкул, 9 ача пахчи хута ярӗҫ – ку тӗллевпе 1,3 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ. Халӗ Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрӳ пырать. Ӑна ҫитес ҫул уҫӗҫ. Ҫавӑн пекех Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкул алӑкӗсене уҫӗ. 2020 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра, Муркаш районӗнчи Кашмашра шкулсем тума пуҫлӗҫ. Шупашкарта, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Элӗкре ача пахчисене хута яма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри пилӗк вӗренӳ заведенийӗ Мускав укҫине илӗ. Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерствин грантне выляса илес тесе ҫӗршывӑ тӗрлӗ регионӗнчи 786 вӗренӳ заведенийӗ заявка тӑратнӑ. Веенчен 503-шне суйласа илнӗ хыҫҫӑн гранта юрӑхлисене палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енри виҫӗ техникумпа икӗ колледж. Мускав укҫине, 206,055 миллион тенке, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Канашри педагогика колледжӗ, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗ пайлӗҫ. Тупрана учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти техникум, сӑмах май, икӗ йышши грант ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 37,05 тата 47,6 миллионшар тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта «Арҫури» авторне халалласа урок ирттернӗ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Михаил Федоров ҫуралнӑранпа 171 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 8 класс ачисем чӑваш литература урокӗнче «Арҫури» поэмӑна тепӗр хут аса илнӗ, ӑна тишкернӗ. Юра Николаев поэма сыпӑкне пӗр-пӗр артистран кая мар вуласа пани А.М. Николаева вӗрентекене те, класри тантӑшӗсене те тыткӑнланӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Чӑваш Республикин картти ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ Сӗтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялне шыраса тупнӑ. «Арҫури» юмахлатнӑ поэмӑн авторӗ 1848 ҫулта ҫуралнӑ та 1904 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Чӑрӑшкассисем «Арҫури» хайлав тӑрӑх ӳкернӗ сюжетсем пирки те тӗплӗ каласа панӑ, композиципе стильне тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн доценчӗн ӗҫне Раҫҫейре пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмахӑмӑр — педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, педагогика ӗҫченӗсен професси аталанӑвӗн кафедрин доценчӗ Людмила Васильева пирки. Унӑн «Регионализация дошкольного этнохудожественного образования» (чӑв. Шкул ҫулне ҫитменнисен этнохудожество вӗрентӗвне региона кура йӗркелесси) ӗҫӗ «Языки и культура народов России: сохранение и развитие» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем тата культури: сыхласа хӑварасси тата упрасси) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ. Ӗҫсене номинацисемпе суйласа илнӗ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Раҫҫейӗн 51 регионӗнчи 110 практика. Людмила Васильева Канашри педагогика училищинче (1973-1976 ҫулсенче), Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче, асӑннӑ аслӑ шкулӑн аспирантуринче, Мускаври патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2018 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрмар районӗнчи Антонина Юнатанова воспитатель «Воспитатель года России» (чӑв. Раҫҫейри ҫулталӑк воспитателӗ) конкурсӑн финалне хутшӑнать. Ӑмӑртӑва чӳк уйӑхӗн 17-сменче Мускав облаҫӗнчи Красногорск хулинчи Примаков ячӗллӗ гимназире савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Конкурсӑн финалне регионсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем, пурӗ 79 ҫын, пырса ҫитнӗ. Антонина Юнатанова Вӑрмар районӗнчи «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. 2004 ҫулта вӑл Узбекистанри Ферганӑри ӳнер коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ куҫӑнсӑр майпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи «Шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогики тата психологи» факультетра ӑс пухать. Виҫӗ ача амӑшӗ фетртан тата тутӑртан пуканесем ӑсталама юратать. Скрипкӑпа калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Китайри Гуйчжоу провинцире Вырӑс чӗлхи вӗренмелли центр уҫӑлнӑ. Тепӗр специалистсем каланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине пӗлекенсем китай чӗлхине те ӑша хӑвӑрт хываҫҫӗ. Центр уҫма И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Делегацире Владимир Иванов ректор, аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх тата инноваци ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, шкул ҫулне ҫитменнисен, коррекци педагогикин тата психологи факультечӗн деканӗ Игорь Кожанов пулнӑ. ЧППУ Гуйчжоури педагогика университечӗпе килӗштерсе ӗҫлет. Чӑваш Енри ҫак аслӑ шкулта пӗлӳ илекенсем Китайри асӑннӑ аслӑ шкулта стажировка ирттереҫҫӗ. Гуйчжоу провинцийӗн тӗп хулинчи, Гуйянти, 10-мӗш вӑтам шкулта та пулнӑ делегаци. Унта та килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене йышӑннӑ. Правительство ҫуртне тӗрлӗ ыйтупа ҫичӗ ҫын ҫитнӗ. Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Надежда Степанова Ямпай ялӗнчи ачасеншӗн чунӗ ыратнипе Шупашкара пынӑ. Михаил Васильевича вӑл Ямпай ачисен Вӑрмарти шкула ҫуран ҫӳреме тивнине кулянса та кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ачасен чукун ҫул тата кӗпер урлӑ каҫма тивет. «Шкул автобусӗ пирӗн яла ҫул япӑх пирки пыраймасть», — тенӗ хастар хӗрарӑм, 2 ача амӑшӗ. Михаил Игнатьев Ямпай ялӗсене лӑплантарнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 15 шкул автобусӗсем тата илсе килмеллине пӗлтернӗ. Пурӗ 15 автобус ҫитӗ. Ҫавсенчен пӗрне Вӑрмар районӗнчи ачасене шкула илсе ҫӳрме уйӑрӗҫ. Ҫула та ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ. Диктанта Раҫҫейри субъектсенче тата чикӗ леш енче 11 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Акцие Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ. Палӑртмалла: вӑл Раҫҫейре тӑваттӑмӗш ҫул иртет. Заданире 30 ыйту пулӗ. 20-шӗ – пурин валли те, 10-шӗ кашни субъектра уйрӑлса тӑрӗ. Ҫак задание пурнӑҫлама 45 минут параҫҫӗ. Мӗнпур ыйтӑва хуравласан 100 балл пухма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |