Вӗренӳ
Патӑрьел район администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула 70 ҫул каялла, 1950 ҫулта, уҫнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗлӳ ҫурчӗ халӗ те ӗҫлет, унта халӗ 9 класра 74 ача вӗренет. Икӗ хутлӑ ҫурт конструкцийӗ самаях кивелнӗ, стенасем юрӑхсӑра тухнӑ, тимӗр тӑрӑ тутӑхнӑ. Спорт тата акт залӗсем ҫук. Патӑрьел район администрацийӗ «Ҫеҫпӗл» ача пахчи ҫумне (ӑна 1989 ҫулта хута янӑ) пристрой тума сӗнет. Ҫурта икӗ пая уйӑрасшӑн, пӗринче пуҫламӑш классем вӗренмелле, тепринче – икӗ ушкӑнлӑ ача пахчи. Унта спортзал та пулмалла. ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна ырланӑ. Пристроя кӑҫал тума тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш класа каякансен ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Шӑнкӑравсене вӗренӳ управленийӗнче 23-42-45, 23-42-53 телефон номерӗсемпе ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» кӑрлачӑн 29-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Пӗрремӗш класа каякан ачасене Шупашкарта кӑҫалтан «Е-услуги. Образование» (чӑв. Е-пулӑшусем. Вӗрентӳ) сервис урлӑ ҫырӑнтараҫҫӗ. Хӑш кун ҫырӑнасси хӑш микрорайонта пурӑннинчен килет. Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Калинин районӗнчи шкулсене (пурӗ 18 вӗренӳ организацийӗ) ҫырӑнма май килӗ; кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче — Ленин районӗнчи шкулсене; кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче — Мускав районӗнчи шкулсене; нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен — хулари мӗнпур шкула. Территорие пӑхмасӑр пӗр-пӗр шкула суйлас текенсен заявленийӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене вырӑн пуррине кура илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсем те «Земство шкулӗ» программӑна хутшӑнайӗҫ. Аса илтерер: программӑна хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчен _ _news/24059.html|йышӑнма пуҫларӗҫ__. Хутсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви «Земский учитель» (чӑв. Земство учителӗ) пӗтӗм Раҫҫейри информаци порталне ӗҫлеттерсе янӑ. Унта педагогсем хӑйсене валли ӗҫ шыраса тупайӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ ӗнер Чӑваш Енри шкулсенчи вакансисене тишкерчӗ. Ҫав вӑхӑтра порталта пурӗ тӑватӑ ваканси ҫеҫчӗ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен кирлӗ тесе кӑтартнӑ, унти 1-мӗш вӑтам шкула — физика учителӗ, Муркаш районӗнчи Юнкӑри тата Турайӗнчи шкулсене — акӑлчан чӗлхи учителӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
rosmetod.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсем, хальхинче техникумсемпе колледжсем, Раҫҫейре чи лайӑх лайӑххисен йышне лекнӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви 2019 ҫулта ҫӗршывра кадрсене епле хатӗрленин мониторингне хатӗрленӗ. Топ-500-е Канашри транспортпа энергетика техникумӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗ, Самарти ҫул-йӗрӗн патшалӑх университечӗн Улатӑрти филиалӗ лекнӗ. Мониторинга хатӗрленӗ чухне вӗренӳ ӗҫне, вӗренсе тухакансен пӗлӳ шайне, учрежденисен инфраструктурине, финанспа экономика ӗҫ-хӗлне, кадрсене, вӗренсе пӗтернисем профессипе ӗҫе вырнаҫнине тата ытти хӑш-пӗр ҫавӑн пек критерие шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
bashinform.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри пур регионта та «Ялти вӗрентекен» программа вӑя кӗнӗ. Малашне яла ӗҫлеме каякан учительсене 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Ҫак шута хула евӗр ялсем те (пурӑнакансен йышӗ 50 пинрен сахалрах тӑк) кӗреҫҫӗ. Ку программӑпа 55 ҫула ҫимтен вӗрентекенсем усӑ курма пултарӗҫ. Ялта ӗҫлеме кӑмӑл тунисен шкула заявка памалла, конкурс суйлавӗ валли документсене тӑратмалла. Заявкӑсене, паянтан, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
gazetauzao.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри шкул ачисем 125 тенкӗ грант ҫӗнсе илме пултарӗҫ. Ӑна математика, информатика тата цифра технологийӗсен предмечӗсене тӑрӑшса вӗренекенсем тивӗҫӗҫ. Конкурс «Цифра экономики валли – кадрсем» проектпа килӗшӳллӗн иртет. Гранта вӗренӳре пысӑк кӑтартусем тунӑ, олимпиадӑсенче тата ытти конкурсра ҫӗнтернӗ е призер пулнӑ ачасене, профиль предметсемпе ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттернӗ маттур шӑпӑрлансене парӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал гранта 850 шкул ачи тивӗҫмелле. Документсене Пӗрлехи патшалӑх услугисен порталӗнче онлайн мелпе яма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри районсенче 15 шкул автобусӗ панӑ, вӗсемпе шкул сумкакне такӑрлатакан ачасене илсе ҫӳрӗҫ. ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ распоряженире палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче икшер автобус лекнӗ. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсене, Улатӑр, Канаш тата Шупашкар хулисене пӗрер транспорт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти виҫӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх учрежденисен йышне кӗнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ хыпарлать. Шупашкарти 19-мӗш, 128-мӗш тата 205-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри ертсе пыракан тӗп учрежденисем» Пӗрлехи наци реестрне кӗнӗ. Ҫак йыша хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан учрежденисем кӗрееҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак реестра регионта социаллӑ пӗлтерӗш ҫӗнсе илнӗ, ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх туйӑмӗ парас ӗҫе тӳпе хывнӑ ача пахчисемпе шкулсем лекме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
2021 ҫӳл тӗлне Чӑваш Енри ача пахчисенче черет пулмӗ. Ҫапла шантараҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче. Асӑннӑ ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулта (2012-2021 ҫулсенче) пирӗн тӑрӑхра 71 ача пахчи хута ямалла. Вӗсенче 12 пин те 920 ачалӑх вырӑн пулӗ. Ача пахчисене тума 8 миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла. 2021 ҫул вӗҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах ачасен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене лекес тесе черет кӗтме тивмӗ. Халӗ ҫак тӗллеве 26 районпа хуларан 16-шӗнче пурнӑҫлама май килнӗ. 2012-2018 ҫулсенче 8 пин вырӑнлӑх 47 ача пахчи хута янӑ. Кӑҫал та ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлнӑ. Килес ҫул Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗрер, Шупашкарта 6 ача пахчи хута яма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кану кунӗсене Мусквара ирттерӗ. Йыш гастроле Юхма Мишши пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белая шубка для Зайчонка» спектакльпе кайӗ. Ҫула тухма театр «Путешествие в Рождество» (чӑв. Сурхуринчи ҫулҫӳрев) фестивале хутшӑннӑ май кайма тивӗҫнӗ. Чӑваш пуканисем ҫула кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2 тата 5-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Зеленоград хулинче спекталь кӑтартӗҫ, ытти чухне — Мускаври уҫӑ лапамсенче. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн гастролӗ кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Гастрольет Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Кокшина, Артем Барабанов, Екатерина Захарова, Елизавета Павлова, Юрий Теренин артистсем тата Павел Яргунин сасӑ операторӗ пулӗҫ. Мускава илсе каякан спектакле 2015 ҫулта лартнӑ. Премьерӑна Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин юбилейне халалланӑ. Юхма Мишшине чӑваш пукане драматургине пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ театрта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |