Вӗренӳ
Пушӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен республикӑра маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ пулнӑ. Вӑл мӗнлерех иртнӗ? Ку ыйтӑва тӳре-шара сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов палӑртнӑ тӑрӑх, ППЭ тапхӑрӗ йӗркеллех иртнӗ, пӑлӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май килнӗ. Малтанхи тапхӑрта 260 ытла ҫын хутшӑннӑ, пӗтӗмпе 675 экзамен тытнӑ. Ҫапах экзаменсен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулман мар. Тӗслӗхрен, хими экзаменӗнчен пӗр ҫынна кӑларса янӑ. Вӑл йӗркене пӑснӑшӑн унӑн кӑтартӑвӗсене шута илмен. 260 ытла ҫынран 123-шӗ экзаменра чи пӗчӗк балл та пухайман. 51 ҫын 80 баллӑх тытнӑ, пӗр ҫын вара 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Акан 19-мӗшӗнче республикӑри чи лайӑх вӗрентекене палӑртнӑ. Тӳрех каласа хӑварар: муниципалитет тапхӑрне 700 педагог хутшӑннӑ, вӗсенчен 129-ӗшӗ финала тухнӑ. Республика конкурсӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» ята Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ Ольга Физер тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри воспитатель» вара – Вӑрмар районӗнчи «Родничок» ача пахчин воспитателӗ Антонина Юнатанова. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Ирина Иванова илнӗ. «Ҫулталӑкри психолог» - Канашри транспортпа энергетика техникумӗн вӗрентекенӗ Дина Мифтахутдинова, «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Шупашкарти 27-мӗш шкулти Наталья Иванова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Ангелина Антонова ҫӗнтернӗ. Чи лайӑх педагогсем республика чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫентерӳҫӗсене Элтепер премине параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсем Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки ТАСС хыпарлать. Ҫӗршыври кашни федераци округӗнчен 20-шер шул лекнӗ. Пӗтӗмпе – 160 пӗлӳ ҫурчӗ. Чӑваш Енрен вара ку списока ултӑ шкул лекнӗ. Шупашкарти 3-мӗш лицей инженерипе техника енӗпе 42-мӗш вырӑнта, топ-300 ссписокра – 51-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей медицина енӗпе ӗҫлекен шкулсен йышӗнче 19-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Шупашкарти 2-мӗш лицей медицина енӗпе танлаштарӑмра – 34-мӗш, топ-300 списокра 94-мӗш. Шупашкарти 1-мӗш гимнази топ-300 списокра 164-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази чи лайӑх 300 шкул йышӗнче 196-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Шупашкарти 44-мӗш лицей вара чи лайӑххисен йышӗнче 278-мӗш йӗркере вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пуш уйӑхӗнче Роспотребнадзор специалисчӗсем Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнче тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май шкула виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ку шкулта 100 ытла ача вӗренет. Вӗсене вӑхӑтлӑха кӳршӗ ялсенчи шкулсене турттарӗҫ. Арапуҫ шкулӗнче апатлану блокӗнче стени нӳрелнӗ, тӑррипе иккӗмӗш хут хушшинче кӑвакарнӑ вырӑнсене тупнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене пӗрремӗш е иккӗмӗш апат ҫеҫ панӑ, менюра салат, пылак ҫимӗҫ пулман. Апат-ҫимӗҫе вара ятарлӑ документацисӗр упранӑ. Пуҫламӑш классен тата информатика пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗксӗр, сӗтел-пукан вара ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑман. Ҫак ҫитменлӗхсемшӗн шкул директорне 29 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, повара – 1,2 пин тенкӗлӗх. Вӑрмар районӗн сучӗ Арапуҫ шкулӗн ӗҫӗ-хӗлне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманшӑн 90 талӑклӑха чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн финалне камсем хутшӑнӗҫ-ха? Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республика шайӗнчи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӗрентекенсем класс сехечӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Жюри «Уҫӑ дискусси» конкурсӑн финалне хутшӑнма чи лайӑх 7 ҫынна суйланӑ. Вӗсем Раҫҫейри хальхи вӗренӳ тӗнче аталанӑвӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни, электронлӑ шкул малашлӑхӗ пирка калаҫнӑ. «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» конкурс лауреачӗсем пиллӗкӗн пулса тӑнӑ: Шупашкарти 1-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Татьяна Ильина, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнчи акӑлчан учителӗ Александр Кузьмин, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти ют чӗлхесен педагогӗ Константин Мартемьянов, Елчӗк шкулӗн акӑлчан чӗлхин вӗренеткенӗ Екатерина Сергеева, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхи учителӗ Ольга Физер. Вӗсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен» ята илессишӗн тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн 1-мӗш вӗренӳ корпусне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче проектпа смета документцине хатӗрлеме аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хакӗ – 4 748 423 тенкӗ. Ку ҫурт – истори пӗлтерӗшлӗ, ӑна 1957 ҫулта хӑпартнӑ. Корпусӑн фасадне сӑрламалла, карнизсене, колоннӑсене, скульптурӑсене ҫӗнетмелле. Корпуса кӗмелли тӗп тата хушма алӑксене те ҫӗнетмелле, никӗсне ҫирӗплетмелле. Тӑррине йӑлтах улӑштарма палӑртнӑ. Кивӗ чӳречесене те ҫӗнетӗҫ, кӑритурта тата хӑш-пӗр аудиторире косметика юсавӗ тӑвӗҫ. Пурнӑҫламалли ытти ӗҫ тата пур. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, пӗтӗмлетӗве акан 25-мӗшӗнче тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал Чӑваш Енри мӗнпур ачаран ҫуррине ытла, тӗрӗсрех 65 процентне, каникулти пушӑ вӑхӑтра усӑллӑ канма май туса парӗҫ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов республика хыснинче 100 пин ытла ача валли кӗмӗл пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура вӑл бюджетран 470 ытла миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ. Профиль сменӑшӑн путевка хакӗ 16 464 тенкӗ пулӗ, сиплев путевки – 14 962 тенкӗ. Кӑҫал профиль сменӑсене пурӗ 16 уҫма палӑртнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 1 пин ытла ача канӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире тӑракан ачасене те манма хушман. Ун пеккисен 20 процентӗнчен кая мар йышне ҫуллахи вӑхӑтра кантарма май тупмалла. Ҫапла хушнӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенчен пӗринче учитель ачана пӑвнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи видеона кура пӗлтернӗ. Шкулти пӑтӑрмаха видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑтӑрмах Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗнче физика вӗрентекен арҫын ачана пӑвнӑ имӗш. Сӑмах вӑйӗ ҫитеймен енне алла ирӗке яракан вӗрентекен ятне те ҫырнӑ. Ролик 12 ҫеккунтлӑхскер ҫеҫ иккен те, пӑтӑрмах умӗн мӗн пулса иртни паллӑ мар. 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче асӑннӑ шкулта пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухне кадет клссӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче «МР 512» пневматика винтовкинчен те пенӗ. Ӑмӑрту умӗн столовӑйӗнче 11-ти хӗрача тантӑшне астумасӑр лектернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пӗтем Раҫҫейри «Раҫҫейри шкул умӗнхи чи лайӑх 100 учреждени» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Лайӑх хыпар Чӑваш Ене те ҫитнӗ: Шупашкарти икӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх ача пахчисен йышне кӗнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари 205-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» номинацире лауреатсен дипломне тивӗҫнӗ. Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар хулинчи 136-мӗш ача пахчи «Шкул умӗнхи вӗренӗве пысӑк пахалӑхпа панӑшӑн» номинацире лауреат пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла. Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |