Вӗренӳ
Ҫулла Шупашкарти шкулсенче вакансисем пурри пирки, ертӳҫӗсемпе педагогсене шырани ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ пӗтӗмлетӳ паллӑ. Шел те, икӗ лицей халӗ те директорсӑр ӗҫлет. Бауман урамӗнче вырнаҫнӑ 44-мӗш лицейра ертӳҫӗ шыраса икӗ хутчен те конкурс ирттернӗ, анчах ҫӗнтерӳҫе ниепле те палӑртайман. 3-мӗш лицей те ертӳҫӗсӗр-ха. Унта малтан ку тивӗҫе Ирина Полбенникова пурнӑҫланӑ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн конкурс ирттересси пирки пӗлтермен-ха. Унччен Афанасьев урамӗнчи 2-мӗш шкулта та директор пулман. Халӗ ку пукана Марина Михалёва йышӑннӑ. Вӑл унччен те унта директор пулнӑ. Мир проспектӗнчи 33-мӗш шкула Луиза Григорьева ертсе пырать. Палӑртмалла: Шупашкарти 5 ача пахчи валли те ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Хальлӗхе 15-мӗш, 30-мӗш, 35-мӗш, 88-мӗш, 146-мӗш ача пахчисенче заведующи ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Татьяна Андреева Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чи лайӑх педагогсене суйлаҫҫӗ. «Учитель года России – 2018» (чӑв. Раҫҫей вӗрентекенӗ — 2018) конкурс пырать. Ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен суйланнӑ чи чаплӑ педагогсем, тӗрӗсрех, вырӑнсенчи конкурссенче палӑрнисем, темиҫе тапхӑрпа ӑмӑртӗҫ. Малтан — куҫӑн мар мелпе, кайран — куҫӑн. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш куҫӑн тур Питӗрти 56-мӗш академи гимназийӗнче пулӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче палӑрӗ. Чӑваш Енрен Раҫҫейри конкурса Шупашкарти 12-мӗш шкулта ӗҫлекен Татьяна Андреева хутшӑнать. 33-ри хӗрарӑм конкурс саманчӗсемпе тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллаштарсах тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Питӗр хулине вӑл ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кадет корпусне уҫнӑ самант Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хавхаланса та шавласа, хавасланса та хитре сӑмах каласа Шупашкарта Атӑлҫин федераци округӗнчи Чӑваш кадет корпусне уҫрӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ пулӑма республика шайӗнчи тӳре-шара ҫеҫ мар, хӗрлӗ хӑйӑва тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасене чӗнсех касрӗҫ. Малтанласа кадетсене вӗренӳ сборӗ тесе Крыма тата Пермь хулине ӑсатрӗҫ. Анчах Ҫӗнӗ кадет корпусӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче те ачасем вӗренме тытӑнман иккен. Вӗсене ҫывӑрса пурӑнмалли корпуса паян вырнаҫтармалла пулнӑ имӗш. Анчах ку вӑхӑта каяраха куҫарнӑ иккен. Кадетсен ашшӗ-амӑшне вӗсен ывӑл-хӗрне инҫет вӗренӳ мелӗпе ӑс-тӑн парасси пирки систернӗ-мӗн. Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗнчен швабра туянма та укҫа пухаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул хута яма палӑртнӑ. Тӗплӗ юсав управленийӗ патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ Шупашкарти шкулсен йышӗнче чи пысӑкки пулӗ. Унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫурт виҫӗ хутлӑ пулӗ, тӑватӑ блокран тӑрӗ. Пӗрремӗш блок – пуҫламӑш классен, унта уйрӑм алӑкран кӗрӗҫ. Иккӗмӗш блокра вӑтам тата аслӑ классем вӗренӗҫ, апатлану блокӗ, акт залӗ вырнаҫӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра музей, архив тата скульптура мастерскойӗ пулӗҫ. Тӑваттӑмӗш блокра спортзал, пӗчӗк тата пысӑк бассейнсем, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душевой тата туалет, гимнастика залӗ вырнаҫӗҫ. Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, аукцион юпан 12-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 878 910 840 тенкӗ. Шкула 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӑхавсенчен пӗри Шупашкарти кадет корпусӗнче вӗренекенсемшӗн ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн малтанхи кунӗсем Пермьре тата Крымра пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кадетсене унта сбора илсе кайрӗҫ: 5-7-мӗш классене — Крыма, 8-11-мӗшсене — Перме. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пермьре ачасенчен хӑшӗсем хӑйсен воспитательне кӳреннӗ. Вӑл вӗсене тӗксе янӑ, усал сӑмахпа ятланӑ, япӑх сӑмахсемпе кӳрентернӗ имӗш. Йывӑра илнӗскерсем Пермьри тата Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене ҫӑхавланӑ. Воспитатель алӑ ҫӗклени тата сӑмахпа кӳрентерни пирки пӗлтернисен шутӗнче Чӑваш Енри сумлӑ та укҫаллӑ вырӑнсенче тар тӑкакан пуҫлӑхсен ывӑлӗсем пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РФ Вӗренӳ министерстви шкулти паллӑсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Паллӑсен системине улӑштарасси пирки вӗренӳ сообществипе пӗрре мар канашланӑ, ҫавӑнпа Раҫҫейри вӗренӗве аталантаракан Общество палати ку тӗлӗшпе ҫынсен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ. Хальлӗхе пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче паллӑсене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. 10-11-мӗш классем пирки калаҫу пулман. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Общество палатин сайтӗнче ыйтӑм пуҫарнӑ. Ку ыйтӑва РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче ҫӗкленӗ. Ыйтӑма авӑнӑн 25-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Раҫҫей Общество палатин сайтне кӗрсе эсир те сасӑлама пултаратӑр. Пилӗк баллӑ шкалана пӑрахӑҫлас ыйтӑва педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ чылай ҫул сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакна хирӗҫ, хальлӗхе шкул кун валли хатӗр мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 2-мӗш шкула Совет Союзӗн Геройӗн Виталий Уроковӑн ятне панӑ. Распоряжение Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Виталий Уроковӑн ячӗпе Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шӑмӑршӑри урамсем хисепленеҫҫӗ. 1967 ҫулта Шӑмӑршӑра палӑк-бюст уҫнӑ, 2005 ҫулта Ҫӗмӗрлере Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ. Виталий Уруков Чӗмпӗр кӗпернинче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Виталий Иванович пуҫ хунӑ. Ӑна ҫав ҫулах ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 651-мӗш шкулта, ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай ача ӑс пухать: 1750 вӗренекен. Пӗлӳ ҫуртне вара проектпа килӗшӳллӗн 825 ача валли хӑпартнӑ. Икӗ сменӑпа вӗренмелле ан пултӑр тесе Социализм урамӗнчи 17-мӗш «а» ҫурта, унччен каҫхи шкул пулнӑ здание, ҫак пӗлӳ ҫуртне пама йышӑннӑ. Ӑна малтан юсаса ҫӗнетмелле. Ҫак тӗллевпе аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 88 015 820 тенкӗ. Здание 1963 ҫулта хӑпартнӑ. Унта тумалли ӗҫ пайтах: корпуса юсамалла, чӳречесене, урая, алӑксене улӑштармалла, стенасемпе маччана сӑрламалла… Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура суя диплом сутакансене тупса палӑртнӑ. Тата тӗрӗсерех каласан, ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче хыпарлакансене. Вӗренни ҫинчен калакан хута сутса илме юраманнине шута илсе надзор органӗ Шупашкарти Ленин район судне тухнӑ. Тавӑҫра вӑл диплом сутакан сайтӑн страницин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Халӗ суд ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем те суя диплом сутаканснее ырламан, диплом сутассине хыпарлакан страницӑна хупмалла тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Ун валли 10 кун кирлӗ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр енӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаламасан суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗрет. Тӳре йышӑнӑвӗ вӑя кӗрсен прокуратура Роскомнадзора ҫитме палӑртать. Унта вӑл хайхи диплом сутакан сайтри страницӑна хупма ыйтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Е.Исаева тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей студенчӗсен парачӗ иртӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ ҫамрӑксене студентсен ретне йышӑнӗҫ. Парад Республика тӳремӗнче 13 сехет ҫурӑра старт илӗ. Студентсен колоннисем утсан официаллӑ пай пуҫланӗ. Ҫамрӑксем тупа туса студентсен ретне тӑрӗҫ. Мероприяти концертпа вӗҫленӗ. Унта студентсем юрлӗҫ, ташлӗҫ. Сӑмах май, студентсен пӗрремӗш парачӗ Мускавра 2002 ҫулта иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӑл 13 ҫул иртнӗ, ҫулсерен унта 45 пин ытла студент пухӑннӑ. 2017 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен те парада хутшӑнма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |