Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм ҫӗршыври «Чаплӑ интернет» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулӑн информатика вӗрентекенӗ Игорь Чернов лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, шкулпа ҫыхӑннӑ проектсен конкурсне хальхинче вӗренӳ тытӑмӗнчи интернет-технологисене халалланӑ. Вӗрентекенсемпе шкул ачисем конкурса хӑйсем ӑсталанӑ сайтсене, сайт пайӗсене, халӑх тетелӗнчи пӗрлешӳсемпе ушкӑнсене, компьютерпа кӗсье телефонӗ валли шухӑшласа кӑларнӑ сарӑмсене, ӑс-тӑна аталантаракан вӑйӑсене ярса панӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 180 проект ҫитнӗ.

Конкурса пӗтӗмлетнӗ май тӑватӑ ҫӗнтерӳҫе тата ҫичӗ лауреата палӑртнӑ. Шупашкарти вӗрентекен Игорь Чернов 9-мӗш класс ачисене информатика экзаменне тӗплӗ хатӗрленме май паракан сарӑмпа палӑрнӑ.

 

Вӗренӳ
Алексей Свеклов. Vk.com сӑнӗ.
Алексей Свеклов. Vk.com сӑнӗ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Питӗр хулинче «Раҫҫей — аталанма май паракан ҫӗршыв» ятпа иртнӗ форумра Шупашкар каччи Алексей Свеклов Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне Сергей Лаврова ыйту панӑ. Залра 1500 ытла ҫын пулнӑ. Кун пирки «Про Город» кӑларӑм хыпарлать.

Алексей Свеклов студент хайхи сумлӑ министр хӑй пӗлӗвне епле ӳстерсе пынипе тата юлашки вӑхӑтра мӗнле кӗнеке вуланипе кӑсӑкланнӑ. «Сергей Викторович манӑн ыйтӑва виҫӗ минут хушши хуравларӗ. Ӑна итленӗ май питӗ тӗлӗнтӗм — вӑл лӑпкӑн тата тӗплӗн хуравларӗ. Ыйтӑвӑм ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ, тӗнчипе паллӑ ҫын юлашки вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗлес килчӗ», — чуна уҫса каласа кӑтартнӑ Алексей Свеклов кӑларӑм корреспондентне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48516
 

Вӗренӳ

Паян депутатсен пӗр ушкӑнӗ РФ Патшалӑх Думине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухма сӗнӗҫ. Ҫак проект пуҫаруҫи – Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Борис Чернышов.

«Саккун проекчӗн тӗп шухӑшӗ – ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне йӑлӑхтарнӑ ППЭне пӑрахӑҫласси. Экзамен пӗлӗве тарӑнлатма пулӑшмасть, «дрессировка» ҫеҫ. Унчченхи экзаменсем патне таврӑнма сентӗмӗр», - тенӗ вӑл. ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе, ку саккун проекчӗ акӑ мӗншӗн кирлӗ: ППЭне хатӗрленнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн ачи валли репетитор тытма тивет, чылайӑшӗн вара кун валли укҫа ҫук. Кунсӑр пуҫне ППЭне пӑрахӑҫлани аслӑ шкулсене вӗренме кӗрекенсен шайне пӗлӗвне кура хаклама, чи маттур абитуриентсен суйласа илме май парӗ.

Анчах РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ППЭне пӑрахӑҫласси планра та ҫуккине темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ППЭре тахҫанах ҫырса илме пулмасть.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм (тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсенчен пӗринче вӑл 47-ре пулнине пӗлтернӗ, анчах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫулне ҫырман) диплом укҫалла ҫыртарма хӑтланса «кӗмӗлсӗр» юлнӑ.

Тӗпчев ӗҫне ҫырса пулӑшакана студентка тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Унта, чӑн та, тем сутса илекен те, тем сӗнекен те пур. Хӗрарӑм куҫ хывнӑ пӗлтерӳ авторӗ хӑйӗн ӗҫне 9 пинпе хакланӑ. Анчах малтан ҫур хакне тӳлемелле. Ҫапларах ыйтнӑ пӗлтерӳ авторӗ.

Диплом кирлӗ студентка турткалашса тӑман — укҫана кӑларса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫарса панӑ. Диплом ҫырма хатӗр ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ҫухалнӑ.

Улталаннине ӑнланса илнӗ студентка пакунлисем патне пулӑшу ыйтма вӗҫтернӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен хушшинче ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышӗнче Шупашкарти 44-мӗш лицей вӗренекенӗн Анастасия Стеньшинӑн проекчӗ те пур.

Вӑл хӑйӗн «Пластмасса савӑтсен хӑш-пӗр тӗсӗпе Ideonella sakaiensis бактерисен витӗмӗпе тепӗр хутчен ҫӗнӗлле усӑ курасси» проектне пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Ку проекта хатӗрлесе ҫитерме ӑна биологипе экологи вӗрентекенӗ Оксана Яковлева пулӑшнӑ. Вӗсем пластмасса савӑтсене Ideonella sakaiensi бактерисен витӗмӗпе ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемелли аппаратӑн модельне шухӑшласа кӑларнӑ. Хайхи проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май вӗсем ҫак аппарата ӑсталасшӑн. Проект тӗллевӗ вара — чӗрӗ организмсен витӗмӗпе пластмассӑран хӑвӑртрах урӑх япаласем тума вӗренесси.

 

Вӗренӳ
 «Kulibin.club» клуб пайташӗсем
«Kulibin.club» клуб пайташӗсем

Чӑваш Енри 10 команда паян каҫхи ултӑ сехет те 5 минутри пуйӑспа Мускава тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри X робототехника фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑслӑ ачасемпе ҫамрӑксен сумлӑ мероприятине Олег Дерипаскӑн «Вольное Дело» (чӑв. Ирӗклӗ ӗҫ) фончӗ ҫӗршывӑн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Стратегилле пуҫарусен агентсви пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Чӑваш Енрен Шупашкарти «Kulibin.club» клуба тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркне ҫӳрекенсем, Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти 61-мӗш, 27-мӗш, 39-мӗш шкулсенче, 1-мӗш гимназире, Канашри 11-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫула тухнӑ. Маларах вӗсем регионти фестивальте ҫӗнтернӗ. Делегацие «Kulibin.club» клубӑн ертӳҫи Зоя Рязанова ертсе пырать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

 

Вӗренӳ

Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази 1818 ҫулта уҫӑлнӑ. Ун чухне унта 15 ачана 1 вӗрентекен ӑс панӑ. Уҫӑлнӑ чухне вӑл чиркӳпе прихут училищи пулнӑ. Ҫулсем иртнӗ май учреждени ячӗпе статусне пӗрре мар улӑштарнӑ. Вӑл ӗҫ шкулӗ те, аслӑ пуҫламӑш училище те пулнӑ. 2000 ҫулта вара гимнази статусне илнӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫак пӗлӳ ҫуртне уҫнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ.

6 ҫул каялла хушма ҫурт тунӑ, нумай пулмасть тӗп здание те юсаса ҫӗнетнӗ. Кун валли республика хыснинчен 160 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫак пӗлӳ ҫуртӗнчен нумай паллӑ ҫын вӗренсе тухнӑ: Андрей Эшпай композитор, Иван Скворцов летчик, Леонид Серебренников контр-адмирал, Алексей Хохлов авиаконструктор.

Паянхи кун унта 500 ытла ача вӗренет. Гимназире робототехника, шахмат енӗпе кружоксем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18651
 

Вӗренӳ

Нарӑс уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ача-пӑча парламентне йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарни — «Вӗрентӗве аталантараси ҫинчен» республика программин «Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксем» ҫумпрограммипе килӗшӳллӗн пулнӑ утӑм.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ача-пӑча парламентне районти кашни шкултан пӗрер ача лекнӗ. Вӗсене малтанласа вӗренӳ учрежденийӗсенче суйланӑ.

Ача-пӑча парламенчӗн пӗрремӗш ларӑвне нумаях пулмасть пуҫтарӑннӑ. Ӑна Ҫамрӑк суйлавҫӑн кунне йӗркеленӗ, парламент пайташӗсемпе районти суйлав комиссийӗн ертӳҫи Н.В. Давыдова тӗл пулнӑ.

Ларура ачасем пӗр-пӗринпе паллашнӑ, ӗмӗт-шухӑшӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ача-пӑча парламенчӗн ертӳҫи пулма Кукашни шкулӗнчи Екатерина Коротковӑна суйланӑ. Парламентра — темиҫе комитет. Информаци енӗпе ӗҫлекеннине Урхас Кушкӑри Анна Григорьева ертсе пырӗ, йӗркелӳ енӗпе ӗҫлекеннине — Шуршӑлти Лариса Молярова, проект енӗпе ӗҫлекеннине — Хуракассинчи Николай Колесников.

 

Вӗренӳ

Республикӑри пилӗк хулара та виҫӗ районта шкулта ӗҫлекенсен шалу фондне пӗчӗклетӗҫ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларни пирки «Ман хула Шупашкар» портал пӗлтерет.

Ҫав хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр хулисенчи тата Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ районӗсенчи шкул ӗҫченӗсен шалу фончӗ пӗчӗкленӗ. Чи нумаййи Ҫӗнӗ Шупашкарсенне чакарӗҫ: 24,8 миллион тенкӗ. Ун хыҫӗнчен — Канаш (20,1 млн), Шупашкар (17,9 млн), Ҫӗмӗрле (5 млн), Вӑрнар районӗ (2,3 млн), Шӑмӑршӑ районӗ (997,5 пин) тата Улатӑр (770,7 пин).

Ҫав вӑхӑтрах республикӑра, пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен шалӑвӗн фончӗ 105,5 млн тенкӗ пысӑкланӗ. Пуринчен те ытларах вӑл Патӑрьел, Тӑвай тата Комсомольски районӗсен ӳсмелле.

 

Вӗренӳ

Паян Шупашкарти 48-мӗш шкула 30 ашшӗпе амӑшӗ пухӑннӑ. Вӗсем Комсомольски, Муркаш районӗсенчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшне виҫӗ аудиторие вырнаҫтарнӑ, бланксене мӗнле тултармаллине ӑнлантарса панӑ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем парта хушшине мӗн тӗллевпе ларнӑ-ха? Вӗсем паян вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ.

Кунашкал акци паян Раҫҫейри 50 регионта иртнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, экзамен умӗн ачасем мар, ытларах ашшӗ-амӑшӗ пӑлханать. Ара, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче кунашкал экзамен тытса курман вӗт. Ҫавӑнпа ҫакнашкал акци йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Йӗрклӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ лӑпланӗ, ачисем экзамен тытма кайнӑ чухне пӑлханмӗ.

Паллах, чӑн-чӑн экзамен ытларах тӑсӑлать. Ашшӗ-амӑшне вара сакӑр задание пурнӑҫлама ҫур сехет панӑ. Заданисенчен пӗри сочинени пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18527
 

Страницӑсем: 1 ... 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, [69], 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, ...133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть