Вӗренӳ
Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев паян чӑваш хастарӗсемпе тӗл пулчӗ — вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӗлпулӑва Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ. Виталий Петрович Станьяла пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхе шутӗнче урӑххине суйланӑ чухне ҫав ачасем чӑваш чӗлхи урокӗнче ахаль ҫапкаланса ҫӳренишӗн пӑшӑрханни пулчӗ. Юрий Николаевич ачасене вӑл вӑхӑтра тӑван ен культурине вӗрентесси пирки пӗлтерчӗ. Ку ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ четвӗртре вӑя кӗресси пирки каларӗ. Виталий Петрович шкул планӗнче акӑлчан чӗлхи урокӗсен йышӗ чӑваш чӗлхинчен нумайрах пулнишӗн пӑшӑрханса каларӗ. Вӗренӳ министрӗ унашкалли ниҫта та ҫукки пирки пӗлтерчӗ, ҫакна шкулсен сайчӗсенче вырнаҫтарнӑ вӗренӳ планӗнче лайӑх курма пултарнине каларӗ. Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫине чӑваш чӗлхи урокӗсенче нимӗнле паллӑ лартманни те канӑҫсӑрлантарать. Юрий Николаевич шантарнӑ тӑрӑх паллӑ лартаҫҫӗ. |
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ. Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн сочинени ҫырнӑ май 11-мӗш класра вӗренекенсене «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?», «Ҫын хуйхи ҫинче телей курма пулать-и?», «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?», «Халӑх шухӑшӗ тӗрӗс мар пулма пултарать-и?» ыйтусем сӗннӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ. Палӑртса хӑварар, пӗтӗмлетӳллӗ аттестаци раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 5458 ача хутшӑннӑ. Кӑҫал шкул пӗтерекенсен 99,7% сочинение ӑнӑҫлӑ ҫырса «зачет» илнӗ. Ӑна илеймен 16 ачан сочинение ҫитес ҫул тепӗр хутчен ҫырма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗн куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене биологи предметне вӗрентекен Мария Долганова унта «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригадисене йӗркелесси» проект тӑратнӑ. Чӑваш Енри вӗрентекенӗн проектне жюри пысӑк хак панӑ. Мария Долгановӑн ӗҫӗ 150 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. «Симӗс патруль» социаллӑ проектӑн тӗп тӗллевӗ – ҫамрӑксене хулари экологи лару-тӑрӑвне курма пулӑшасси. «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригади Шупашкарти экологие сахал мар витӗм кӳнӗ. Сӑмах май, конкурса Чӑваш Енрен пӗтӗмпе 38 проект тӑратнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫапла майпа пирӗн республикӑран тӑратнӑ ӗҫсемшӗн пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ грант панӑ. Пӗлтӗр конкурсра 4 проект ҫеҫ ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Патӑрьелти 1-мӗш шкула вӑхӑтлӑха хупни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта ачасем пневмонипе чирленӗ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулта та, Нӑрваш Шӑхальти пӗлӳ ҫуртӗнче те ҫак амака тупса палӑртни пирки хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкула ҫак чире пула карантина хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене, Нӑрваш Шӑхальти пӗлӳ ҫуртне те карантина хупнӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе 1500 ытла ача ӑс пухать. Халӗ вӗсене дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службин ертӳҫи Дмитрий Шаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫурчӗсене раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗччен хупнӑ. Палӑртса хӑварни пӑсмӗ: пневмони (ӳпке шыҫҫи) тӗрлӗ микроорганизма пула – бактерисем, вируссем, кӑмпасем – пула амаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Роза Власова сӑн ӳкерчӗкӗ Паян, Конституци кунӗнче, ҫӗршывӗпех Пӗрлехи йышӑну кунӗ ирттерчӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин паян Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем премьер-министрпа шкул ыйтӑвне хускатнӑ. Аса илтерер, кивӗскере кӑҫал хупнӑччӗ. Ачасене шкул автобусӗпе ҫывӑхри Муркаш тата Ҫатракасси шкулӗсене автобусӗпе турттараҫҫӗ. Кашмашсене республика Правительствин ертӳҫи 2022—2023-мӗш шкулсенче тума палӑртнине пӗлтернӗ. Анчаз кашмашсем унчсен кӗтесшӗн мар иккен, вӗсем шкула ҫитес ҫул тутарасшӑн. Республикӑран кайнӑ тӳре-шарана 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул вӗренме юрӑхлӑ тесе каласа ӗнентерме хӑтланакансем те тупӑннӑ. Иван Моторин кашмашсене яла пырса шкула тепре хаклама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫамрӑксем ытларах хӑш аслӑ шкула суйлаҫҫӗ? Нумаях пулмасть «Социаллӑ навигатор» проект хатӗрленӗ. Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул ҫамрӑксем ытларах суйлакан учрежденисен наци танлаштарӑмне лекнӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне кӑҫалхи кӑтартусене шута илнӗ. Танлаштарӑмра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ 37-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Ӑна ҫамрӑксем ытларах гуманитари енӗпе суйлаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе вара Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 32-мӗш йӗркене лекнӗ. Классика университечӗсен йышӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ 67-мӗш вырӑнта. Аслӑ шкулсене мӗнле майпа хакланӑ-ха? Чи малтанах аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсене ӗҫлемешкӗн направлени панине шута илнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухакансен 91,9 проценчӗ ӗҫе вырнаҫнӑ, ЧППУра – 73,1 процент, ЧПУра – 24,1 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Муркаш районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи 6-мӗш фестиваль-конкурс иртрӗ. Хӑнасене 2-мӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑх кӗвви-юррине ӑша хывма тӑрӑшать. Юрӑ-ташӑ илемлӗхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулӑшать. Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасен умӗнче Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрӗ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертӳҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлӗх ертӳҫи ертсе пынипе 4-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ. Тури чӑвашсен калаҫӑвӗ, ҫӑварни вӑййисем пурне те кӑмӑла кайрӗ. Фестивале хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн хӗрӳ самант пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакан вунӑ вӗрентекен те урока питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Калайкасси шкулӗнче ӗҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мӗш класра «Предложенин тӗп тата кӗҫӗн членӗсем» темӑпа урок пачӗ. |
Вӗренӳ
Шупашкарти тӑватӑ ача пахчи Раҫҫейри «Хисеп кӗнеки» реестра лекнӗ. Унта кӗртме вӗсене республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ иккен. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе ҫулсерен йӗркелекен «Книга Почета» (чӑв. Хисеп кӗнеки) реестрта кӑҫал — Шупашкарти 7-мӗш, 19-мӗш, 182-мӗш тата 201-мӗш ача пахчисем. Реестр ҫынсене хӑйсен тӑрӑхӗнчи: районти, хулари, регионти, ҫӗршыври — чи лайӑх предприяти-организаципе, учрежденипе паллаштарма кирлӗ тесе ҫырнӑ унӑн официаллӑ сайтӗнче. «Хисеп кӗнеки» реестрта патшалӑхӑн, муниципалитетӑн тата уйрӑм ҫынсен организацийӗсем, предприятисемпе учрежденисем. вӗсен филиалӗсем вырӑн тупнӑ. Анчах пурте мар. Экономика тӗлӗшӗнчен ҫирӗпписем тата социаллӑ пӗлтерӗшлисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Молодой учёный Дмитрий Кирьянов. Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, пуҫаруллисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме Раҫҫей шайӗнче грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Халӗ республикӑра «Ҫулталӑк аспиранчӗ — 2017» конкурс пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви тата республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ аспирантсене пулӑшас, вӗсен хавхаланӑвне ӳстерес тата ӑсталӑхне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Енре пурӑнакан, аслӑ шкулсен аспирантуринче пӗлӗвне тарӑнлатакан е унтан кӑҫал вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен конкурса гумантари, техника тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен енӗпе наука ӗҫӗсем ҫырса кӑҫал ҫитӗнӳсем тунине ӗнентермелле. Палӑртса хӑварар, документсене аспирантсен Вӗрентӳ министерствине раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен леҫсе памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |