Вӗренӳ
Сергей Лесков журналист Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ӗҫлӗ хутра сӑмах вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки пыратчӗ. Саккун проектне хатӗрлекенсем муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк парасшӑн. Йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла-мӗн. Халӗ кӑна ОТР каналпа Сергей Лесков тишкерӳҫӗ, журналист калаҫрӗ. Телеертӳҫӗсене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата аслӑлӑх министерстви саккун проектне хирӗҫ пулнине татӑклӑнах палӑртнӑ иккен. Мӗнех, проекта депутатсем РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухӗҫ. Унччен ӑна профиль комитечӗнче сӳтсе явасси каламасӑрах паллӑ. Унтан та ытларах: халӑхпа та сӳтсе явассӑн туйӑнать. |
Вӗренӳ
Шупашкарти В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ӑс пухакан ачасем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗнчен тӳлевсӗрех апатланӗҫ. Анчах пурте мар, сахал тупӑшлӑ ҫемьере пурӑнакансем ҫеҫ. Ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн республика хыснинчи укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Кадет корпусне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче республикӑна панӑ, ҫавна май ачасем тӳлевсӗр апатланма пӑрахнӑ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхпа муниципалитет тивӗҫтернӗ. Тӳлевсӗр апатлантарассишӗн 9 уйӑх кӗрешнӗ. Кайран саккун йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем тӳлевсӗр ҫиме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне сусӑрсем, тӑлӑх ачасем, квалификациллӗ рабочисене тата служащисене хатӗрлемелли программӑпа вӗренекен шӑпӑрлансем тӳлевсӗр апатланаяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем аслӑ шкултах шӑл сиплеме пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта стоматолог пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Унта хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Стоматолог сипленине радиовизиограф сӑнаса тӑрӗ. Стоматолог пӳлӗмӗнче терапевт та ӗҫлӗ. Кирлӗ пулсан ортопедпа ортодонт та килӗҫ. Студентсен тухтӑр патне кайма, черете ҫырӑнма вӑхӑт та ҫук. Малашне вӗсем аслӑ шкултан тухмасӑрах специалист патне лекейӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри нихӑш аслӑ шкулта та хальлӗхе стаматолог пӳлӗмӗ ҫук. Тахҫан вӗренӳ учрежденийӗсенче тухтӑр пӳлӗме пулнӑ. Кунашкал йӗрке вӗренӳ тытӑмне ҫӗнӗрен таврӑнма пуҫланӑ. ЧППУра стоматолог пӳлӗмне уҫма сахал мар укҫа тӑкакланнӑ. Ҫапах университет инвестицисем тӑкака саплаштарасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти икӗ шкул Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне лекнӗ. Танлаштарӑва хатӗрленӗ RAEX аналитика агентстви аслӑ шкулсене кӗме пултаракан ачасене вӗрентсе кӑларнине тӗпе хурса тишкернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен танлаштарӑва Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази кӗнӗ. Малтан асӑнни унти 44-мӗш вырӑн йышӑнать, тепри — 167-мӗш йӗркере. Сӑмах май ҫакна та пӑлартмалла: Чӑваш Енри 20 вӗренӳ учрежденийӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 200 пин тенкӗ грантне тивӗҫнӗ. Списока Шупашкарти 4-мӗш лицей, 3-мӗш, 118-мӗш, 156-мӗш, 172-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем, 1-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 37-мӗш тата 49-мӗш тата районсенчи шкулсем тата ача пахчисем кӗнӗ. Вӑл укҫа вӗренӳ учрежденийӗсене самай вырӑнлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Документра вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки каланӑ. Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк параҫҫӗ. Ҫак йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла. Кӗскен каласан, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ шутланӗ. Муниципалитетсем ӑна юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарассине хӑйсем татса парӗҫ. Ку ачасене ӑшӑ ҫанталӑкра туллин канма май парать-мӗн. Депутатсем саккун проектне пӑхса тухсан йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ирина Диарова. Шупашкарти 33-мӗш шкул сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ. Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта. Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти темиҫе шкулта ашшӗ-амӑшӗ вӗрентекене чечек ҫыххи парнелеме хирӗҫленӗ. Кун вырӑнне вӗсем йывӑр чирлӗ ачасене укҫа парса пулӑшӗҫ. Кӑҫал хӑш-пӗр шкулта йӑларан пӑрӑнас тенӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хаклӑ чечек ҫыххи туянас вырӑнне вӗсем укҫа-тенке чирлӗ шӑпӑрлансене парӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 1-мӗш гимназире 7-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем педагога пӗр чечек ҫыххи парнелӗҫ. Перекетленӗ ытти укҫана хосписӑн паллиативлӑ уйрӑмне ярӗҫ. Вӗрентекенсем те ку акцие ырланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ укҫапа реабилитаци пӳлӗмӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти икӗ шкул «ТОП Шкул» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ. Конкурсра 5-мӗш гимнази тата 59-мӗш шкул мала тухнӑ. Вӗсем «Хула шкулӗсем» категорире ҫӗнтернӗ. 5-мӗш гимнази конкурса «Эпӗ. Ыттисем. Тӗнче» проекта тӑратнӑ. 59-мӗш шкул вара «Ҫӗнӗ курӑм» шкул медиастудийӗ» проектпа паллаштарнӑ. Шкулсем ҫав проектсене пурнӑҫламашкӑн 500 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран грант илӗҫ. Сӑмах май, конкурсра Раҫҫейри 30 шкул ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен 13 пӗлӳ ҫурчӗ хутшӑннӑ. Шкулсене «Ялти шкулсем», «Хула шкулӗсем», «Мегаполисри шкулсем» категорире хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа видеочӗнӳ пичетленӗ. Унта ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Пирӗн ялта, Кашмашра, малтанхи шкул кивӗ пирки ҫӗннине тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Ӑна тума 2015 ҫула палӑртнӑччӗ. Анчах патшалӑх программине саккуна пӑсса улӑштарнӑ: укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑрахӑҫланӑ, укҫана Чӑваш Ен Элтеперӗн тӑван ялӗнчи шкула тума янӑ. Вӑл шкула тӑвасси малтан нимле программӑра та пулман. Халӗ влаҫ органӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвас вырӑнне ӑна пуҫӗпех хупасшӑн. Сире эпир юлашки шанчӑк, Раҫҫей Федерацийӗн шантаруҫи тесе Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗхе чарма ыйтатпӑр!», – тенӗ видеочӗнӳре. Кунта калани ҫумне ҫакна хушса калама пулать: шкула Михаил Игнатьев тӑван ялӗнче мар, Янӑшра туса лартнӑ. Янӑшри малтанхи шкул сакӑр класc вӗренмелӗх ҫеҫ тата вӑл пӗчӗк те кивӗ пулни паллӑ. Унта халӗ таврари ялсенчи, ҫав шутра Мамӑш енчисем те, савӑнса вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӗренӳ ҫулӗ тӗлне Чӑваш Енри 22 шкула хупӗҫ. Кун пирки «Регнум» пӗлтерет. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне респуликӑри ялсенчи 22 пӗчӗк шкула хупса пысӑкраххисемпе пӗрлештерӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 37 шкул икӗ сменӑпа ӗҫлӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 6763 ача пӗлӳ илет. Кунсӑр пуҫне вӑхӑтлӑха тӑватӑ шкула хупӗҫ. Сӑмах май, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра 15483 ача парта хушшине пӗрремӗш хутчен ларӗ. Пӗтӗмпе 134470 ача шкула кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |