Вӗренӳ
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен хорне йӗркелӗҫ. Аслӑ шкулӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тарӑх, хор кӗҫех хайӗн ӗҫне тытӑнмалла. «Енчен эсӗ юрлама юрататӑн, сцена ҫине тухма пулсан кастинга кил», — чӗнсе ҫырнӑ ЧПУ. Хорта юрлас кӑмӑллисене аслӑ шкулӑн Культура керменӗпе ЧПУн ӳнер факультечӗ пӗрле суйлӗҫ. Хора лекес шухӑшлӑ хитре сасӑллӑ хӗрсемпе каччӑсене пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 11-мӗшӗччен кашни ытларикунпа кӗҫнерникун 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен Шупашкарти Университет урамӗнчи 38/III ҫуртри III-109 аудиторире юрлаттарса пӑхӗҫ. Хора тӗрлӗ факультетри ҫамрӑксене пухаҫҫӗ. Тӗрӗс сывлама вӗрентме те шантараҫҫӗ. Сцена ҫинче солист е хорист евӗр юрлама аваннине те палӑртаҫҫӗ. Хора лексен концертпа тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрессипе илӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Анна Петрова. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Мускаври автомобильпе ҫул-йӗрӗн патшалӑх техника университечӗн Атӑлҫи филиалӗнче «Ҫул-йӗр ыйтӑвӗсем тата ҫул-йӗре аталантармалли мелсем» ятпа ачасен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Шупашкарти 19-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Роза Мазикова пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкул йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухакансем йышлӑн хутшӑннӑ. 19-мӗш шкултисем те унта хастарлӑхпа палӑрнӑ. 7-мӗш класри Софья Желобанова, 6-мӗшӗнчи Анастасия Воронинӑпа Дарья Захарова та хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, вӗсем хӑйсен номинацийӗсенче ҫӗнтернӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн чӑвашла тата вырӑсла версийӗсенче ҫул-йӗр ыйтӑвне епле ҫутатнине тишкернӗ 9-мӗш класра вӗренекен Анна Петрова конференцире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. |
Вӗренӳ
Андрей Костинпа Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийӗн президенчӗ Андрей Костин Чӑваш Енре шкулсем тума пулӑшасшӑн. Хальлӗхе ку — ӗмӗтре. Банкирпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, тӗл пулнӑ. Енсем республика тата банк аталанӑвӗ пирки тӗплӗн сӳтсе явнине ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Паянхи куна республикӑра шкулсем хута ярас ӗҫ актуаллӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ачасен 7 проценчӗ иккӗмӗш сменӑпа вӗренет. Андрей Костин банк строительство ӗҫне патшалӑхпа пӗрле хутшӑнас ыйтӑва пӑхса тухма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. «Социаллӑ инфратытӑмра эпир сахал ӗҫленӗ. Шӑпах та пирӗншӗн шкулсем ҫӗклесе лартасси паха опыт вырӑнне пулса юлӗ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЧР вӗренӳ министрӗ Иван Исаев канашлу ирттернӗ. Унта ППЭ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан 11,4 пин ҫамрӑк пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ витӗр тухӗ. 11-мӗш класран вара 5,2 пин яш-хӗр вӗренсе тухать. Вӗсен ППЭ тытма тивӗ. Кӑҫал студентсене нимеҫӗ (волонтер) пулма сӗнеҫҫӗ. Вӗсем ППЭре общество сӑнавҫисем пулӗҫ. Пулас волонтерсене норматив докуменчӗсем, сӑнавҫӑсен прависемпе тивӗҫӗсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем зачет парсан ҫеҫ аккредитаци илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансен вӗренӳ пахалӑхне хаклама сӗнеҫҫӗ. Ҫакна тӑвас тесен тӗнче тетелӗнче ирттерекен ыйтӑма хутшӑнмалла. Республика ҫыннисем хӑш вӗренӳ организацийӗсене хаклама пултарӗҫ-ха? Списокра шкулсем, шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗсем, хушма пӗлӳ паракан организацисем, професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсем. Пӗтӗмпе — 168 организаци. Тӗнче тетелӗнчи ыйтӑма хутшӑнакансен вӗренӳ учрежденийӗн япӑх тата лайӑх енӗсем пирки калама кӑтартмалла. Сасӑлава пӗтӗмлетсен сӗнӳсене пӑхса тухӗҫ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Унта хутшӑнас тесен каҫӑпа усӑ курмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Тӑлӑхсене тата вӗреннӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ҫухатнисене Чӑваш Енре рабочи тата служащи профессине тӳлевсӗр вӗрентессине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунсӑр пуҫне вӗсене йывӑр ҫын пулсан тата ачапа декрет отпускӗнче ларнӑ чухне социаллӑ стипенди парассине те эпир хыпарланӑччӗ. Маларах вӑл документа Министрсен Кабинечӗн шайӗнче пӑхса тухса ырланӑччӗ. Халӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саккуна алӑ пуснӑ. Сӑмах май, республика шайӗнчи документа Раҫҫей саккунӗ ыйтнине кура йышӑннӑ. Ҫапла вара тӑлӑхсем профессине хысна шучӗпе пӗрре мар, икӗ хут та илейӗҫ. Кун валли кӑҫал пирӗн республика хыснинче 32 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Урайӗнчи шахмат Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне ҫӳрекен ачасем урайӗнче шахматла вылӗҫ. Ку вӑйӑ чылай ачана килӗшет. Сӗтел хушшинче шанк хытса лармалла мартан вӑл пӗчӗккисемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Урайӗнче вылямалли кӳлепесем — 50-60 сантиметр тӑршшӗ. Айккинчен тем пысӑкӑш курӑннӑран пушшех те илӗртӳллӗн туйӑнаҫҫӗ. Калӑпӑшне кура мар вӗсем ҫӑмӑллӑн куҫаҫҫӗ. Пластикран хатӗрленӗскерсем ҫӑмӑл, пахалӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ аваннине кура вӗсем чылайлӑха пымалла. Шахмат кӳлеписене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарас тесен ачасен пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре хускалма тивет. Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрне урайӗнчи шахматпа тивӗҫтернишӗн унта ӗҫлекенсем вырӑнти, хула администрацийӗнче тӑрӑшакан, тӳре-шарана тав тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Республикӑри пӗр кадет шкулӗнче сахал тупӑшлӑ ачасем малашне апатланнӑ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курӗҫ. Ҫакна пурнӑҫлама спонсорсем пулӑшӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫав кадет шкулӗнче 225 ача вӗренет. Вӗсенчен 24-шӗ – ахаль тупӑшлӑ ҫемьесенчен. Хальлӗхе ку ҫӑмӑллӑха спонсорсем пулӑшнипе йӗркеленӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ апатланӑва каялла тавӑрас тесе ведомствӑра саккун проектне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, патшалӑх учрежденийӗсенче вӗренекенсем республикӑри хысна пулӑшнипе тӳлевсӗр ҫийӗҫ. Палӑртмалла: халӗ ҫӑмӑллӑхлӑ апатланупа сусӑрсем, тӑлӑхсем, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн. Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр. Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ. |
Вӗренӳ
Пӗрремӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗ суя прописка тума тытӑннӑ. Вӗсем тӗпренчӗкне хӑйсене килӗшекен шкула ярас тесе ҫапла тӑваҫҫӗ. Ҫур ҫулта Шупашкарти 2-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче 24 ҫын пропискӑна тӑнӑ, 4-мӗш гимнази патӗнче – 58 ҫын, 59-мӗш шкул районӗнче – 51 ҫын. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫав районсенче иккӗ тата ытларах ачасене тӗрлӗ хушаматпа 22 адреспа пропискӑна тӑратнӑ. Пӗр хваттерте вара тӗрлӗ хушаматлӑ тӑватӑ ача пропискӑра тупӑннӑ. Ҫавна май прокуратурӑна тата полицие тӗрӗслеме ыйтнӑ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен 5458 заявлени килнӗ. Кӑҫал Шупашкарта 7 пин ачаран кая мар парта хушшине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |