Вӗренӳ
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра Раҫҫей шайӗнче чи лайӑх шкулсен йышне кӗнисене чыслас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне кӗнисене грантпа хавхалантарма сӗннӗ. Ку шухӑш — Шупашкарти 5-мӗш гимназин директорӗн Инна Исаевӑн. Вӑлах — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Инна Исаева гранта 1 миллион тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ. Михаил Игнатьев ку шухӑшпа килӗшнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, маттур шкулсем ку хавхаланӑва тивӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Финанс министерствине ку сӗнӗве пӑхса тухма, йышӑну тума хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Екатерина Таратина шкулти вӗрентекен тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр. Вӑл «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, педагог унӑн хӗрне, 5-мӗш класра вӗренекенскере, уроксем хыҫҫӑн швабрӑпа хӗнессипе хӑратнӑ, тантӑшӗсен умӗнче ҫӳҫрен туртнӑ. Амӑшӗ кун пирки прокуратурӑна ыйту ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ вара ку пулӑма хирӗҫлет, вӗрентекен чысне хӳтӗлесшӗн. Вӗрентекен хӗрачан телефонне те туртса илнӗ, пӳлӗмре питӗрсе лартнӑ-мӗн. Унтан класра пуҫтарма хушнӑ. Лиза уроксем хыҫҫӑн макӑра-макӑра амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ. Шкул ертӳлӗхӗ ҫав вӗрентекен пирки лайӑххине ҫеҫ калать. Педагог Лизӑна ҫав кун иртерех киле янӑшӑн ӳкӗнет. Вӑл пуҫ ыратать тенӗ-мӗн. Педагог каланӑ тӑрӑх, Лиза ҫав кун тарӑхса ҫӳренӗ. Ҫитменнине, вӑл ун чухне урока 15 минут кая юлса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗмӗрлери пӗр шкул ачисем халӗ те класра ларса пӗлӳ пухаймаҫҫӗ. Паянхи кун унта тӗплӗ юсав пырать. Ачасене хальлӗхе тепӗр шкулсене вӗренме янӑ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 600 ача хӑйӗн шкулӗнче мар, урӑххинче ӑс пухать. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем инҫе ҫӳремеҫҫӗ. Йӑлтах — юсав ӗҫӗсем вӗҫленменнине пула. Ҫӗмӗрлери шкула 1969 ҫултах хута янӑ. Вӑл хальччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Уҫӑлнӑранпа унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен. Тӑрри йӑтӑнма тытӑнсан ашшӗ-амӑшӗн ачине тепӗр шкула куҫарма шухӑш ҫуралнӑ. Юрать, хыснаран шкула юсама 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах — ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ. Халӗ ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Юсав чӳк уйӑхӗччен вӗҫленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Алексей Ефимов 27 ҫулта кӑна. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси шкулӗнче директорта ӗҫлет. Вӑл – республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ. Алексей ӗҫлеме тытӑннӑранпа шкулта ҫӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Халӗ ачасем кашни ире хускануран пуҫлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те ӳт-пӗве пиҫӗхтереҫҫӗ. Тӑхтавсенче вара теннисла выляҫҫӗ. Ку та – Алексейӑн шухӑшӗ. Теннисла вылямашкӑн черет тӑраҫҫӗ. Алексей пӗчӗк чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна вӗренме кӗнӗ. Алексее ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен шкула 1977 ҫултах хута янӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Малтанах стендсене ҫӗнетнӗ, гардероба илем кӗртнӗ. Халӗ спортзала юсаҫҫӗ. Унччен Алексей ҫак шкултах директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Ҫапла вӑл ачасене тӗслӗх кӑтартать. Шкулта 4 ялти 60 ача вӗренет, вӗсемпе 16 педагог ӗҫлет. Пурте тенӗ пекех хӗрарӑмсем вӑй хураҫҫӗ. Чылайӑшӗ директортан самай аслӑ. Вӗсем Алексей Владимировича ӑшшӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑвашри ҫамрӑксем аслӑ хуласенче вӗренесшӗн Чӑваш Енре кӑҫал шкул пӗтерсе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗме пултарнисенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ ют хулана тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 32 проценчӗ ытти регионти аслӑ шкулсене суйланӑ. Хамӑр республикӑра юлса кунти университетсене, академисене кӗнисем — 66 процент. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 6 457 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ аслӑ шкулсене тапса сикнӗ. Ют хулана каякансенчен ытларахӑшӗ Мускав, Питӗр, Хусан хулисене суйланӑ. Чӑваш Енӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавпа Питӗре выпускниксенчен 14,5 проценчӗ кайнӑ, ҫав шутран 12,1 проценчӗ — ҫӗршывӑн тӗп хулине, 2,4 проценчӗ — Питӗре. Ытти регионти аслӑ шкулсене кӗме пултарнисенчен 7 проценчӗ Хусанта пӗлӳ илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ. Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире. Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар хулинче шкулсене пилӗк кунлӑ эрнене куҫарассипе ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Тӑватӑ кунта тӑватӑ пин ытла ҫын хуравланӑ. Республикӑн тӗп хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен ытларахӑшӗ, 92,8 проценчӗ, пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни енне туртӑнни сисӗннӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 81,1 проценчӗ пуҫламӑш классене кӑна мар, 5—8-мӗш классене те эрнере пилӗк кун кӑна вӗрентмелле тесе шухӑшлать иккен. 9—11-мӗш классенче ҫапах та ултӑ кунах хӑвармалла тесе шухӑшлакансем те сахалах мар-мӗн. Шкулта миҫе кун вӗрентнине халӑх аванрах тесе шухӑшланине палӑртма ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫынсене пухсах сӳтсе явасшӑн. Хӑйсен шухӑшне пӗлтерес текенсене Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче 16 сехетре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шкулта лайӑх вӗренекенсене хавхаланарма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳре палӑрнӑ ачасене укҫан хавхалантарасси пирки алӑ пуснӑ. Ӳнер, литература тытӑмӗнче, пултарулӑхра ӳсӗм тунӑ шӑпӑрлансене уйӑхсерен 400 тенкӗ парӗҫ. Ӑна вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗҫ. Элтепер алӑ пусса ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем валли 20 стипенди палӑртнӑ. Культура тата ӳнер тытӑмӗнче хушма пӗлӳ илекенсене 5 стипенди пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: 25 ачаран 4-шӗ Шупашкарта вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор Ӗпхӳри чӑваш шкулне Павел Мироновӑн барельефне парнеленӗ. Паллӑ скульптор Ӗпхӗве Николай Кирюшкин таврапӗлӳҫӗ-ҫулҫӳревҫӗпе ҫитнӗ. Вӗсем Пушкӑртстанри Авӑркас тата Пелепей районӗсенче тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ, паллӑ литераторсен тӑван тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ӗпхӳре чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ май вӗсем вырӑссен математикӗ тата дворянинӗ Павел Миронов XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнине пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Павел Миронов хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫурта Пушкӑртстанра упраса хӑварнӑ — ҫав ҫурт историпе культура палӑкӗ шутланать. Скульптор шкула барельефсӑр пуҫне хӑйӗн альбомӗсене тата кӗнекисене те парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарта мариинск класне уҫнӑ. Кунашкалли – пӗрремӗш хут. 14-мӗш кадет шкулӗнче 1-мӗш тата 5-мӗш классенче ӑс пухакансене вӗсен ретне йышӑннӑ. Мӗнле класс-ха вӑл? Вӗсем предметсене ӑса хывнисӗр пуҫне кил культурине, хореографие, вокала вӗренӗҫ, ал ӗҫне хӑнӑхӗҫ. Хӗрачасем ыттисенчен урӑхларах тумпа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене уйӑрма питӗ ҫӑмӑл. Мариинск класне 1862 ҫулта Мария Федоровна императрица пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Ячӗ те унранах пуҫланса кайнӑ. Ун чухне ку класра 7 ҫул вӗреннӗ. Тӗп предметсемсӗр пуҫне вӗсем этикета, ал ӗҫне, хореографие хӑнӑхнӑ, музыкӑна тата хӗрачасене кирлӗ ытти ӗҫе ӑса хывнӑ. Кунашкал классене Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫӗнӗрен вӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑй илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |