Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Юлташӑн ачи, 5 ҫул та тултарманскер, хӗрсе кайсах вулама вӗреннине сӑнанӑ май хам 1-мӗш класа кайнине аса илтӗм. Эпир ун чухне хальхи ачасем пек алфавитри саспаллисене тӗпчемен, ҫырма вӗренмен, шутлама та хӑнӑхман. Пирӗн ачалӑх пулнӑ, эпир урамра выляса, кулса ӳснӗ. Шкула каясси пирки… шкула кайма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ шухӑшлама тытӑннӑ. Парта хушшине ларсан ҫырма, вулама, шутлама хӑнӑхнӑ. Халӗ вара? Саспаллисене палламасан шкула илмеҫҫӗ. Парта хушшине ларас тесен экзамен тытмалла. Тӗнче тетелӗнче ятарласа шырарӑм: хальхи ачан 1-мӗш класа кайиччен мӗн тума пӗлмелле? Хӑйӗн ячӗ-шывне, миҫе ҫултине, ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ятлине, вӗсем ӑҫта ӗҫленине. Ку юрӗ-ха. Пӗчӗкскерӗн тӗп тӗссене, эрнери кунсене, уйӑхсене, ҫулталӑкри вӑхӑтсене, сулахайпа сылтӑм енӗсене, тӗп профессисене, килти тата тискер чӗрчунсене, вӗсен ҫурисене, кунта хӗл каҫакан тата кӑнтӑра вӗҫекен кайӑксене, транспорт тӗсӗсене пӗлмелле. Улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ мӗн иккенне тӗшмӗртмелле. Математика енӗпе те шкула кайичченех аталанмалла. 10 таран, каялла шутламалла тата ытти те. |
Вӗренӳ
А.Витвицкий тунӑ сӑн Шупашкарти 54-мӗш шкулта 8–9-мӗш классенче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренӳ саккунне пӑснӑ. Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӑнах та йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫак шкулта 2015 тата 2016 ҫулсенче 10-мӗш класа уҫман, 2017 ҫулта вара 10–11-мӗш классене ачасене илме палӑртман. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, 10 тата 11-мӗш классене унта вырӑн пулмасан ҫеҫ ачасене илмеҫҫӗ. Халӗ, ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула мэрӗ тӗлӗшпе ҫак ӑнланманлӑха сирмешкӗн представлени ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне айӑплисене яваплӑх тыттарас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РФ Аслӑ сучӗ Улатӑрти пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ ҫӑхава пӑхса тухнӑ. Унччен ӑна шкулта ачасенчен укҫа пухнӑшӑн айӑпланӑ. 2014 ҫулта ачасен ашшӗ-амӑшӗ ЧР Прокуратурине анонимлӑ мелпе ыйту ҫырнӑ. Ҫӑхавра вӗсем шкула юсамашкӑн тата пӳлӗмсене тытса тӑмашкӑн укҫа пухаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ тӗрӗс пулнине палӑртнӑ та директор айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Директор вара кунпа килӗшмен — РФ Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара ӗҫӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директор майлӑ йышӑну тунӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗпе чӑнах та юсав тунӑ, пӳлӗмсене тытса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре истори предмечӗпе кӗнеке кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Хушӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ май ӗҫ ушкӑнӗ истори енӗпе вӗренӳпе методика комплексӗн концепцине хатӗрленӗ. Ҫакна тӗнчери истори ӑслӑлӑхӗ аталанни, чӑваш халӑхӗн историйӗ енӗпе пӗлӳ тарӑнланни, общество иртнипе кӑсӑкланни тума хӗтӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв историйӗ енӗпе методика комплексне хатӗрлени те ку утӑма тума хӗтӗртнӗ. Хальлӗхе учебникре 13 пай: чӑваш халӑхӗ пулса кайнин тӗп гипотезисенчен пуҫласа республикӑн 20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи пурнӑҫӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал Чӑваш Енре чи лайӑх выпускниксем пирки даннӑйсем пухма тытӑнӗҫ. Вӗсене «Чи лайӑх выпускник» сайтра вырнаҫтарӗҫ. Даннӑйсене кӑрлач уйӑхӗнчен пухма тытӑнӗҫ. Ҫапла майпа организацисемпе предприятисене кирлӗ ӗҫченсене шырама меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. Вӗсем аслӑ шкулсенчен, техникумсенчен, колледжсенчен вӗренсе тухнӑ чи лайӑх ҫамрӑксенчен суйлама пултарӗҫ. Ку яш-хӗршӗн те ӗҫе вырнаҫма питӗ меллӗ. Даннӑйсен банкне вӗренӳ организацийӗсене хӗрлӗ дипломпа пӗтернисем, ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тунисем, конкурссенче ҫӗнтернисем кӗме пултарӗҫ. Сайтпа кирек кам та паллашма пултарӗ. «Чи лайӑх выпускник» проекта ҫулсерен 500 ытла выпускник хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн автобус парнеленӗ. Шкул коллективӗ, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗсен комитет ертӳҫи Л. Ю. Ястребова тахҫантанпах кӗтнӗ парнешӗн Чӑваш Республикин пуҫлӑхне М.В. Игнатьева, республикӑри ҫутӗҫ министрне В.Н. Иванова, Етӗрне район пуҫлӑхне В. И. Иванова райадминистраци ертӳҫине В.Н. Кузьмина тата районти вӗрентӳ пайӗн ертӳҫине А. А. Филимонова чунтан тав сӑмахӗ калани пирки Етӗрне районӗн сайчӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Шупашкарти шкулсенче апат хакӗ 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе хӑпарман-мӗн. Ҫав вӑхӑтранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ 26,7 процент хӑпарнӑ иккен. Шкулта ачасене апатлантарма тӳлесси 15 процентран ытла хӑпармасть пулмасть тесе ӗнентерет хулари тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутайӑн кивӗ центрӗнче 160 ача (8 ушкӑн) вырнаҫмалӑх «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи, малтан ӑна Шевле ята парасшӑн пулнӑ) ача пахчи хута кайрӗ. Ӑна ҫӗклессипе ООО «Волга-Ресурс» организаци тӑрӑшнӑ. Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Павловпа Николай Малов, Чӑваш Республикин ҫутӗҫ министерствин элчи Валерий Кузьмин, Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци ертӳҫи Александр Башкиров, «Волга-Ресурс» организацин директорӗ Сергей Алексеев, Хӗрлӗ Чутайри чиркӳ пупӗ Максим атте тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Валерий Павлов ача пахчине 20 пинлӗх сертификат парнелерӗ. Сергей Алексеев ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине садик ертӳҫине Алина Васильевӑна тыттарчӗ. Хӑнасем ҫӗнӗ ҫуртпа паллашнӑ хыҫҫӑн вӑл пурне те килӗшнине пӗлтерчӗҫ. Сӑнсем (82) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
«Эрех ӗҫме ҫынсен ӑҫтан укҫа тупӑнать кӑна тульккӑш? Манӑн хӗрӗме ыран шкула парса яма 100 тенкӗ ҫук», — кӑмӑлӗ пӑсӑккине кура чунне уҫрӗ пӗлӗшӗм. Виҫӗ ача амӑшӗ вӑл. Аслисем шкула ҫӳреҫҫӗ, кӗҫӗнни кӑҫал ача пахчине кайма пуҫларӗ. Шкул валли укҫа пухни йӗркеллӗ пулӑм мар тесе вӗренӳ тытӑмӗнчи пур пуҫлӑх та калать-тӗр. Ун пек фактсем пирки пӗлтерме ытйаҫҫӗ вӗсем. Вӗренӳ кӗнеки илме, классене юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухмалла маррине ӗнентереҫҫӗ. Пурнӑҫра вара пачах урӑхла пулса пырать. Манӑн пӗлӗшӗм каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн вӗсем шкула 2-шер пин тенкӗ пухса панӑ. «Кӗнекесене илмелле мар темеҫҫӗ-и вара?» — шалт аптӑрарӑм пӗлӗшӗм кӑмӑлсӑрланса пӗлтернине кура. «Вӗренӳ тетрачӗсем илме», — хуравларӗ виҫӗ ача амӑшӗ. «Икӗ пин тенкӗлӗх вӗренӳ тетрачӗсем мӗнле хутран вара?» — ӑнланаймасӑр тӗпчетӗп малалла. Тетрадь туянса йӑлтах пӗтермен иккен-ха. Юлнӑ укҫапа куллер туянмалла тет. Ачасем шыв ӗҫесшӗн аптӑраҫҫӗ имӗш. Ахаль-махаль шыв ӗҫмеҫҫӗ пулать. Эпир ӳснӗ чух ҫӗрулми пуҫтарма аннесемпе хире ана ҫинчи кӳлленчӗкренех е тата кӳршӗ яла лавккана кайсан таврӑннӑ чух ҫырмари шыва тутӑр витӗр сӑрӑхтарса ӗҫеттӗмӗр те 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнисем, ав, кранран юхаканнине те тиркеҫҫӗ. |
Вӗренӳ
Чӑваш наци конгресӗ, «Хыпар», «Тантӑш» хаҫатсем сумлӑ чӑваш ҫыравҫи Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине чысласа «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман тӑрӑх авӑн-чỹк уйӑхӗсенче «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман — иртнӗ кун ҫути хайлавӗ» ятпа викторина ирттернӗ. Ӑмӑртӑва 70-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе ачасем те пулнӑ. Нӑрваш Шӑхальти Н. Павлова, Ишлӗ Шетмӗри Л. Владимирова, Сӑкӑтри Е. Анюрова, Турханти В. Самарина, Л. Осипова, Ыхра Ҫырмари С. Кулакова, Пашьелти С. Никитина вӗрентекенсем, ҫавӑн пекех Пашьелти Д. Иванова, Ишлӗри М. Артемьева, Сӑкӑтри А. Анюрова вӗренекенсем пулнӑ. Вӗсем пур ыйтӑва та тӗплӗн хуравласа Хисеп хучӗсене тата парнесене тивӗҫнӗ. Вӗсем Куҫма Турханӑн 3 кӗнекерен тӑракан романне ҫине тӑрса тӗплӗн вуласа тухнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |