Вӗренӳ
Баден-Вюртемберг Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпари Екатерина Мижеровӑпа Татьяна Арефьева Германие ҫитнӗ. Унта вӗсен Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пулнине кура кайма май килнӗ. Хӗрсем Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнчи Менген ялӗнчи Силке Кихле фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ют ҫӗршывра Катьӑпа Таня Германие 2-мӗш курсрах каясшӑн пулнӑ. Шкулта нимӗҫ чӗлхи вӗренни хӗрсене Германире практикӑра пулнӑ чух кирлӗ пулса тухнӑ та. Унта вӗсем иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухнех лекме ӗмӗтленнӗ-мӗн, анчах паспорт туса пӗтерейменни чӑрмав хунӑ. Анчах хытӑ ӗмӗтленсен тас килнине тума пулатех ҫав. Хӗрсем ют патшалӑхра практика ирттернӗ ҫеҫ мар, хӑйсем валли ҫӗнннине те чылай пӗлнӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ. Ку, чӑн та, ӗмӗр асӑнмалӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗ 145 ҫулхи юбилейне раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уявлать. Ӑна Илья Николаевич Ульянов уҫнӑ. Ку таранччен унтан 8 пин ытла ял ачи вӗренсе тухнӑ. 145 ҫулта шкул сӑнне те, статусне те улӑштарнӑ. 1870 ҫулта уҫӑлнӑ вӑл. Раштавӑн 19-мӗшӗнче занятисем пуҫланнӑ. Пӗрремӗш учитель А.Рождественский пулнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ. Шкул уҫӑлнӑ кун 12 арҫын ача вӗренме килнӗ. Виҫӗ ҫултан ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ. Хутар шкулӗн шӑпи И.Яковлев ячӗпе те ҫыхӑннӑ. 1900 ҫулта вӑл икӗ класлӑ пулса тӑнӑ. 2010 ҫулта шкула Юрий Мозяков ертсе пыма тытӑнна. 2011 ҫулта гимназие шкул ятне панӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленет. Ку шкултан Леонид Черкесов, Вениамин Петров, Вячеслав Рафинов, Геннадий Матвеев, Владимир Мурашкин, Владимир Мидуков, Кузьма Великов тата ыттисем вӗренсе тухнӑ. Халӗ шкулта 167 ача вӗренет, 24 вӗрентекен ӗҫлет. Шкулта вӗренӳ валли пур услови те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Нурӑс шкулӗнче иртнӗ уяв кунне пӗр сӑмахсӑр истори урокӗпе танлаштармалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи паянхи хыпарта палӑртнӑ. Нурӑс шкулӗн 170 ҫулхи юбилейӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех иртнӗ-ха. Пысӑк хӑнасем, офицерсем (вӗсен хушшинче кӑкӑр тулли наградӑллӑ, пакунсемлӗ ҫынсем йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, Михаил Григорьев генерал-майор, Анатолий Григорьев, Эрик Васильев, Валерий Кошкин полковниксем, Станислав Львов, Николай Лысов подполковниксем) малтан ачасемпе тӗл пулнӑ. Патриотизм теми уявӑн тӗп пайӗнче, Нурӑсри культура ҫурчӗн сцени ҫинче те, сӳнмен. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн канашҫи Анатолий Григорьев, Мускаври кадет корпусӗн инженери службин ертӳҫи Эрик Васильев, ытти чылай хӑна Нурӑс шкулӗнче вӗреннисем тата ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекенсем «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акцие хутшӑннӑ. Ҫавна май ҫиччӗмӗшсемпе вӗсене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.И. Павлова черетлӗ урока пресс-конференци мелӗпе ирттернӗ. Ку урок теми «Укҫапала эрех ҫынна ӑсран кӑларать» (ку йӗркесем Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчен) ятлӑ пулнӑ. Ачасем тӗрлӗ хаҫат-журнал корреспонденчӗсем пек пулса класс умӗнче ҫак темӑпа тухса калаҫнӑ. Вырӑнтан пӗлтернӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗшсем пурнӑҫра укҫапа эрех пуҫ пулса тӑнине, ҫын сывлӑхне пысӑк сиен кӳнине «витӗмлӗ те кашни ача патне ҫитмелле» каласа панӑ. Никита Петров, Женя Каюкина, Мария Осипова, Снежана Мулендеева хӑйсен калаҫӑвне Уйрӑмах ӑстарах йӗркеленӗ. Ку урокра вӗренекенсем эрех-сӑрапа туслашмалла мар, укҫа чури пулмалла мар тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗн тивӗҫӗсене хальлӗхе урӑх ҫын пурнӑҫлать. Вӑл — Александр Акимов. Паян, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ял хуҫалӑх академийӗн ректорне вӑхӑтлӑха палӑртнӑ. Вӑл инженери факультетӗнче транспорт технологийӗн машинин тата комплексӗн кафедрине ертсе пырать. Хушу тухсан Сергей Артамонов ҫӗне пуҫлӑхра иккӗленменнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл юлашки ҫулсенче академи Чӑваш Енри ял хуҫалӑх таварӗсене кӑларакан производительсемпе ҫыхӑну тытманнине палӑртнӑ. Александр Акимов вара академин тӗллевсене пурнӑҫламалли майсем пуррине палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 ҫулти Александр Акимов Ял хуҫалӑх академине ҫӗнӗ ректор палӑртиччен ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
«Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫ центрӗнче нумаях пулмасть «Чӗрӗлӳ калчисем» республикӑри конкурс-вӑйӑ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра нумай мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата республикӑри К. Иванов ҫулталӑкне халаллаҫҫӗ те, «Эткер» те ятарлӑ ҫулсем пирки манман. Конкурс тӗллевӗ пирки «эткерҫӗсем» тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе тата культурипе кӑсӑкланассине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫав шутра, паллах, Константин Ивановпа та. Республика шайӗнче конкурса пухиччен ӑна районсенче йӗркеленӗ. Куҫӑн мар тура Муркаш тӑрӑхӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ. Муркашри шкулта вӗренекенсем (вӗсене Надежда Багрова тата Людмила Игнатьева ертсе пынӑ) район чысне республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫнӗ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Константин Ивановӑн хайлавӗсен вӑрттӑнлӑхӗ» ятпа — ӳкерӳпе декораципе прикладной ӳнере, «Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ» ятпа — юмах-халапа инсценировкӑланине тата таврапӗлӳ ӑс-тӑн турӗ йӗркеленӗ. Конкурса Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай тата Шупашкар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен 209 ӗҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Андрей Николаенко тата Михаил Игнатьев Кун пирки Мускаври патшалӑхӑн машинӑсем тӑвакан университетӑн ректорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗн докторӗ Андрей Николаенко пирӗн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев унпа иртнӗ эрне вӗҫӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та хутшӑннӑ. Чӑваш Ен ертӳҫисене Андрей Николаенко Шупашкарти политехника институтне пулӑшса пынишӗн тав тунӑ. «Хӑш-пӗр регионта пирӗн филиалсене вырӑнти ертӳҫӗсем витӗм кӳмеҫҫӗ, вӑл субъектсенче филиалсене хупасси пирки ыйту тӑрать. Чӑваш Енре эсир тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пысӑк тимлӗх уйӑрнине куратпӑр», — пӗлтернӗ савӑнӑҫне ректор. «Шупашкарти политехника институтӗнче пурӗ 2700 ҫын вӗренет. Филиалта Раҫҫейри 36 регионтан студентсем пӗлӳ илеҫҫӗ, вӗренсе тухакансем ӗҫе кулленех вырнаҫаҫҫӗ. Пуласлӑхра республикӑра пысӑк технологиллӗ производствӑсем хута каясси паллӑ. Ҫавӑнпа та асӑннӑ аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсем малашне те ӗҫ рынокӗнче питӗ кирлӗ. Шупашкарти институт регионти шкулсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа паянччен Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти вӑтам шкулта право пӗлӗвӗн уйӑхлӑхӗ пынӑ. Ачасемпе класс ертӳҫисем класс сехечӗсенче, Н.Т. Васильева вӗрентекен общество предмечӗн урокӗсенче «Шкул ачин правилисем», «Манӑн право тата яваплӑх», «Право патшалӑхӗ», «Раҫҫей Конституцийӗ» темӑсене сӳтсе яваҫҫӗ. Л.П. Егорова полици ӗҫченӗ вӑтам классенче вӗренекенсемпе шкулти тата обществӑлла вырӑнти йӗркелӗх пирки тӗл пулса калаҫнӑ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсемпе О.Н. Мясникова социаллӑ педагог «Кӗҫӗн ҫулхи ачан пысӑк прависем» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Паянхи кӗҫӗн ҫулхи ачасенчен «Ӳссен эсӗ кам пуласшӑн?» — тесе ыйтсан нумайӑшӗ: «Полици ӗҫченӗ», — тесе хуравланӑ. Кӗрхи каникул кунӗсенче 1–4 классем «Паянхи полици ӗҫченӗ» ятпа ӳкерчӗксем хатӗрленӗ. Г.В. Чернова вӗрентекен вӗсене пухса курав йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӑсталӑх арчиСумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗнче кунта халиччен нихҫан та пулман уяв — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлехи «Ӑсталӑх арчисен кунӗ» пулса иртрӗ. Вӑл кун вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кукашшӗ-кукамӑшсем, аслашшӗ-асламӑшсем шкула чӑваш тумӗпе пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ, пиллерӗҫ, сӑмах каларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уява Шупашкартан пынӑ хӑнасене (Чӑваш наци конгресӗнчен Герольд Никифорова, Вӗрентӳ институтӗнчен Юрий Виноградова, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗнчен Сергей Сорокина, «Сувар» фондран Тимӗр Тяпкина тата ыттисене) шкул директорӗ Татьяна Майоровапа вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кашни класс пӗр-пӗринпе ӑмӑртса уйрӑммӑн хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, тӗрӗ-эрешпе, тум-юм кӑтартӑвӗпе савӑнтарчӗ. Уява хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Татьяна Михайловна республикипе паллӑ Эдуард Бахмисов культуролога чӗререн тав турӗ.
«Арчасен вӑчӑрине» ача пахчинчи пукане пек чиперккесем пуҫларӗҫ, вӗсем выляса кӑтартни ял халӑхне тӳрех ҫӗклентерсе ячӗ. Пӳрнескесен ҫӳпҫи тӗлӗнмелле пуян. | ||
Вӗренӳ
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче автомобилистсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ял хуҫалӑхпа тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен тата Автомобильпе пассажирсен хула транспорчӗн кунӗсене халалланӑ. Аслӑ шкулӑн тӗрлӗ факультетӗнче ӑс пухакан 32 ҫамрӑк, вӑл шутра хӗрсем те, тупӑшни пирки «Хыпар» хаҫат хыпарлать. Ҫула 25 ҫӑмӑл автомашина тухнӑ. Ӑмӑртура инженери факультечӗ ҫӗнтернӗ. Биотехнологипе агрономи факультечӗ — иккӗмӗш, пулас экономистсем — виҫҫӗмӗш, ветеринари медицинипе зоотехника факультечӗ тӑваттӑмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Водительсен хушшинче инженери факультечӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Сергей Александров — пӗрремӗш, биотехнологипе агрономи факультечӗн деканӗн ҫумӗ Анна Никулина иккӗмӗш, ҫак факультетӑн аслӑ преподователӗпе Иван Елисеевпа тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Виктор Иванов виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |