Вӗренӳ
![]() Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ епле пынине кӑҫал кирек кам та сӑнайӗ. Класра мӗн пулса иртнине пӗлес тесен унта кайса ларма кирлӗ мар. Сайта кӑна кӗмелле. Вӗренӳри ҫӗнӗ технологисен республикӑри центрӗ «Ростелеком» предприятипе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫлӗ хутра патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне Чӑваш Енре кӑҫал тытнӑ чух видеосӑнавпа тивӗҫтерме асӑннӑ компание шаннӑ. Экзамен йышӑнакан пунктсенче тата информацие йышӑнакан регионти центрта 141 программӑпа аппарат комплексӗ ӗҫлӗ. Хӑш-пӗр аудиторире экзамен епле пынине www.smotriege.ru порталта сӑнама май туса парӗҫ. Видеомеслетпе ҫырса пынӑ мӗнпур файла кӑтартусене пӑхакан центра ӑсатӗҫ. Видеосӑнав йӗркелени экзамена тӗрӗс ирттерме пулӑшать тесе ӗнентереҫҫӗ. Республикӑн Информаци политикин министерствинче экзамен пирки тавлашуллӑ самант сиксе тухсан ачасем хӑйсен правине хӳтӗлейӗҫ тесе палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпех канаҫҫӗ. Унта шкул, спорт комплексӗ, культурӑпа спорт керменӗ, вулавӑш, инфраструктурӑн ытти объекчӗсем те пур. Кӑҫалхи ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен хастар та пултаруллӑ ачасем валли 11 путӗвка уйӑрса панӑ. Ҫавсен хушшинче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен — Юлия Адюкова та пулнӑ. Унта вӑл ака уйӑхӗн тӑршшӗпех канма пултарчӗ. «Орленокра» каннӑ ачасем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырсах ҫӳренӗ. Кунта кашни кунах тӗрлӗ конкурссем, вӑйӑсем иртнӗ. Маттур та сӑпай Юля яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑртса призлӑ вырӑнсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче те яланхи пекех малти вырӑнсенче пулса тав хучӗпе грамотосене тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрачан пӗрре те алӑ усса ларма вӑхӑт пулман. Уроксем хыҫҫӑн ҫӑмран йӑваласа тӗрлӗрен чӑваш эрешӗсем, чечексем тума вӗренсе сертификат илме пултарнӑ вӑл. |
Вӗренӳ
![]() «Раҫҫейри ялти чи лайӑх шкул — 2015» федераци конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Савӑнмалли хыпар килнӗ Чӑваш Ене. Патӑрьелти 1-мӗш шкул унта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Раҫҫейри вӗренӳ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн панӑ диплома, медале шкул директорӗ Наталия Борисовна Андреева илсе килнӗ. Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. 2005 ҫултанпа ачасем ҫӗнӗ ҫуртра вӗренеҫҫӗ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 33 класс, унта 19 ялти тата Патӑрьелти 922 ача ӑс пухать. Унта квалификациллӗ кадрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче психолог та, социаллӑ педагог та пур. Вӗрентекенсен 95 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушкӑрт салинчи ӗнерхи шкул ачисем Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнчи тӑхӑр класлӑ (унччен вӑл вӑтамах пулнӑ-ха) шкул 150 ҫул тултарнӑ. Юбилее шкул иртнӗ шӑматкун, акан 18-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ. 1865 ҫулта вӗренӳ учрежденине чиркӳ тунӑ хыҫҫӑн юлнӑ материалсенчен хӑпартса лартнӑ. Вӑл йывӑҫ пӳрт пулнӑ. Шкула юбилейпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫавсен шутӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи В.М. Павлов, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата ыттисене асӑнмалла. Район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ А.А. Филимонов вара шкула районти тата республикӑри конкурссене хастар хутшӑннишӗн ырланӑ. Вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн ертӳҫи З.Н. Степанова шкула тепӗр хутчен вӑтам шкул пулса тӑма тата 300 ҫулхи юбилее саламлама суннӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Иртнӗ эрнекун вӗренӳ институтӗнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республика тапхӑрӗ иртрӗ. «Наци фестивальне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 50 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ институчӗн сайчӗ. Чи малтанах «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурса хутшӑнакансен пилӗк станци витӗр тухма тиврӗ. Унта вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗн шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх «Туслӑх хӗлхемӗнче» ҫак ачасем мала тухрӗҫ: Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсем: • 1-мӗш вырӑн — Элӗк районӗн Янтапа вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Никандрова Елена Вадимовна • 2-мӗш вырӑн — Канаш районӗн Чакаҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Павлова Юлия Александровна тата Вӑрнар районӗн Туҫиҫырма шкулӗн вӗренекенӗ Филиппова Снежана Витальевна • 3-мӗш вырӑн — Вӑрмар районӗн Кавал шкулӗн вӗренекенӗ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тӑвай районӗн Тӑрмӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Н.А. Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсем • 1-мӗш вырӑн — И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗсене хальлӗхе суйлава хутшӑнтарамаҫҫӗ-ха, анчах суйлав тематикипе ҫыхӑннӑ конкурса хутшӑнтараҫҫӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарма, общественноҫа суйлав ыйтӑвӗсемпе ытларах паллаштарма, ӑна анлӑрах ҫутатма Комсомольски районӗнче ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ» конкурсӗ иртет. Районти вӗренỹ учрежденийӗсенче вӗренекенӗсем тӗрлӗ номинацире хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерỹҫӗсене ҫулӗсене кура палӑртаҫҫӗ: 8–12 ҫулсенчисем, 13–17 ҫулхисем. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенче ята, хушамата, миҫе ҫултине, ӑҫта вӗреннине, килти адреса, телефон номерне, электрон почта адресне палӑртмалла. Ӗҫсене А3, А4 форматлӑ хут ҫинче тата электрон мелпе те хатӗрлеме юрать. Ỹкерчӗксене май уйӑхӗн 20-мӗшӗччен районти территори суйлав комиссине ярса пама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӗлӗмкассинчи уҫӑ урокра Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси вӑтам шкулӗнче историпе акӑлчан чӗлхи эрни пынӑ май Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уҫӑ уроксене тыл ветеранӗсене йыхравланӑ. Унта Ангелина Исакова тата Ираида Яковлева пулнӑ. 5, 8, 9, 10 классенче вӗренекенсем литература, истори, акӑлчан чӗлхи урокӗсенче тыл ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Тӗл пулӑва килнӗ тыл ветеранӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче, хӑйсем тӳссе ирттернисене аса илнӗ. Ираида Яковлева вӑрҫа чи малтан Александр Маркиянов тухса кайнине аса илнӗ. Вӑл вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. «Пирӗн йӑхран вӗреннӗ ҫынсем тухрӗҫ. Сирӗн те, ачасем, вӗренмелле, вӗренни нихҫан та пӑсмасть», — тенӗ кинемей. «Эсир пирӗншӗн хаклӑ тыл ӗҫченӗсем, ялти чи хисеплӗ ветерансем. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пире тӗслӗх кӑтартатӑр, сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр», — ҫапла тав тунӑ паттӑрлӑх урокӗсене килнӗ тыл ветеранӗсене ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ыхра Ҫырминчи Светлана Максимова вӗренекен Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ. Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем. Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет шкулӗ тума палӑртаҫҫӗ. Эскиз проектне хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, проект валли республика хыснинчен 486 пин тенкӗ уйӑрмалла. Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ икӗ корпусран тӑрӗ: вӗренмеллинчен тата ҫывӑрмаллинчен. Вӑл 3,02 гектар ҫинче вырнаҫӗ. Кадет шкулӗ валли воллейбол тата баскетбол вылямалли лаптӑклӑ стадион, хоккей вылямалли вырӑн тата тӑмалли плац пулмалла. Кадет шкулӗнче 400 ача таран ӑс пухасса шанаҫҫӗ. Унта 7–11-мӗш классенче вӗренме илӗҫ. Тума палӑртакан шкула Совет Союзӗн Геройӗн А.В. Кочетовӑн ячӗллӗ кадет шкулне куҫарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Вӑл шкул паян Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче, 1932-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Прокуратури республикӑри шкулсенче ачасене мӗнле апатлантарнине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине сахал мар тупса палӑртнӑ-мӗн. Республикӑри хуласемпе районсенчи шкул апатланӑшӗсенче порцие пӗчӗклетни ҫиеле тухнӑ. Вӑтамран ку кӑтарту 25 процентпа танлашнӑ. Хӑш-пӗр шкулта вара ку 30% (Йӗпреҫ районӗ), 50% (Шупашкарти Мускав районӗ) танлашнӑ. Улатӑр районӗнчи хӑш-пӗр шкулта икӗ хут ҫитерме те пӑрахнӑ. Ачасем унта ирхине апатланмаҫҫӗ. Тата хӑш-пӗр ҫимӗҫе йӳнӗреххисене туянни ҫиеле тухнӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче рационран сӗте, тӑпӑрча, ҫӑмартана, улма-ҫырлана, сӗткене, пулӑпа какай таврашне пачах кӑларнӑ-мӗн. Шкулсем таварпа тивӗҫтерекен организацисемпе килӗшӳ тунӑ ҫӗрте йӗркене пӑсни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку — Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче. Канаш, Комсомольски, Красноармейски районӗсенче апатлану хакне ашшӗ-амӑшне систермесӗр хӑпартнӑ иккен. Улатӑрта аслисене каламасӑрах картточкӑсемпе тӳлеттерме пуҫланӑ. ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ 150 ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |