Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ачисем — 2014» мероприяти иртнӗ. Ӑна вырӑнти депутатсем ырланипе тата пулӑшнипе темиҫе ҫул ирттереҫҫӗ иккен. Райадминистрацин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков «ылтӑн» ачасене малашлӑха шанӑҫпа пӑхма, ӑнӑҫу, мӗнпур ырӑ шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме суннӑ. «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн стипендиачӗсем» номинаципе шкулта вӗренекен 47 ачана чысланӑ. Ку укҫана район администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендийӗ шутланать. Ачасене ытти номинаципе те палӑртнӑ: «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ӑслӑ арҫын ачипе хӗрачи», «Ылтӑн спортсмен», «Шкулти ылтӑн сасӑ», «Шкулти ылтӑн чӗре», «Тепрсихорӑн ылтӑн ури», «Ылтӑн ертсе пыракансем». Ылтӑн шутне спортра, вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра талпӑнуллисене, район чысне тивӗҫлипе хӳтӗлекен арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ. Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӗркунне Шупашкарта 5,7 пин ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Шӑматкун, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарма тытӑнаҫҫӗ. Ҫак кунран пуҫласа ашшӗ-амӑшӗ ача ҫӳреме тытӑнмалли шкула пырса ыйту ҫырма пултарать. Хӑйсен ҫумӗнче паспорт, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство, ача ҫав территорире пурӑннине ӗнентерекен документ пулмалла. Ыйтусене утӑн 30-мӗшӗччен кашни кун йышӑнаҫҫӗ. Паллах, вырсарникунпа уяв кунӗсене шута илмесӗр. Ачана пурӑннӑ тӑрӑхран урӑх ҫӗрте вырнаҫнӑ шкула ярас текенсене утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 5-мӗшӗччен пушӑ вырӑнсене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вара пулас шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Ку вӗсене шкулпа лайӑхрах паллашма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Спорт — сиенлӗ йӑласен альтернативи» Пӗтӗм Раҫҫейри XI акцин республикӑри тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 486 вӗренӳ организацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутран республикӑри тапхӑрта — 389. Акцие миҫе ачана явӑҫтарнине илсен, вӗсен хисепӗ 93 пине яхӑпа танлашнӑ иккен. Ку вӑл вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсенчен 89,9 проценчӗ тенине пӗлтерет. Акцин республикӑри тапхӑрне Ҫӗмӗрле районӗнчи шкул ачисем те хастар хутшӑнни пирки асӑннӑ район администрацийӗ хыпарлать. 4-мӗш класра вӗренекен Иван Машанов тата 6-мӗшӗнчи Ксения Григорьева «Тӗпчев ӗҫӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Аслӑрах класрисен хушшинче Снежана Ухлейкина «Литература номинацийӗ» 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫулсерен иртекен «Студентсен десанчӗ» акци пуҫланнӑ. Унта республикӑри пилӗк аслӑ шкулти (И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ял хуҫалӑх академийӗ, Мускаври автоҫул институчӗн Атӑлҫи филиалӗ тата Раҫҫейӗн патшалӑх социаллӑ университечӗ) студентсен хутшӑнаҫҫӗ. Студентсене кӗтсе илнӗ пӗрремӗш подразделени Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин экспертпа криминалистика уйрӑмӗ пулса тӑнӑ. Уйрӗм епле ӗҫленипе центрӑн ертӳҫи, полици полковникӗ Александр Шешнев каласа кӑтартнӑ. Вӑл экспертсем мӗн туни пирки те пытарман, туса ирттерекен тӗпчевсем пирки те ӑнлантарса панӑ. Кайран ачасене пӳлӗмсенче лабораторисене кӗртсе кӑтартнӑ. Алӑ пӳрнин йӗрри тӑрӑх ҫынна палӑртакан тытӑм пирки уҫӑмлатнӑ. Ҫыннӑн пуҫ шӑмми тӑрӑх ҫынна палӑртни, вилли тӑрӑх вӑл арҫын е хӗрарӑм пулнине, миҫерине уйӑрнинчен уйрӑмах тӗлӗннӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Артем Гаврилов РФ Вӗренӳ министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври аслӑ шкулсенчи 10 студента публицист, ҫыравҫӑ Александр Солженицын ячӗллӗ стипендие параҫҫӗ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар каччи те пур. Артем Гаврилов И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика енӗпе 3-мӗш курсра ӑс пухать. Унӑн журналистикӑри пултарулӑхне, тӗпчев ӗҫне пысӑк хак панӑ. Артем МИХсен фестивалӗсене час-часах хутшӑнать. Вӑл 2013 ҫулта тата кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. Артем 2012 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче «Студенческий городок» (чӑв. Студентсен хули) кӑларӑма ертсе пырать. Артем Гаврилова пӗлтӗр РФ Профессионал журналистсен пӗрлӗхне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Николай Ытарая халалланӑ краеведени сехетне пухӑннӑ иккӗмӗш классем Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине шута илсе Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Ачасен ҫывӑх тусӗ» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта иккӗмӗш «б» класра вӗренекенсене илсе пынӑ. Николай Ытарай — паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, прозаикӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Ачаранпах вӑл сӑвӑ ҫырма кӑмӑлланӑ, алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑларнӑ. 16-ра унӑн «Ҫӑмламас упа» сӑвви «Сунтал» журналта кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 1958 ҫулта пичетленнӗ. Пӗтӗмпе вӑл — 30 ытла кӗнеке авторӗ. Вӗсем пурте — ачасем валли ҫырнӑскерсем. Ытарай чӑваш фольклорне, уйрӑмах ваттисен сӑмахӗсене, пухнипе те паллӑ. Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Г.Н. Миронова ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вулавӑшра упранакан Ытарай кӗнекисене кӑтартнӑ. Ачасем ҫыравҫӑн сӑввисене хаваспах итленине пӗлереҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш ӗҫченӗсем мультимеди хӑтлавӗ те хатӗрленӗ. Унта Ытарайӑн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ача-пӑчана яланах шиклентерет. Тепӗр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран ытла хӑшӗсен ашшӗ-амӑшӗ шикленсе ӳкет-тӗр. Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тытӑмне сӑнаса тӑракан федераци служби хӗрӳ лини ҫулсерен уҫать. Кӑҫал та вӑл ҫаплах тӑвать. +7 (495) 984-89-19 номерпе ҫамрӑксене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те, вӗрентекенсене те ҫыхӑнма ирӗк параҫҫӗ. Вӗсем экзамен йӗркипе, хушусене епле пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Экзамента йӗркене пӑсни пирки те ҫав номерпе ҫӑхавлама юрать. Шӑнкӑрава ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра та «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8 (8352) 57-21-60. Ыйтусене ҫавӑн пекех пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӑн порталӗнче, Рособрнадзорӑн халӑх тетелӗнчи страницисенче хускатма юрать. Ҫырусене ege@obrnadzor.gov.ru электрон адреспа та ҫырма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем сивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те мар-ха, хулари 9-мӗш номерлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче. Сивӗ пӳлӗмсенче пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчеме тивни пирки пуҫламӑш класра вӗренекен пӗр хӗрача массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрине систернӗ. Варвара Пугачева 12 градуслӑ классенче урок иртни пирки ӗнентернӗ. «Ҫиелти тумтирпе ларма тивет», — ҫине тӑрсах ӑнлантарнӑ хӗр пӗрчӗк. Чӑн та, суйман вӑл. Хӗллехи каникул хыҫҫӑн сивӗ пӳлӗмсене лекнине шкул пуҫлӑхӗ Наталья Бутюнина та ҫирӗплетнӗ. «Ӑшӑ пӑрӑхӗнче сывлӑш пухӑннӑ пулинех. Специалистсем халӗ ку кӑлтӑка пӗтерессипе тимлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейӗн гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ пӗлтӗр ирттернӗ конкурссене пӗтӗмлетнӗ. ТОП-25-е пирӗн республикӑри аслӑ шкулсем те лекейнӗ. Конкурса хутшӑнма панӑ заявкӑсем тӑрӑх пирӗн республика ТОП-10-ех кӗнӗ. Ку енпе вӑл пиллӗкмӗш вырнӑ йышӑннӑ-мӗн. Заявкӑсен шучӗпе Мускав, Питӗр хулисем, Свердловск облаҫӗпе Краснодар енӗ кӑна иртнӗ. Пӗтӗмпе 8 пине яхӑн заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 6,7 пине яхӑнне конкурса хутшӑнма ирӗк панӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ заявкӑсен шучӗпе 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ те конкурса ытахальтен хутшӑнман — вӑл 13-мӗш вырӑнта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |