Вӗренӳ
Ҫапла шухӑшлать курӑнать вӗренӳре йӗрке тӑвакан тӳре-шара. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне пӗлтӗр тытакансен сахалтан та 36 балл пухмалла пулнӑ тӑк, кӑҫал ӑна 12 балл пӗчӗклетнӗ. Ун пирки паян Рособрнадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ иккен. Ҫапла вара вырӑс чӗлхипе те, математикӑпа та сахалтан та 24 балл пухсан аттестатлӑ пулӑн. Ҫапла йышӑну тума кӑҫалхи тата пӗлтӗрхи кӑтартусен статистикине тишкернӗ хистенӗ-мӗн. Ытти предметпа ведомство чи пӗчӗк балсене чакарасшӑн мар. Тепӗр тесен, вӗсем аттестатлӑ пулассипе пулмассине витӗм кӳмӗҫ-ха, вӗренме кӗме тӑрсан кӑна кирлӗ. Ҫапла вара химипе, физикӑпа тата биологипе сахалтан та 36 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл, обществознанипе — 39 балл, историпе тата литературӑпа — 32 балл, географипе — 37 балл, ют чӗлхесемпе — 20 балл. Шкула 11 ҫул утса та пурин те тытмалли математикӑпа вырӑс чӗлхипе 24 балл таранлӑх та пӗлӳ пухайманнисене шкул пӗтерни ҫинчен свидетельство кӑна тыттарӗҫ. Маларах асӑннӑ вырӑс чӗлхи патне таврӑнсан, ҫӗршывӗпе 334 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, вӗсенчен 172-шне — карас телефонӗпе усӑ курнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух йӗркене пӑсакансем пуррине кабинетсенче лартса хунӑ камерӑсем асӑрхани, айӑпа кӗнӗ ачасене экзамена ҫитес ҫул кӑна тытмалла тунӑ. Аса илтеретпӗр, вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чух 4 ача йӗркене пӑсни куҫ тӗлне пулнӑ, физикӑпа иккӗн лекнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Вӗренӳ министерстви шкулсемпе видеоконференци ирттерни пирки те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ каларӗ. «Экзамена карас телефонӗпе ан кӗрӗр», — хытах асӑрхаттарнӑ имӗш ун вӑхӑтӗнче. Ҫав конференцире ларнӑ пӗр паллаканӑм мероприяти хыҫҫӑн класс ертӳҫи шпаргалкӑсем ҫырма та, телефонпа та усӑ курма хушнине, анчах вӗсене туалета кайсан пӑхма сӗннине пӗлтерчӗ. «Ырӑ» сӗнӗве вӑл тӳре-шара илтмен чух панӑ-ха ӗнтӗ. Математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух, ав, тепӗр икӗ ача ҫакланнӑ. Вӗсем шпаргалкӑпа тата карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Вӗсенчен пӗри — Йӗпреҫ районӗнчен иккен, тепри — Патӑрьелтен. Тем каламалла ӗнтӗ вӗсем пирки: те чееленме ӑсӗ ҫитмен тесе хакламалла, те маларах йӗркеллӗ вӗренсе пымалла пулнӑ темелле-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Хӗвелпи» лагерьте канакансем Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче шкул ачисем литературӑпа тата географипе пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытрӗҫ. Ку предметсем тытма тивӗҫлисен шутнех кӗмеҫҫӗ. Вӗсене ачасем хӑйсем кӑмӑлӗпе, ӳлӗмрен ӑҫта вӗренме каяс тесе шухӑшлани тӑрӑх, суйлаҫҫӗ. Географипе пурӗ 21 пин те 218-ӑн хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. 80 балтан пуҫласа 100 таран пухнисен хисепӗ мӗнпур йышран 8,2 процентпа танлашнӑ. Пӗлтӗр ун йышшисем икӗ хута яхӑн ытларах пулнӑ иккен. 57 ача географие йӑлт пӗлет иккен. Хайхисем 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр ун пек ӑслисем 193-ӗн пулнӑ. Литературӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменне 36 пин те 127 ҫын тытнӑ. Пысӑк баллисем — 6 процента яхӑн. Пӗлтӗр 11,1 процент шутланнӑ. Пӗлтӗр 454-ӑн 100 бал пухайнӑ тӑк, кӑҫал — 203-ӗн. Ӑслӑ ачасен йышӗ чакни пирки хальлӗхе официаллӑ комментарисем курмарӑм та, анчах пӳлӗмсенче видеокамерӑсем лартни, ытти енпе ҫирӗплетни хӑйӗн «тӗшшине» кӳнех-тӗр. Атту ачасене экзамента пулӑшса укҫа ӗҫлесе илни пирки вӗрентекенсем те, студентсем те каласа пани пирки хама та илтме тӳр килнӗччӗ те… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать пулсан та йӗркене пӑсакан ҫав-ҫавах тупӑнать. Кӑҫал экзамена кӗрес умӗн яш-хӗре металл шыракан ятарлӑ хатӗрпе шырама пуҫлани пирки чылай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре пур пӗрех тӑватӑ ача экзамена карас телефонӗ йӑтса кӗме пултарнӑ. Ку вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чухне пулнӑ. Тӑватӑ ача карас телефонпа усӑ курнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май вӗсен кӑтартӑвне халӗ шута илмӗҫ. Йӗркене пӑснине видеокамера пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Кусем Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарта пулнӑ. Тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ — шкула кӑҫал пӗтерекенсем, тепӗр иккӗшӗ — пӗлтӗрхисем. Халӗ вӗсем ҫак экзамена ҫитес ҫул ҫеҫ тытӗҫ. Вырӑс чӗлхипе пӗтӗмпе 6 950 ҫын ППЭ тытнӑ. Пӗтӗмпе 38 пункт ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем Вӑрмар районӗн ачисене пӗр иккӗленмесӗрех маттур теме пулать. Ҫак уйӑхра Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем — Оксана Христофорова, Евгения Петрова, Эльвира Трифонова, Даниил Михайлов, Максим Романов — Пӗтӗм тӗнчери «Bookworms» конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Релод вӗренӳ компанийӗ ирттернӗ. Финал Мускавра Вӗрентекенсен ҫуртӗнче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑрмар районӗн ачисем финала тухнӑшӑн питӗ хӗпӗртени пирки пӗлтерет район сайчӗ! Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ ачасем акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Л.П.Петровапа Мускава ҫула тухнӑ. Финал турнирне Раҫҫейри пилӗк команда тухнӑ. Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем «Чи лайӑх дебютшӑн» номинацире ҫӗнтернӗ, Чӑваш Ене Дипломпа, Oxford издательство кӗнекисемпе таврӑннӑ. Самантпа усӑ курса ачасем Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пулса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли университет уҫӑлнӑ. Кунта ватӑсем тӗрлӗ дисциплинӑна вӗренеҫҫӗ: копмьютертан пуҫласа пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парасси таранах. Кунта ҫӳрекенсем психологпа иртекен занятире пӗр-пӗринпе хутшӑнма, пурнӑҫпа киленме вӗренеҫҫӗ. Ку ватӑсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакна шута илсе Ҫӗрпӳри социаллӑ пулӑшу паракан центрта ҫакнашкал университет уҫнӑ ӗнтӗ. Занятисем — тӳлевсӗр. Кунта аслӑ ӳсӗмри студентсем компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки лайӑхрах пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тренингсем иртеҫҫӗ. Пурте пӗрле музейсене экскурсие ҫӳреҫҫӗ. Ватӑсем патне юристсем, тухтӑрсем килеҫҫӗ. Чулайӑшӗ скайппа калаҫма хӑнӑхнӑ, ҫавна май нумайӑшӗ компьютер туянма ӗмӗтленет-мӗн. Тӗлӗнмелле те, кунта хӗрарӑмсем ҫеҫ ҫӳреме кӑмӑл тунӑ. Вӗрентекенсем студентсене киле ӗҫ те параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӗл валли курӑк пухса типӗтмелле. Хӗрарӑмсем ытларах ҫыхма тата пӗҫерме вӗрентекен уроксене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Вӗренӳ пӗр ҫул тӑсӑлать. Унтан студентсене виҫҫӗмӗш ӑру университечӗн лекцийӗсене итленине ӗнентерекен документ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать. Нумаях пулмасть ППЭ тытмалли пӳлӗмсене видеокамерӑсем вырнаҫтарчӗҫ. Кӑҫал ав яш-хӗре экзамена металл шырамалли хатӗрпе тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ. ППЭ ҫирӗпленнӗ май тӑватӑ ҫӗнӗлӗх кӗртме палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ — кашни экзамена (ача ӑна тытаймарӗ тӗк) ҫулталӑк тӑршшӗпе тепӗр хут тытма май пулӗ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов «Известия» хаҫата панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Чиновниксен шухӑшӗпе, ку ППЭне «сутӑн илес» ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ара, выпускник экзаменра «2» илчӗ тӗк ӑна тепӗр ҫул ҫеҫ тепӗр хут тытма пултарать-ҫке. Ҫакна кура ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать — «кирлӗ ҫынсене» укҫа та тӳлет… Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫул шкултан вӗренсе тухакансен сочинени ҫырма та хатӗрленмелле пулӗ. Ӑна вӗсем раштав уйӑхӗнче ҫырӗҫ. Унӑн кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ача ППЭ тытма пултарассине палӑртӗҫ. Енчен те сочинение икӗ хутӗнче те ҫыраймарӗ-тӗк экзамена тепӗр ҫул ҫеҫ тытӗ. ППЭри ҫак улшӑнусем 2015 ҫулта пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ 40-мӗш ларӑвӗнче пӗр ыйтӑва пӑхса тухман. Вӑл — шкул медалӗсем пирки (Шупашкарта «Вӗренӳре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» медальпе чыслани пирки йышӑну проект). Ку Патшалӑх Думи «Вӗренӳ пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнипе ҫыхӑннӑ-мӗн, ҫавна май Шупашкар шайӗнче ӑна татса пани усӑсӑр. Патшалӑх Думи «Вӗренӳ» саккуна улшӑнусем кӗртнипе килӗшӳллӗн, шкултан вӗренсе тухакансене малтанхи пекех ылтӑн тата кӗмӗл медальсем пама тытӑнӗҫ. Эппин, ку ыйтӑва Шупашкар шайӗнче пӑхса тухма та кирлӗ мар. Аса илтерер: шкул аттестатне илекенсене пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа медальсем пама пӑрахнӑ. Ку ун чухне обществӑна самаях тавлаштарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Улатӑрти А.Н.Крылов академик ячӗллӗ 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑранӑ. Ҫак кун выпускниксем патне ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева килнӗ. Сумлӑ ҫак уява Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин та хутшӑннӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем тата ытти классем уяв программине пуян хатӗрленӗ. Надежда Викторовна анлӑ ҫул ҫине тухакан яш-хӗре экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма, пулас профессие тӗрӗс суйлама суннӑ. Министр халӗ ытларах рабочи профессийӗсем кирлине, вӗсен сумӗ ӳснине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |