Вӗренӳ
Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул). Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ. Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Максим Михайлов Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе... Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Культура отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен Чӑваш патшалӑх культура институтне Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви тухӑҫсӑр ӗҫлекеннисен шутне кӗртнӗччӗ. Спецификӑллӑ ун пек аслӑ шкула «кӗмӗл» туса илме ҫӑмӑл маррине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Культура отраслӗнчи специалистсем хатӗрлекен института укҫа парсах вӗренме кӗрес текенсем ҫукрах-тӑр. Анчах тепӗр мониторинг тӗлне ӑна тухӑҫлисен шутне кӗртесшӗн. Кун пирки ӗнерхи пресс-конференцире республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ. Лару-тӑру халех лайӑхланма пуҫланӑ иккен. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернисенчен специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнисен шучӗ унччен 96 процентпа танлашнӑ тӑк, халӗ ку цифра та пысӑкланнӑ-мӗн. Шучӗпе вӑл 98 процентпа танлашмалла иккен. Хальхи вӑхӑтра культурӑпа ӳнер институчӗпе культура училищине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ҫакӑ та аслӑ шкул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Мӑрат шкулӗ Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла. Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Уява пухӑннисем Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ, ҫак уява шкулта раштавӑн 14-мӗшӗнче, иртнӗ шӑматкун уявланӑ. Энтри Пасар шкулӗн кун-ҫулӗ 1913 ҫулта пуҫланнӑ, Октябрь пӑлхавӑрӗ пуҫланиччен тӑватӑ ҫул маларах кунта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ҫулсем хушшинче вӑхӑт самай иртнӗ — шкул шайӗ те темиҫе хут улшӑннӑ, вӗрентекенсен йышӗ те. Раштавӑн 14-мӗшӗнче уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ — ҫак шкула маларах пӗтернисем пухӑнма май тупнӑ. Ахаль килмен вӗсем — парнесемпе, салам сӑмахӗсемпе. Шел те, шкулӗ вӗсене вырӑсла ҫеҫ темшӗн кӗтсе илнӗ. Ҫапла пуль ҫав, ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла манса пыраҫҫӗ ӗнтӗ куславккасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нумай пулмасть эпир «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетрӗмӗр — хӑш шкул ачи мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлтертӗмӗр. Конкурса хутшӑнакансене эпир раштав уйӑхӗнче чыслас шухӑшлӑччӗ те, анчах «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекене хатӗрлесси вӑраха тӑсӑлнӑ май ку мероприятие тепӗр ҫул ирттерме тивет пуль. Малтан, ҫав-ҫавах кӗнеке хӑтлавне тумалла, кайран ун хыҫҫӑн тин эпир кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене парнесемпе тата хисеплӗ хутсемпе чыслама пултарайратпӑр. Ҫавах та, ачасене хавхалану кӳрес тӗлӗшпе кашни валли эпир ӗнентерӳ хучӗсен электронлӑ варианчӗсене хатӗрлерӗмӗр. Кӑмӑл пур пулсан эсир вӗсене ҫак каҫӑпа илме пултаратӑр: chuvash.org/knege/cert/certificat.html. Тӳрех пӗлтеретпӗр: ӗнентерӳ хучӗсене шкул ачисем валли кӑна хатӗрленӗ. Вӗсене тума та ятарлӑ скрипта явӑҫтарнӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр йӑнӑш тупӑнсан пирӗн пата ҫырса ярӑр (amartu@chuvash.org), эпир вара ӑна тепӗр хут алӑпа ӑсталаса сире ярса парӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ ҫула ватти-вӗтти те темӗнле хумханупа, тен, шанчӑкпа та пулӗ, кӗтет-тӗр. Ача-пӑчана уяв кӑмӑлӗ ытларах парнелес шутпа тӗрне районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ. Унта пыракан ачасем ёлка капӑрлатмалли теттесем хатӗрлеҫҫӗ, юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталаҫҫӗ. «Ҫӗнӗ ҫул валли капӑрлатмаллисем хатӗрленӗ май ачасем юмах тӗнчине лекнӗн туяҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 64-мӗш шкулта ачасем кӑна мар, учительсем те пӗр пек ҫи-пуҫ ҫине куҫнӑ. Дресс-код кӗртес шухӑш унти вӗрентекенсем ултӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Анчах ачасем кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл йӑла вырӑнлах мар пек туйӑннӑ. Вӗрентекенсен тумтирӗ тӗксӗм жилетран, юбкӑран е шӑлавартан (кам мӗн кӑмӑллать, ҫавна суйланӑ) тата ҫутӑ тӗслӗ кӗперен тӑрать. Ҫи-пуҫа хулари ҫӗвӗ ателйисенчен пӗринче ҫӗлеттернӗ. Пысӑкрах фирмӑсем пӗчӗк заказа йышӑнма килӗшмен-мӗн. Эрнере пӗрре, шӑматкунсерен, урӑхла тӑхӑнса килме юрать тесе йышӑннӑ. «Каярах, тен, йӑлӑхтарӗ те-и, анчах хальлӗхе ку тума юратсах тӑхӑнатпӑр», — теҫҫӗ иккен вӗрентекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи! Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм: Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и, Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм. Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи! П.Хусанкай
2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»). Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те. |
Вӗренӳ
Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен. Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ. Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ: 6-мӗш класс, проза: 1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ; 2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем; 3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |