Вӗренӳ
Шкул тумӗсем Чылай шкулта ачасем ятарла формӑпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ырланине илтме тӳр килнӗ ахӑртнех. Ара, илемлӗ тум ҫат тытакан джинс шӑлаварсенчен самай лайӑхрах-ҫке. Нумаях пулмасть шкул тумӗсен хӑтлавӗ иртнӗ. ЧР Экономика министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче шкул ачисем валли тум ҫӗлекен фирмӑсемпе канашлу-хӑтлав иртнӗ. Ҫакнашкал мероприяти Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗн ертӳлӗхӗпе кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче те иртнӗ. Хальхинче тӗп хуларан аякри шкулсен ертӳҫисене чӗннӗ. Хӑтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авӑр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикӑсем хутшӑннӑ. Унта кашни хӑйӗн продукцйӗпе паллаштарнӑ. Ачасем тумсене тӑхӑнса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
2013 ҫулта «Просвещение» издательство кӗҫӗн классем валли 12 вӗренӳ кӗнекине чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем ҫак ӗҫе кӑҫал та малалла тӑснӑ, 16 предметпа ӗҫ тетрачӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — математикӑпа тӑван тавралӑх предмечӗсем. Тӗслӗхрен, «Тӑван тавралӑх» ӗҫ тетрачӗ 2 пайран тӑрать. Килте ӗҫлемешкӗн «Ӑслӑлӑх дневникӗ» хушма кӑларӑм та пур. Унти заданисене ача килте ашшӗ-амӑшӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех пурнӑҫлӗ. Математика тетрачӗ ачасене урокра, ушкӑнпа, класспа е килте ашшӗ-амӑшӗпе хӑй тӗллӗн хатӗрленме май парӗ. Унти материалсем М.И.Морон, М.А.Бантовӑн, С.И.Волковӑн, С.В.Степановӑн «Математика» кӗнекипе пӗр килет. Кунта учебникри кашни темӑпах заданисем пур. Тетрадьре тӗрӗслев заданийӗсем кӑна мар, ачасене кӑсӑклантаракан, ӑс-танне, логика шухӑшлавне аталантаракан хӑнӑхтарусем те пур. Вӗрентекен урок умӗн хӑнӑхтарӑва учебникрен е тетрадьрен илмеллине суйлама та пултарать. Тетрадьсем чӑвашла тухнӑ учебниксене тата пуянлатӗҫ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин шухӑшӗпе, пичетленӗ ӗҫ тетрачӗсем задание пурнӑҫланӑ чухне вӑхӑта перекетлеме май параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Аслӑ Пӑла Тимеш шкул сайчӗ Нумаях пулмасть Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ пулнӑ. 2011-мӗш ҫултанпа йӗркелекенскер хальхи — 6-мӗш пӗтӗмлетӳ. Сайт танлашӑмне ку хутӗнче 2014 ҫулхи хӗллехи уйӑхсенче тишкерни тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫурҫул каяллахипе танлаштарсан танлашӑма хутшӑнакансен йышӗ 69 процент нумайланнӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 80 субъектӗнчи 3 211 шкул хутшӑннӑ. Пысӑк пахалӑхлӑ сайтсен шутне 605-ӗн кӗнӗ. Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри танлашӑм координаторӗ Елена Королева пӗлтӗрхипе танлаштарсан рейтинга хутшӑнакансен йышӗ кӑна мар, сайтсен пахалӑхӗ те ӳснине палӑртнӑ. Асӑннӑ рейтинга Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать иккен. Пӗрремӗш рейтингра вӑл «Чи лайӑх шкул сайчӗ — 2010» диплома тивӗҫнӗ. Хальхинче вӑл Чӑваш Енре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи Федераци округӗнче — 34-мӗш, Раҫҫейре — 492-мӗш. Аслӑ пӑла Тимеш шкул сайчӗн администраторӗ информатика учителӗ А.Г. Пласкин шутланать. Чи чӑвашла районтан пулин те сайта чӑвашла йӗркелемен ҫав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарта «Созвездие» центр «Наци пуянлӑхӗ — 2014» пӗтӗм тӗнчери инҫет интернет конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл ытти хӑш-пӗр конкурсран уйрӑлса тӑрӗ. Фестивале Ҫӗр чӑмӑрӗнчи кирек мӗнле вырӑнтан та пӑхма май пулӗ. Йӗркелӳҫӗсем конкурса тӗнче тетелӗнче онлайн мелӗпе кӑтартма палӑртнӑ. Фестивале яланхи пекех 5–17 ҫулсенчи пултаруллӑ ачасем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Еврокурав тата Ҫӗнӗ хум финалисчӗсем. Хальлӗхе конкурсҫӑсен списокӗ паллӑ мар-ха, мӗншӗн тесен заявкӑсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Конкурс Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пулӗ. Конкурсҫӑсем тӗрлӗ номинаципе жанра хутшӑнӗҫ: «Ҫӗршыв патриочӗсем», «Вокал», «Хореографи тата мода театрӗ», «Ӳнер сӑмахӗ». Конкусҫӑсене Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври вокал тата хореографи ӳнерӗсен профессионалӗсем хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне халалланӑ пресс-конференцире ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова кӑҫал Роспотребнадзор тимлӗ пулассине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ППЭ вӑхӑтӗнче федераци инспекторӗсем килӗҫ. Пӗлтӗр шкултан вӗренсе тухакансем ППЭре пысӑк балсем пухни сисчӗвлентернӗ-мӗн. Ун чухне пирӗн выпускниксем Раҫҫейри лидерсен йышнӗ кӗнӗччӗ. Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзор мӗншӗн иккӗленни паллӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре ППЭ правилисене пӑснӑ виҫӗ ача ҫеҫ ҫакланнӑ. Анчах шкултан вӗренсе тухакансем тӗнче серепинче чӑн-чӑн КВМсене (контрольпе виҫев материалӗсем) тупма та пултарнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем экзамена хатӗрленсе, хуравсене пӗлсе килнӗ имӗш. Иккӗленӗве тата акӑ мӗн вӑйлӑлатать: ачасем халӑх тетелӗсенче педагогсене шпаргалкӑсемпе улаталани, экзаменра вӗрентекен пулӑшни пирки ҫыраҫҫӗ. Министр ҫумӗ кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, экзамен тытмалли вырӑнсенче видеосӑнав, металл шыракан аппарат лартӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑт поясӗсем валли КВМсем расна пулӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсене тӗнче серепинче шыранин усси ҫук-мӗн. Ҫитменнине, Роспотребнадзор тӗнче серепине суя КВМсем вырнаҫтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкул ачисем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне физика, истори тата общество предмечӗсемпе тытасшӑн. Пӗртен пӗр ача суйланӑ предмет та пур иккен. Ку вӑл — испан чӗлхи. Ҫакӑн пирки республикӑн Вӗренӳ минситерстви ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ. Экзаменӑн тӗп тахӑрӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 11-мӗшӗччен пырӗ. Вырӑс чӗлхипе экзамена 7 149 ҫын тытӗ, математикӑпа — 6962-ӗн, ҫав шутра вунпӗрмӗшсем — 6 658-ӑн. Епле предмета ытларах суйланине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Цифрӑсен чӗлхипе калаҫас тӑк, обществознание 5 281 ача тытасшӑн, физикӑпа — 2 582-ӗн, историпе — 1 820-ӑн, биологипе — 1 758-ӑн, хими — 1 111-ӑн. Ун хыҫҫӑн информатика (847-ӗн суйланӑ), акӑлчан чӗлхи (802), литература (482), географи (460) предмечӗсем пыраҫҫӗ. Нимӗҫ чӗлхипе 6-ӑн экзамен тытӗҫ, хрантсус чӗлхипе — 5-ӗн. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова обществознание суйлакансен йышлине ниепле те пӗтерме май килменнине палӑртнӑ. Ӗҫ рынокӗнче техника профессийӗсем кирлине калаҫҫӗ пулин те гуманитари специальноҫне суйлакансем самай иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Тӗрлӗ ушкӑнри ҫӗнтерӳҫӗсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи, коррекци педагогики тата психологи факультетӗнче «Ӑслӑлах кунӗпе» килӗшӳллӗн регионсем хушшинче алла вылятса каламалли сӑвӑсен конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал унта 32 конкурсҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене алла вылятса калаҫмалли чӗлхе куҫаруҫи Аделина Замикова тата Наталья Степанова, коррекци педагогикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Федотова хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ӳсӗмне кура виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. «А» ушкӑнра Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Валерия Гайфутдинова 1-мӗш выран йышӑннӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Дарья Ивановӑпа Сергей Михайлов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Унтах вӗренекен Анастасия Колтыгина вара Б ушкӑнра 1-мӗш пулнӑ. Мари Элтен килнӗ Татьяна Ливанова тата Полина Самойлова 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. «В» ушкӑнра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки Татьяна Мигушова пӗрремӗш пулнӑ. Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Екатерина Макарова куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Мари Республикинчи Анастасия Морозова жюри парнине тивӗҫнӗ. Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрмар районӗнчи хӗрача Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мария Тимофеева Пысӑк Енккасси шкулӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать. Тавралахӑн ҫамрӑк тӗпчевҫисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви ирттерет. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Ӑна шкулсенче вӗренекенсене тавралӑхри экологи ыйтӑвне тӗпчеме илертес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Регион шайӗнчи тапхӑр 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен пулнӑ. Федераци шайӗнчи тапхӑр пуш уйӑхӗнче иртнӗ. Унта ӗҫсене финала хутшӑнмашкӑн суйланӑ. Финал тапхӑрӗ куҫӑн майпа иртнӗ. Унта конкурсҫӑсем хӑйсен ӗҫӗсене сӑмах вӗҫҫӗн хӳтӗленӗ. Регион шайӗнчи тапхӑрта Мария Тимофеевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа хӗрача финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Финалта Мария хӑйӗн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хӳтӗлесе «Ландшафт экологийӗ тата геохими» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Мария Тимофеевӑн ертӳҫи — биологин пысӑк квалификациллӗ учителӗ Т.Р.Табакова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Владлена Халитова пирки асӑннӑ хула администрацийӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑраканскер тесе хыпарлать. Хӗр пӗрчӗк 10 ҫулта кӑна пулин те 7-мӗш класа ҫитнӗ иккен. Икӗ ҫулта хӗр пӗрчӗк пуҫламӑш шкулӑн программине экстерн программипе ӑша хывнӑ-мӗн. Халӗ вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренет. Хӗрача чӑвашла, хрантсусла, китайла, акӑлчанла пӗлет иккен. Шкул программине пуҫа лайӑх чикнипе пӗрлех хӗрача музыка шкулне ҫӳрет-мӗн: флейтӑпа, скрипкӑпа, гитарӑпа, фортепианӑпа калать. Республикӑри конкурссенче те ҫӗнтерет иккен вӑл. Кӗҫех вӑл Волгоград хулинче иртекен ҫамрӑксен Дельфи вӑййинче Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлӗ. Унта тӗрлӗ музыка инструменчӗпе вылякансем пуҫтарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |