Вӗренӳ
Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур. Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ. Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ирина Яровая Вырӑс чӗлхипе, литературипе тата Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе пӗрлехи в8рен5 к8некисем пулмалли ҫинчен кӑҫал пирӗн ҫӗршывра саккун йышӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин Хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая каланӑ. Капла саккуна вӑрах тӑхтамасӑр йышӑнас шухӑша асӑннӑ предметсемпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче ачасем пӗчӗк балл пухнипе те сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Вырӑс чӗлхи кӗнекине халӗ 180 вариант таран кӑлараҫҫӗ иккен. Ҫапла хӑтланни чӗлхене тарӑннӑн ӑша илме кансӗрлет кӑна имӗш. Коррекци пӗлӗвӗ илекен ачасене ҫӗнӗлӗх пырса тивмелле мар. Вӗсем валли ытти чухне те раснарах вӗренӳ кӗнеки кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 вӗренсе тухакана чысланӑ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансене «Чи лайӑх выпускник» свидетельствӑна памашкӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Степанович Иванов, университет ректорӗ Андрей Юрьевич Александров хутшӑннӑ. Александр Иванов яш-хӗре диплом илнӗ ятпа саламланӑ. Андрей Александров кӑҫал университетран 3 пине яхӑн ҫын вӗренсе тухнине палӑртнӑ. «Чи лайӑх выпускник» ята кама параҫҫӗ-ха? Вӗренӳ, тӗпчев ӗҫӗсене, спорт, культура, общество мероприятийӗсене хастар хутшӑнакансене. Палӑртмалла: кӑҫал И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 100000-мӗш студент вӗренсе тухнӑ. Ҫак ята Илья Чернышов тивӗҫнӗ. Вӑл — электротехника факультечӗн магистрӗ, РФ Правительствин стипендиачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ачасемпе студентсен тӗлпулӑвӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийӗн факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекенсем йывӑррӑн аталанакан 12–16-ри яшсемпе тата хӗрачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ. Факультет хӑнисене студентсем сывлӑха перекетлекен текен ҫӗнӗ йышши технологисемпе, психотерапи техникисемпе, ӳкермелли урӑхла меслетсемпе паллаштарнӑ. Ӳкерессине илсен, студентсем, тӗслӗхрен, монотипи текен меслете ӑша хывтарнӑ. Ачасем тӑварлӑ чустаран тем пысӑкӑш хуртсем ӑсталанӑ. Мозарт-терапи техника та хӑйне евӗр кӑсӑклӑ. Ку меслете геометри кӳлеписенчен ӳкерчӗксем ӑсталани тесе ӑнлантарсан та пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Тӗрлӗ тӗслӗ супӑнь хӑмписенчен ӳкерчӗксем тӑвас ӑсталӑх та хӑйне евӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗ «Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Вӗренӳ министерстви 60 аслӑ шкула ҫыру янӑ. Унта абитуриентсене пухма чармашкӑн сӗннӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна шута илмен — абитуриентсенчен документсем йышӑнать-мӗн. Реорганизаци тума е пӗтерме йышӑннӑ аслӑ шкулсен йышне ытларах техника университечӗсен регионти уйрӑмӗсем кӗнӗ (50%). Ҫырусене РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов алӑ пуснӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тухӑҫлӑ мар ӗҫлекен аслӑ шкулсене пӑхса тухнӑ. Хӑшӗ-пӗрне, тен, 2016 ҫулта хупӗҫ те. Ҫавӑнпа ҫак списока лекнисене студентсене пухма чарасшӑн-мӗн. Чӑваш Енре икӗ аслӑ шкул ҫак списока лекнӗ. Вӗсем — Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн тата Санкт-Петербургри патшалӑх политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗсем. Вӗсене 2016 ҫулта хупма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫак шӑпӑрлансем валли уҫӑлнӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ пахча Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинче 240 вырӑнлӑх ача-пӑча пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ евӗр ҫӗнӗ майсене тӗпе хурса туса лартнӑ. «Хӗвеллӗ хула» ят панӑскер ҫиччӗмӗш номерлӗ шутланать. Ку ача-пӑча пахчи — юлашки икӗ ҫулта уҫнӑ ҫавӑн йышши иккӗмӗш учреждени. Шкул ҫулне ҫитменнисен черетлӗ учрежденине уҫнӑ май ҫӗрпӳсем 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачасен ача-пӑча пахчине ҫӳремелли черетне татнине пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов сывлӑхлӑ, ҫирӗп тата ӑслӑ ӳсме суннӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденине уҫма яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата министрсем пулнӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе ҫӗрпӳсем 150-шер метр тӑршшӗ ялавсем — Раҫҫейӗнне тата Чӑваш Енӗннне — тутарттарнӑ. Ялавсене ачасем ача-пӑча пахчи патне пыракан ҫулӑн ик енӗпе тӑрса тытса тухнӑ. Cӑнсем (89) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нумаях пулмасть биологипе, историпе, информатикӑпа иртнӗ ППЭ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Мухтанмаллиех ҫукки палӑрнӑ. Истрипе экзамен тытнисен 19,5% ҫӗршывӑн иртнӗ саманчӗсене пӗлменни палӑрнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, историпе кӑҫал 1 018 яш-хӗр экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 19,45% чи пӗчӗк балл та пухайман. Пӗлтӗр ку кӑтарту 3,3% танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5,3% ҫеҫ 80–100 балл пухма пултарнӑ. Пӗлтӗр — 21,41%. Биологипе информатикӑна илес тӗк кӑтарту лайӑхрах. Биологипе экзамен тытнӑ 1 297 ҫынран 5,47% «2» илнӗ. Пысӑк балл пухакансен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 3 хут сахалланнӑ. Информатика экзаменӗнче 6,58% 24 балл та пухайман. Пӗтӗмпе 8,33% ҫеҫ 80–100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Абитуриентсемшӗн хӗрӳ тапхӑр пуҫланчӗ. Йышӑну комиссийӗ утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пулӗ. Кӑҫал республикӑри аслӑ шкулсенче пӗтӗмпе 3,5 пин ҫамрӑк тӳлевсӗр вӗренме кӗме пултарӗ. Абитуриентсем документсене тӳрех 5 аслӑ шкула, 3 специальноҫпа пама пултараҫҫӗ. Яланхи пекех заявлени тата паспорт кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхсем пур тӑк кирлӗ справкӑсене тӑратма тивӗ. ППЭ свидетельстви кирлӗ мар. Экзаменсен кӑтартӑвӗсем йӑлтах федераци базинче пур. Эппин, йышӑну комиссийӗ абитуриент ятне-шывне, унӑн экзамен кӑтартӑвӗсене ҫӑмӑллӑнах шыраса тупма пултарать. Шкултан вӗренсе тухнӑ хӑш-пӗр яш-хӗр малтанхи пекех ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарать. Пӗтӗм Раҫҫей олипиадинче ҫӗнтерӳҫӗ е призер ятне тивӗҫнисене, пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ олипиадӑсене хутшӑнмашкӑн Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнисене пӗрремӗш курса экзаменсемсӗрех йышӑнаҫҫӗ. Сусӑрсем, талӑхсем, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем те тӳлевсӗр вӗренме кӗме пултараҫҫӗ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа пӗр аслӑ шкула тата пӗр специальноҫпа кӗнӗ чухне ҫеҫ усӑ курма май пур. Физикӑпа тата математикӑпа 70 балран ытларах пухнисем Чӑваш Енри аслӑ шкула вӗренме кӗреҫҫӗ тӗк пӗрремӗш курсра хушма стипенди илсе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал Чӑваш Енре математикӑпа 6 806 ҫын ППЭ тытнӑ. Шел те, хальхинче никам та экзамена 100 баллӑх ҫырайман. Пӗлтӗр вара математика экзаменӗнче 46 ҫын 100 балл пухнӑ. Кӑҫалхине илес пулсан, ҫак предметпа вӑтам кӑтарту 46,79 балпа танлашнӑ. Пӗлтӗр — 54,6 балл. Экзаменра 112 ҫын пысӑк балл пухнӑ (80–100 балл). Кӑҫал чи нумай пухнӑ балл — 98. Экзамена 222 ҫын тытайман: вӗсем кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Аса илтерер: математика экзаменӗн кӑтартӑвӗ аттестат илессине витӗм кӳрет. ППЭре «иккӗ» илнисем ӑна резерв кунӗнче — ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — тепӗр хут тытма пултарӗҫ. Анчах вырӑс чӗлхипе «2» илмен пулсан ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе ППЭне ӑнӑҫлӑ тытнӑ темелле-ши — кӑҫал экзаменра 37-ӗн 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗрхинчен нумайрах. Ун чухне кунашкаллисен йышӗ 35 ҫын пулнӑ. Асилтерер: кӑҫал вырӑс чӗлхипе 6 880 ҫын экзамен тытнӑ. Пӗлтӗр — 7966 ҫын. Кӑҫал ППЭ тытакансен 20,32% 80–100 балл пухнӑ. 107 ҫын вырӑс чӗлхин экзаменӗнче кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Вӗсем ӑна ҫӗртмен 18-мӗшӗнче тытма пултарӗҫ-ха, анчах математика экзаменӗнче «2» паллӑ (24 балран нумайрах пухнӑ тӑк) илмен пулсан ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |