Вӗренӳ
Шкулсемпе ача-пӑча пахчисем тӗрлӗ конкурса хутшӑннипе никама та тӗлӗнтереймӗн. Ҫав самантсем шалӑва та витӗм кӳнӗрен те вӗрентекенсемпе воспитательсем хастар-тӑр. Шкулсемпе шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем хастар. Акӑ, иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Санкт-Петербург хулинче «Пуласлӑх шкулӗ» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн 60 регионӗнчи 200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Форум вӑхӑтӗнче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 вӗренӳ организацийӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Пӗтӗм тӗнчери пахалӑхпа маркетинг академийӗ йӗркеленӗ иккен. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчен хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Шупашкарти «Ачалӑх утравӗ» 201-мӗш тата «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» 7-мӗш ача уйлӑхӗсем тата вӗсен ертӳҫисем Ирина Никитина тата Наталия Спиридонова пур. Пуҫлӑхсене «Ҫулталӑк заведующийӗ — 2014» хисеплӗ ят панӑ. «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» ача уйлӑхӗ «Вӗренӳре, аталанура тата воспитанире мультимедийлӑ информациллӗ технологисене пурнӑҫа кӗртессипе малта пыракан» номинацире палӑрнӑ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрмарти ача пахчи Иртнӗ уйӑхӑн юлашки шӑматкунӗ вӑрмарсемшӗн ҫӗнӗ ача пахчи уҫнипе асра юлӗ. Кермен пек капӑр ҫурта район центрӗнче хӑпартса лартнӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа мӑшӑрӗ, район пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ шайри депутатсем пырса ҫитнӗ. «Ку вӑл — ахаль пахча мар, пӗчӗккисене аталанмалли хальхи вӑхӑтри центр», — теҫҫӗ вырӑнтисем. Унта физкультура, музыка залӗсем, медицина блокӗ, ачасене психологи тӗлӗшӗнчен лӑпланмалли пӳлӗмсем те уҫнӑ. Ача пахчине пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хута яма 82 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Укҫине мӗнпур хыснаран уйӑрнӑ, Мускавран та, рсепубликӑран та, район «кӗсйинчен» те. Сӑмах май каласан, кӑҫал пурӗ 15 ача пахчи уҫмалла пулнӑ. Анчах хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен тӑваттӑшне кӑна хута янӑ. Строительство ӗҫӗсем епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисене тӑвассипе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ-ха, ҫапах та палӑртнисене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурне те уҫма вӑл шантарнӑ. Юнкун, сӑмахран, Шупашкарти Крылов урамӗнчине уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ. Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ. Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ. |
Вӗренӳ
Студент ҫулӗ — лекци, семинар тата тати-сыпписӗр экзаменпа зачет вӑхӑчӗ кӑна мар, вӑренӳ хыҫҫӑнхи хаваслӑ самант та, ҫӗнӗ паллашу та. Студентсен пурнӑҫӗн ҫав енӗшӗн Студентсен канашӗ яваплӑ. Студенстен хӑй тытӑмлӑх органӗсен хушшинчи ушкӑнсем пӗр уйӑх ӗнтӗ студентсен «ылтӑн фончӗ» ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. «Финала ҫитме ҫӑмӑл пулман», — тесе ҫирӗплетет республикӑн Вӗренӳ минситерстви. Конкурса хутшӑнакансем информаци карттисем, отчетcем, ҫулталӑклӑх плансем, тем тӗрлӗ ролик хатӗрленӗ. «КВЕСТ» шырав вӑййин тӗрӗслевне те тухма тивнӗ. Кунта диктант тӗрӗс ҫырнинчен тытӑнса Студенстен канашӗн эмблеми таранах хатӗрлеме тивнӗ. «Студканаш — ӑнӑҫу картлашки» ятпа чи лайӑх видеоролик хатӗрленӗ тесе И.И. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне палӑртнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗ «КВЕСТ» тӗрӗслеве пиллӗклӗх тухнӑ. Тӳрен ятарлӑ парнипе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи ҫамрӑксене хавхалантарнӑ. 2014 ҫулхи чи лайӑх Студканаш вара — Автоҫул-йӗр институчӗн Атӑлҫи филиалӗн ушкӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Тренкассинчи шкул историйӗн пӳлӗмӗнче Чӳкӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи шкул чӗрӗк ӗмӗрхи юбилей паллӑ тунӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн коллективне саламлама республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пырса ҫитнӗ. Республика шайӗнчи пуҫлӑх Чӑваш Енӗн Элтеперӗн, Михаил Игнатьевӑн, саламӗпе пырса ҫитнине пӗлтернӗ. Шкул коллективне Михаил Васильевич ырми тӑрӑшнӑшӑн тата тӑван кӗтесе юратнӑшӑн саламланӑ иккен. Пичет министрӗ вара шкул Шупашкар районӗнчи тата республикӑри чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри ахальтен пулманнине палӑртнӑ. Унта ӑс пухакансем район тата республика шайӗнчи конкурссенче вӗҫӗмех ҫӗнтереҫҫӗ иккен. Александр Иванов шкул столовӑйӗ валли оборудовании туянма сертификат панӑ. Икӗ ҫынна — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен С.А. Григорьевана тата пуҫламӑш классен учительне С.И. Григорьевана ЧР Вӗренӳ министерствин грамотисемпе чысланӑ. Паллӑ куна халаласа шкулта вӗренӳ учрежденийӗн историне халалланӑ пӳлӗм уҫнӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 4-мӗш гимназири ачасем — РФ Патшалӑх Думинче Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекенсене Раҫҫенйӗн Патшалӑх Думине илсе кайнӑ. Курма. Ҫулҫӳреве йӗркелеме Чӑваш Республикинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине суйланнӑ Руслан Тихонов депутат пулӑшнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине унта халиччен пулман, аслӑ классенче вӗренекен 30 ачана илсе кайнӑ. Гимназитсене Мускав кӑтартса ҫӳренӗ, Кремле кӗрсе тухнӑ, «Мосфильм» киностудие. Ачасене Мускаври МГИМОна тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетне те кӗртсе кӑтартнӑ. Асӑннӑ аслӑ шкулсемпе 4-мӗш гимнази килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ. Ачасемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ самант Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ҫитни тесе пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Руслан Тихонов депутатӑн пулӑшуҫипе Сергей Никитинпа, депутатсемпе тӗл пултарнӑ вӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Элӗк районӗнче «Таса ял сантан пуҫланать» акци иртет. Вӑл ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Ӑҫта тата кам мӗн чухлӗ пухнине раштавӑн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Акцие хутшӑнакансем — вӗсем шкул ачисем — макулатура пухаҫҫӗ. Хальлӗхе Шуркасси Юнтапари шкул малта пырать. Унта ҫӳрекенсем 3 тонна пухнӑ. Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекенсем 946 килограма ҫитернӗ, Йӑлкӑшра — 597 кг, Тавӑтра — 250 кг, Карачурара — 100 кг, Шӗмшевӗшре — 97 кг, Утаркассинче — 85 кг, Вутланта — 70 кг. Уйрӑм ачасене илсен, Шуркасси Юнтапари Михаил Спиридонов 400 киг кивӗ хут пухнӑ, Йӑлкӑшри Евгений Свистков — 180 кг, Карачурари Станислав Медведев — 70 кг, Тавӑтри Екатерина Никифорова тата Александр Петров — 50-шар кг. Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чи ӳркенмен 20 ачана Шупашкара экскурсине кайса кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Унта Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 7–10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 24 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Кун йӗрки вара чӑннипех те пуян пулчӗ. Чи малтанах асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова «Ҫеҫпӗл Мишши ачалӑхӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ» ятлӑ мультимедилле презентаципе паллаштарчӗ, сӑвӑҫ ачалӑхӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ун хыҫҫӑн поэтӑн Теччӗре тата Шупашкарта пурӑннӑ тапхӑрӗсене Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ В,В.Васильева ҫутатса пачӗ. Ун сӑмахӗсене Упи шкулӗн вӗрентекенӗсем инсценировка кӑтартса ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишшин Крымри тата Украинӑри пурнӑҫӗпе Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи, обществознани, право, экономика предмечӗсене вӗрентекен В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Пӗчӗккисен азбуки» сӑрламалли кӗнеке кӑларнӑ. Чӑвашла ҫав азбукӑн авторӗсен, Нина Чернован, Элла Атласкинан, Светлана Захарован, шучӗпе пиллӗкри ачасен шкула каяс умӗн вӑй-хал, психологи, ӑс-тӑн енчен хатӗрленмелле. Ал айӗнче аталанмалли кӗнекесем пулсан питӗ лайӑх. Аталантармалли вӑйӑсемпе пӗрлех усӑллӑ кӗнекесем кирлӗ. Ҫӗнӗ кӗнекере чӑваш алфавитӗнчи кашни саспалли валли уйрӑм страница уйӑрнӑ. Хаваслӑ та асра юлмалли сӑвӑсем, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, тупмалли юмахсем, предложенисемпе хӑнӑхтарусем илсе кӑтартнӑ. Ӳкерчӗксем ҫинче та саспаллисене кирлӗ тӗспе ӳкерме пулать. Кӗнекери саспаллисемпе паллашнӑ хыҫҫӑн теттесене, тӗрлӗ ҫимӗҫе, пахчаҫимӗҫе, килти чӗрчуна, кайӑк-кӗшӗке, ҫырлана, йывӑҫа кирлӗ сӑрламаллине пӑхса хӑварнӑ. 4 пин тиражпа кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑм кӗҫӗн класра вӗренекенсемшӗн те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӗнеке художникӗ — А.В. Семенова. |
Вӗренӳ
Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулӑн кун кӗнекийӗ Ҫурлан 22-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен «CREATIV» агентство сайтӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ сайчӗсен «Инноваци технологийӗсем» конкурс иртнӗ. Конкурса 200 ытла ӗҫ ярса панӑ. Вӗсенчен 108-шӗ тӗрӗслеме тивӗҫ пулнӑ. Ҫав йыша Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ те кӗнӗ. Ӑна обществознани вӗрентекенӗ, аслӑ категориллӗ учитель Лариса Колоколова ертсе пырать. Конкурсра жюри пайташӗсем сайта мӗнле тунине, мӗнле информаци вырнаҫтарнине, ҫыхӑну епле йӗркеленине, унта мӗн чухлӗ ҫын кӗрсе тухнине тата ыттисене пахаланӑ. Ҫак кунсенче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ «Вӗрентекен валли — сайт» номинацире черетлӗ хут виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |