Вӗренӳ
Ҫуркуннен пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ митингпа кӗтсе илесшӗн иккен. Ӑна вӗсем хула администрацийӗнчен инҫе мар вырӑнта йӗркелесшӗн. Ашшӗ-амӑшне пухӑнма ача-пӑча пахчин хакне хӑпартни хистенӗ иккен. Малашне пӗчӗккисене 10 сехетлӗхе унта янӑшӑн 1 575 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, 12 сехетшӗн — 1 890 тенкӗ. Ҫынсене уйрӑмах спутник-хулара ҫур ҫул каялла кӑна хаксене 1200-тен 1500-е хӑпартни тарӑхтарать, пухӑнма хистет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ. Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла. «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ. Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ. Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчинче «Пӗчӗк Олимпиада» спорт уявӗ ирттернӗ. Шӑпӑрлансене Олимп вӑййисен историйӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Каласа кӑтартнипех ҫырлахман-ха — пӗчӗкскерсен уявӗ асра юлмалла пултӑр тесе тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вырӑнтисем хыпарланине ӗненсен пӗчӗкскерсем ҫавӑн хыҫҫӑнах Олимп вӑййипе кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ. Вӗсем Олимпиадӑра пулӑмсемпе хаваслансах паллашаҫҫӗ имӗш. Ача-пӑча учрежденийӗн ертӳҫи Ирина Яшина вара ҫавӑн йышши мероприятисем ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме, вӗсен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнас туртӑмне вӑйлатнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар хула администрацийӗнче вӗрену заведенийӗсенче воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумсемпе канашлу иртнӗ. Унта аслӑ шкулсенче тата професси пӗлӗвӗ паракан техникум-колледжсенче воспитани енӗпе вӑйлӑрах ӗҫлемелле тесе йышӑннӑ. Ларура Шупашкарта вӗренӳ проекчӗсене тӑвас ӗҫе те сӳтсе явнӑ. Унта палӑртнӑ тарӑх, 1-мӗш курса килекен студентӑн вӗренӳ заведенийӗпе, студентсен канашӗпе, студентсен ытти хӑйтытӑмлӑхӗпе паллашмалла. Ҫавӑн пекех «Проект шкулӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн студентсене проектсем хатӗрлеме, вӗсене хӑтлама, хӳтӗлеме вӗрентӗҫ. Пӗр сӑмахпа, грант конкурсӗсене тӑртамашкӑн хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Мускавра ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗсен X Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна вырӑссен паллӑ ӑсчахӗ Дмитрий Иванович Менделеев ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куҫӑн мар майпа ирттернӗ суйлава 2 000 яхӑн ӗҫ хутшӑннӑ. Конкурса вара Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен 320 ача килнӗ. Конкурса нарӑсӑн 8-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Шӑпах ҫав кун Дмитрий Иванович Менделеев ҫуралнӑ тата Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кунах ӗҫсен хӳтӗлевӗ иртнӗ. Кашни секцире 35 доклад таранах пулнӑ. Конкурсра Чӑваш Енрен те хутшӑнакансем пулнӑ. Вӗсем унта каяс умӗн регион шайӗнче иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пирӗн ентешсем те пур. Сӑмахран, Мария Быстрякова («Карӑш» экологи-биологи центрӗ) 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑслӑлӑх ертӳҫисем — Евгений Синичкин тата Петр Омельченко. Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекен Людмила Ухлейкина (ӑслӑлӑх ертӳҫи Наталия Гришина) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Алина Савульчук та номинацире лауреат ятне илнӗ. Конкурсра малти вырӑнсене йышӑннисене медальсемпе чысланӑ. Вӗсене «Вӗренӳ» наци проекчӗн («Пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшасси» енӗпе) премине илмешкӗн конкурса тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тата вӗренекенсен патриотла ӑнланулӑхне йӗркелес тӗллевпе Йӗпреҫ районенчи Пучинкери вӑтам шкулта шкулта кашни ҫулах халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен пырӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче шкулта хӑюлӑх урокӗсем, класс сехечӗсем, ҫар тата тӑван ҫӗре хисеплес темӑпа конкурссем, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Акӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут пуҫтарчӗ вӗренекенсене ҫак фестиваль. Шкулӑн пуху залӗ 6 урок хыҫҫӑн ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кунта вӗренекенсемсӗр пуҫне вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, ӗҫ ветеранӗсем те килнӗ. Сцена ҫине умлӑн-хыҫлӑн 1-мӗш класра вӗренекенсенчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекенсем хӑпарчӗҫ, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашни класӑн хӑйӗн тумӗ: пӗрисем — моряксем, вӗсем тинӗс салтакӗсен юррине юрларӗҫ, теприсем — летчиксем, вӗҫевҫӗсен юррине юрларӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем — танкистсем, пограничниксем тата ытти те. |
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире семинар иртнӗ. Унта вӗренӳри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Семинара ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ирттернӗ. Светлана Петрова Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Халӗ ППЭне тытмалли кашни пунктра металлодетекторсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫакна шкул ачисем экзаменра планшетпа, карас телефонӗпе, ытти хатӗрпе усӑ ан курччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнмасан экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмеҫҫӗ. Семинарта вӗренӳ кӗнекисем пирки те калаҫнӑ. Вӗсене тӳлевсӗр параҫҫӗ. Ытларахӑшне республика туянать. Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа медальсем пама пӑрахнине, аттестатсем кӑвак тӗслӗ ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Семинар ӑсталӑх класӗсемпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет. Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |