Вӗренӳ
«Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫуллахи каникул вӗҫленсе пырать. Ачасем шкула кайма хатӗрленеҫҫӗ, сумкӑсене кӗнеке-тетрадь, ручка чикеҫҫӗ. Кӑҫал ачасене шкулта мӗнле улшӑнусем кӗтеҫҫӗ? Ҫак кунсенче РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗ вӑя кӗнӗ. Вӑл шкул ачисене, киле панӑ ӗҫсене пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ачасене килти ӗҫ калӑпӑшне хӑш класра вӗреннине кура памалла. Хушу акӑ мӗн пирки пӗлтерет: кӗҫӗн класра вӗренекен ачасене килте кунне 1,5 сехетрен ытла мар вӗренме сӗннӗ. Выпускниксен вара киле панӑ ӗҫе 3,5 сехет тумалла. Пӗрремӗш класра ӑс пухакансен тӗлӗшпе уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсене пачах киле ӗҫ памӗҫ. Уроксенче вара паллӑсем лартмӗҫ. Тӗплӗнрен имлсе кӑтартсан, 2–3-мӗш классен килте 1,5 сехет вӗренмелле. 4–5-мӗш классен вара — 2 сехет. 6–8-мӗш класра ӑс пухакансен киле панӑ ӗҫе 2,5 сехет тумалла. 9–11-мӗш классен вара — 3,5 сехет таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар районӗнчи Янӑшра шкул уҫассине, пытармасӑр каласан, темле хаклакан та пулчӗ. Сахал ачаллӑ ялта кермен пек шкул кирлӗ мар, бассейнӗ кӑна иккӗ пулать тата темле те ӳпкелекен тупӑнчӗ. Анчах вӑл тӑрӑхрисем Янӑшри тӑхӑр класс вӗренмелли (халӗ ун пек каламаҫҫӗ-ха. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан теҫҫӗ) шкул пӗчӗк ҫуртра вырнаҫнине, шкул ҫулне ҫитменнисем вара хуралтӑ евӗр ача пахчинче хӗсӗннине аван пӗлеҫҫӗ. Паянхи пулӑм Янӑш тата вӑл тӑрӑхри Мамӑш енчи ачасемшӗн чӑн та савӑнаҫах. Шкула уҫма ентешӗсем патне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑй (Михаил Васильевич ҫав енчи ҫын. Вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) пырса ҫитнӗ. Унпа пӗрле ытти тӳре-шара та пулнӑ. Тавралли ял халӑхӗ те ҫак пулӑма курма кӑмӑлтан пуҫтарӑннӑ. Янӑшри шкул малашне вӑтам шутланӗ. Унта 165 ача вырнаҫаять. Шкул ҫулне ҫитменнисем те валли те унта пӑхса хӑварнӑ. Хӑтлӑ ҫуртра ял ачисем хӑйсене хуларисенчен кая туймӗҫ. Республикӑна ертсе пыракансен ҫак парнине халӗ пурин те тивӗҫлипе йышӑнса чунтан тӑрӑшмалли кӑна юлать: вӗрентекенӗсен чуна парса пӗлӳ памалла, ачисен талпӑнса вӗренмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре «И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн чи лайӑх выпускникӗ» уҫӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Унта ҫак аслӑ шкулта вӗреннӗ, вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен кирек мӗнле ҫын та хутшӑнма пултарать. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ конкурса 85 ҫулхи юбилей ячӗпе ирттерет. Конкурса икӗ тапхӑрпа йӗркелӗҫ. Пӗрремӗшӗнче (куҫӑн мар майпа) конкурса хутшӑнакансен электронлӑ портфолио, «Эпӗ ЧППУ выпускникӗ, кунпа мухтанатӑп!» эссе, «Хальхи вӗрентекен портречӗ» видеофрагмент ярса памалла. Вӗсене chgpu_konkurs@mail.ru адреспа авӑнӑн 14-мӗшӗччен ямалла. Иккӗмӗш тапхӑр куҫӑн майпа юпан 1-мӗшӗнче иртӗ. Унта пӗрремӗш тапхӑрта чи нумай балл пухнӑ 10 конкурсҫӑ хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Про Город» тунӑ сӑн Шупашкар хула администрацийӗ Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат тӗлӗшпе халӑхпа курнӑҫнӑ. Ӑна 4-мӗш лицейпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче икӗ сменӑпа вӗрентме пуҫлас хӑрушлӑх пур. Микрорайонта демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ май ҫитес вӑхӑтра шкул ачисен йышӗ нумайланӗ. Унта халӗ 9 шкул ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшӗнче икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ. Администрацинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма вырӑнсем пирки халех шутламалла. Лебедев ячӗллӗ лицейра юсав ӗҫӗсем ирттерсен унта вырӑнсем хатӗрлесси планра. Халӗ ку ҫурта вӗренӗве юрӑхлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Аса илтерер: лицея 2012 ҫулхи ҫулла, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн, тӑрук хупса хучӗҫ. Унтанпа унӑн шӑпи пирки тӗрлӗрен калаҫрӗҫ. Хальлӗхе унти общежитире Петров урамӗнчи авариллӗ ҫуртрисем пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Канашри 8-мӗш ача пахчинче паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ ушкӑн уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хулари тӳре-шара пынӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Димитриева — тӗпрен юсаса уҫнӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа саламлама хавас иккенне палӑртнӑ. «Сирӗн ачӑрсене кунта хӑтлӑ та меллӗ пулать. Шкул ҫулӗчченхи пӗлӗве илме кунта мӗнпур услови пур кунта», — тенӗ хула тӳре-шари. Пӗр-пӗр объекта уҫнӑ чух уншӑн тав тӑвакансем яланах тупӑнаҫҫӗ те, Канашра та ун пеккисем пулнӑ. Воспитательсемпе ашшӗ-амӑшӗ хула администрацийӗ ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти пекех хӑнасем ҫӗнӗ ушкӑна кӗрсе пӑхнӑ. Ачасем вара ҫӗнӗ теттесемпе паллашнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра канашсем шӑпӑрлансем валли тата виҫӗ ушкӑн уҫасса пӗлтереҫҫӗ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури вӗренӳ тытӑмӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫул ҫитмен ача хулари пӗр шкулта вӗреннӗ. Анчах вӑл шкула ҫӳреме пӑрахнине пӗлӳ ҫурчӗн администрацийӗ ниҫта та пӗлтермен. Ача ҫав шкулта пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ. Шкул администрацийӗ ача асламӑшӗпе пурӑннине, унӑн ашшӗ-амӑшӗ тепӗр хулара ӗҫленине пӗлнӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне тата унӑн докуменчӗсене шкултан тепӗр хулана илсе кайнӑ. Анчах 2 ҫул вӗсем ачине шкула вырнаҫтарман. Асламӑшӗ саккунлӑ представитель те мар. Ача вара унпа пурӑннӑ, шкула ҫӳремен. Шкул администрацийӗ ҫакна пӗлсе кун пирки опекӑпа попечительлӗх органне пӗлтермен. Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Элӗкри шкул ачисем. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк Кӑҫалхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев вӗренӳ сферинчи ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тӗллевпе 20 грант парасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Ен хыснинчен ку укҫана кӑҫал республикӑри 7 ача пахчине, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждение тата профессилле пӗлӳ паракан 3 учреждение пама йышӑннӑ. Вӗсене кашнине 200-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкула та укҫа лекни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ пӗлтерет. Сертификата ҫурлан 20-мӗшӗнче республикӑри вӗренӳ ӗҫченӗсен конференцийӗнче панӑ. Элӗк шкулӗ ҫӗнӗ технологисемпе тухӑҫлӑ усӑ курать. Кунта педагогсен ӑсталӑхӗ те, ачасен ППЭ-чи кӑтартӑвӗсем те, тӗрлӗ шайри ҫитӗнӗвӗсем те пысӑк шайра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенчен 62,5 проценчӗ ачасене ҫӗнӗ 2015–2016-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче йышӑнма хатӗр. Тӗрлӗ шайри тӳре-шараран, тем йышши тытӑмри инспекторсенчен тӑракан йыш пӗтӗмпе 931 вӗренӳ учрежденине тӗрӗслемелле. Хальлӗхе 582 вӗренӳ учрежденине йышӑннӑ, ҫав шутран 324-шӗ — шкулсем. Тепӗр майлӑ каласан, шкулсен 69,8 проценчӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе ҫитнӗ. Ача пахчисенчен 217-шӗ хальлӗхе алӑка яри уҫма хатӗр. Процентпа илсен ку цифра 54,4-па танлашать. Ачасене хушма пӗлӳ паракан организацисенчен 23-шӗ (76,7 проценчӗ) хатӗрленсе ҫитнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли ҫурлан 15-мӗшӗ тӗлне йышӑнса пӗтермелле. Апла пулсан унччен вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑлтӑк юлмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарта шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3–6-мӗшӗсенче 64 вӗренӳ заведенине тӗрӗслӗҫ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. 2015–2016 ҫулсенче шкулсенче 50 пине яхӑн ача вӗренӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 3 пин ытла ача нумайрах. 16 шкулта 2 сменӑпа вӗренӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленмешкӗн, шкул ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑлатмашкӑн, ҫурта юсамашкӑн 88 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 67-шӗ — хула хыснинчен, 21 миллион тенки — республика хыснинчен. Халӗ хулара шкулсене тӗрӗслекен виҫӗ комисси ӗҫлет. Шупашкар хула администрацийӗ, ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ, МЧС, Роспотребнадзор, Пушар надзорӗ, Ростехнадзор та шкулсене тухса тӗрӗслет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Аслӑ шкулсенче хӗрӳ тапхӑр малалла пырать. Халӗ унта вӗренме кӗме пултаракан абитуриентсен списокне кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫитес вӑхӑтра ҫамрӑксен хӑш аслӑ шкула вӗренме кӗрес ыйтӑва татса памалла. Ара, чылай яш-хӗр тӳрех темиҫе ҫӗре заявлени ҫырнӑ-ҫке. Заявленисене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑннӑ. Халӗ йышӑну комиссийӗсем рейтингпа список хатӗрленӗ. Унпа аслӑ шкулти стендсем ҫинче те, йышӑну комиссийӗн сайтӗнче те паллашма май пур. Кӑҫал абитуриентсене тапхӑрпа вӗренме илӗҫ. Малтан комиссисен тӳлевсӗр вырӑнсене абитуриентсен 80 процентне илмелле. Пирвайхи йышӑну утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртмелле. ЧППУн йышӑну комиссийӗн яваплӑ секретарӗ Алина Ефимова каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем тӑлӑхсене, сусӑрсене тата тӗллевлӗ килнисене йышӑнаҫҫӗ. Документсен оригиналӗсене панисене ҫӑмӑлрах. Тӳлевсӗр вырӑнсене йышӑннисен списокӗ пирки ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хушу кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |