Вӗренӳ
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртесси пирки, шкулта вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытасси ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ. Малтан ППЭ тытасси пирки 30 ҫын ытла пӗлтернӗ, регистрациленнӗ. Экзамена вара пурте килмен, 23 ҫын кӑна хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енре акци Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче иртнӗ. Экзамена вырӑс чӗлхипе тытнӑ. Унта хутшӑнакансем документсене тӗрӗсленине те, экзамена пӗтӗмлетнине те хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗ ППЭ мӗнле иртнине туйса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ку акцие Пӗтӗм Раҫҫейӗпех ирттерӗҫ. «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ тытмалли пӗрлехи кун» акци нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ. Мӗнле акци вӑл? Ахӑртнех, ку нумайӑшне кӑсӑклантарать. Унпа килӗшӳллӗн, шкултан вӗренсе тухакан ачасен ашшӗ-амӑшӗ вырӑс чӗлхипе пӗрлехи экзамен тытӗ. Анчах вӑл ытти чухнехи пек темиҫе сехете тӑсӑлмӗ. Экзамена ҫырмашкӑн ҫур сехет ҫеҫ парӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланать. Экзамена хутшӑнас килет-и? Тархасшӑн. Унта кашни ашшӗ-амӑшӗ килеет. Унччен, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен, регистрациленмелле ҫеҫ. Ҫак ӗҫе 57-21-60 номерпе шӑнкӑравласа тума пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри шкулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Хастарсем Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти шкулсене ҫитсе курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмлетӳ тунӑ: вӗренӳ учрежденийӗсенче сусӑр ачасем валли тивӗҫлӗ майсем ҫук. Шкулсем сусӑрсем валли пандуссем тунипех ҫырлахнӑ. Анчах лифтсем, хушма порученьсем пулман, алӑк сарлакӑшӗ те кирлӗ чухлӗ ҫук. Туалета та сусӑрсене меллӗ туса паман. Шкулта условисем пулманран сусӑр ачасен килте вӗренме тивет. Ҫапах Улатӑрти тата Ҫӗмӗрлери шкулсенче куҫ япӑх куракан ачасем валли социаллӑ адаптаци программи ӗҫленине палӑртмалла. Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри ытти шкула та тӗрӗслӗҫ. Унта сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫамрӑк моряксен пуххинче Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Инна Исаева ташша тухнӑ самант Шупашкарти 5-мӗш гимназин 10 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ чухне унӑн директорӗ Инна Исаева (вӑл чӑваш парламенчӗн депутачӗ) ташша тухнӑ. Кун пирки республикӑри усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ, илемлӗ фотокадрсем вырнаҫтарнӑ. Аса илтеретпӗр, савӑнӑҫлӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑннӑ уява республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн Патшалӑх Канашӗн спикерӗ Валерий Филимонов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алесей Ладыков, Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева хутшӑннӑ, гимназистсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне вӗренӳ учрежденийӗн юбилейӗпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 5-мӗш гимнази 10 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Гимнази ӗҫченӗсемпе вӗрентекенӗсене ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алесей Ладыков, Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева та саламланӑ. Михаил Игнатьев ачасен вӗренӗвӗ пахалӑхлӑ пултӑр тесе йӑлтах тунине палӑртнӑ. Гимнази ачисем лайӑх енчен чылай конкурсра палӑрнӑ. 2016-207 ҫулсенче унта ӑс пухакансем Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче малти вырӑнсене нумай йышӑннӑ. Чылайӑшӗ ГТО нормисене пурнӑҫласа ылтӑн паллӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нумаях пулмасть Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Открытая Чувашия: энциклопедия, прикладное и анимационное творчество (для слабовидящих)» (чӑв. Уҫӑ Чӑваш Ен: энциклопеди, прикладной тата анимацилле пултарулӑх (япӑх куракансем валли) проекта хӑтланӑ. Ӑна Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ хатӗрленӗ. «Земля Улыпа» (чӑв. Улӑп ҫӗрӗ) ятлӑ мультфильма оператор пулса Александр Яковлев ӳкернӗ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн аслӑ методистӗнче ӗҫлет. Пирӗн сайтри хыпарсемпе паллашсах тӑракансем Саша Яковлева кайӑксен тӗпчевҫи пулнипе те пӗлеҫҫех-тӗр. Мультфильм пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче ҫырнинче пултаруллӑ ҫак ҫын хӑйне пуҫласа оператор-мультипликатор пек тӗрӗсленине каланӑ. Маларах асӑннӑ центрти Н.Н. Степанова педагог ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ тата Шупашкарти ятарлӑ (коррекцилле) шкул-интернатри ачасем мультфильмри сӑнарсене хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Икӗ алла пӗр ӗҫ Тӑлӑхсене тата вӗреннӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ҫухатнисене Чӑваш Енре ӗҫ профессине тӳлевсӗр вӗрентӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене йывӑр ҫын пулсан тата ачапа декрет отпускӗнче ларнӑ чухне социаллӑ стипенди парӗҫ. REGNUM корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республика хыснинче кун валли 32 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Правительствин паянхи ларӑвӗнче ырланӑ. Йышӑнӑва Раҫҫей саккунӗсем ыйтнине кура тунӑ. Ҫапла вара тӑлӑхсем рабочи профессине хысна шучӗпе пӗрре мар,иккӗ те тӳлевсӗр илейӗҫ. Вӗренӳ министерстви кӑсӑклӑ статистика та илсе кӑтартнӑ. Республикӑри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен тӑлӑхсенчен 72 проценчӗ, е 543 ҫын, хушма рабочи специальноҫне алла илме хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ? Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ. Шкулта ыйтаҫҫӗ имӗш. Класс ертӳҫи хушнӑ тет-и... Юрӗ, тейӗпӗр, шкул ыйтма пултарать — вӗрентнине тӗрӗслемелле-ҫке, пӗлӳ ача ӑсне мӗнле вырнаҫнине пӗлмелле-ҫке. Анчах ҫак тӗпчев ӗҫне... пӗлетӗр-и, хӑш класс ачи валли туса памалла? 1-мӗш класа ҫӳрекенскер валли! Тӗпчев ӗҫӗ те ахаль пулмалла мар, презентаци таврашӗпе хатӗрленӗскер кирлӗ. Тепӗр хут калатӑп: ҫакна 1-мӗш класс ачинчен ыйтаҫҫӗ. Эпир вӗреннӗ чухне те рефератсем ҫыркалаттӑмӑр. Хам та ҫырнӑ. Пӗрре ҫапла реферат хатӗрлес тесе Наци вулавӑшнех (вӑл вӑхӑтра ун ячӗ урӑхлаччӗ-ха) ҫитнӗччӗ. |
Вӗренӳ
Юлашки ҫулсенче республикӑра ҫӗнӗ шкулсем хута ячӗҫ. Ӗҫ кунпа чарӑнса лармасть-ха. Шкулсемпе ача пахчисене кӑҫал та тӑвӗҫ. Кӑҫал республикӑра ачасен пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ хута каймалла. Иртнӗ ҫулта Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш микрорайонсенче тӑватӑ ача пахчи тума тытӑннӑ. Вӗсене 2017 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче уҫма палӑртнӑ. Шупашкарти Гладков урамӗнчи шкула та туса пӗтерӗҫ. Ӑна ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уҫма палӑртнӑ. Унта 1100 ача вӗренӗ. 2020 ҫулччен республикӑра 11 ача пахчине ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2000 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. 2015 ҫулччен хуласемпе районсенчи 33 шкул хута яма тата ҫӗнетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |